ÇУЛ ХĔРРИНЧЕ, ПАХЧАРА ӲСЕТ
Укçа курăкĕ /ярутка полевая/ уй-хирте, пахчара, çул хĕрринче ӳсет. Сиплевре çĕр çийĕнче çитĕнекен мĕнпур пайĕпе усă кураççĕ.
Чĕртавара май-август уйăхĕсенче пухса лупас айĕнче типĕтеççĕ. Пир хутаçа хурса тĕттĕм типĕ вырăнта икĕ çул таран упрама юрать. Укçа курăкне ун евĕрлĕрех шатра курăкĕнчен /пастушья сумка/ çăмăллăнах уйăрса илме пулать: туратне пӳрнесен хушшине хурса сăтăрсан йӳç кăшман шăрши питĕ вăйлă тухать.
Асăрханăр! Укçа курăкĕ - наркăмăшлă ӳсен-тăран. Ăна тытнă хыççăн часрах алла çумалла, мĕншĕн тесен чĕрĕ сĕткенĕ ӳте пĕçертсе хăмпăлантарма, кĕсенлетме пултарать.
Çак курăкран хатĕрленĕ препаратсем шăк, тар хăвалаççĕ, манкана çемçетеççĕ, ар хăватне вăйлатаççĕ, микробсене хирĕç кĕрешеççĕ, сурана ӳт илме пулăшаççĕ.
Шăнса пăсăлсан, типĕ ӳслĕкрен. 1,5 апат кашăкĕ типĕ курăка вăррипе пĕрлех термосри тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 4 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4-5 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - сываличчен.
Пуç ыратсан. Укçа курăкĕн 1 чей кашăкĕ вăррине 1 стакан шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çине лартса 2 сехет вĕретмелле, илсен 2 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - ыратни иртиччен.
Ар кĕпçи шыçсан /воспаление придатков/. 2 апат кашăкĕ типĕ курăка тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Ар вăйсăрлăхĕ /импотенци/. 1 пай курăка 10 пай спирта ярса тĕттĕм вырăна ултă уйăха лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. 6 уйăхран сăрăхтармалла. Кунне 1 чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 4 уйăх.
Курăкăн чĕрĕ сĕткенне шĕпĕне сĕреççĕ. Вăл шĕпĕн курăкĕн сĕткенĕ пекех витĕмлĕ пулăшать.
Асăрханăр! Укçа курăкĕн препарачĕсем ача кĕтекен хĕрарăмсене, юн пусăмĕ пĕчĕккипе /гипотони/ аптракан çынсене юрамаççĕ.
Комментари хушас