"Çухалнă" çĕр,

18 Утă, 2014

е Толстой урамĕнчи манăçнă çынсем

Истори çĕршĕн пысăк вăрçăсем пуçланнă тĕслĕхсене те пĕлет. Çапла, çĕр яланах тавлаштарать - ырă кÿршĕсем те хирĕçсе каяççĕ. Шупашкарта пурăнакан Валерий Сабаев вара хула администрацийĕпе тавлашать - çĕре пулах.

Хăй вăл Патăрьел районĕнчен - Вăтаел ялĕнче çуралнă. Анчах çемье Шупашкара куçса килнĕ, амăшĕ, Вера Сабаева /каярахпа хушаматне улăштарнă - Тихонова пулса тăнă/ Киров поселокĕ текен районти Толстой урамĕ, 44 адреспа уйрăм çурт туяннă. Вера Михайловна çĕре кĕрсен хайхи çурта ывăлĕ Валерий Анатольевич еткер шучĕпе йышăннă. Тĕрĕссипе, хĕрарăм ăна тепĕр ывăлне халалласа хăварнă-ха, анчах лешĕ пурлăха хăйĕн харпăрлăхне куçарас темен, вăл килĕшнипе çурт пиччĕшĕн пулса тăнă - çакна суд йышăнăвĕпех çирĕплетнĕ.

Халĕччен йĕркеллех пулнă темелле. Валерий Анатольевичăн амăшĕ çак çурта унчченхи хуçинчен 1978 çулта туяннине çирĕплетекен килĕшÿ те, техника инвентаризацийĕн бюровĕнчен илнĕ хутсем те, çурт кĕнеки те /унта В.Сабаев çакăнта пропискăра тăнине те кăтартнă/, ытти те - пĕтĕмпех пур. Хуçалăх лаптăкĕ-вырнаçăвĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ пулма та пултарайман темелле. Халĕччен çапла пулнă...

- Йĕркене пăхăнса лаптăка чикĕленине çирĕплетес терĕм, - каласа парать Валерий Анатольевич. - Кайрăм та - мана кадастр планне кăтартаççĕ. Тĕлĕнсех кайрăм: манăн 9 соткăллă лаптăк пĕр кĕтесĕнчен самай пĕчĕкленнĕ, ăна касса илсе кÿршĕ лаптăк çумне хушса хунă!

Кÿршĕллĕ лаптăк тенĕрен, унăн историйĕ чăннипех хăйне евĕрлĕ. Толстой урамĕ, 42 - çак адреспа пурăннă Валерий Г.-на В.Сабаев лайăх пĕлнĕ. Вăл тĕрмере чылай çул ларнă. "Кÿршĕ вĕт - хĕрхентĕм, пенсине те пĕр вăхăт манăн Шупашкарти хваттер адресĕпе илсе пурăнчĕ", - аса илет Валерий Анатольевич. Г. пурăнмасть ĕнтĕ, çĕре кĕнĕ. Унăн çурчĕ те çунса кайнă. Çурт-хуçалăх докуменчĕсем В.Сабаев аллинче пулнă та - çав хутсене те вăл Г.-н Наташа ятлă тăванне парса янă. Хĕрарăм çĕре те сутса янă - Валерий Анатольевич лайăх пĕлмест. Çакă çеç паллă: çав лаптăк чылай çул пушă ĕнтĕ - хайхи Наташа та, çĕнĕ хуçа та килни-тунине асăрхаман. Хăйĕн çурчĕ патне кĕрсе çÿреме урăх çул та çук та - В.Сабаев ун урлă сукмак хывнă, усси - çакă çеç.

Халь вара çав лаптăк шутлама пултарайман çĕртен пысăкланнă пулса тухать. Интересленнĕ май кÿрши çакна та пĕлнĕ: 42-мĕш çурт ларнă лаптăк хуçи паян уйрăм çын мар иккен - тĕп хула администарцийĕ. "Тĕрĕссипе, çав лаптăкпа хам чылай çул усă курнă май саккунпа килĕшÿллĕн ăна эпĕ те илме пултарнă ĕнтĕ, - сăмахне тăсать В.Сабаев. - Ку юрĕ-ха, мана ютти кирлĕ мар, анчах мĕнле майпа муниципалитет харпăрлăхне куçма пултарнă тата, чи кирли, мĕншĕн манăн лаптăкăн пĕр пайне "приватизациленĕ" - çакă тĕлĕнтерет".

Тĕрĕслĕх шырать. Лаптăкăн "катăлнă" пайĕ хăйĕн пулнине ĕнентермешкĕн унăн халь кÿршĕ хуçалăх хуçин /вăл вилнĕ терĕмĕр/ тăванĕсене шыраса тупмалла иккен, хаçатра пĕлтерÿ памалла - тăкак вĕт. Анчах çак ĕçсене мĕншĕн хула администрацийĕ хăй маларах туман, лаптăка хуçи-мĕнĕсĕрех ярса илнĕ те муниципалитетăн туса хунă? Ыйтăвĕ нумай, хуравĕсем кăна çук.

Парăнасшăн мар-ха Валерий Анатольевич, тĕрĕслĕх тупатăпах тет - администрацие те, прокуратурăна та çитессишĕн. Влаç тенĕрен, ăна ÿпкелемелли татах та пур унăн. Толстой урамĕ пирки тĕп хула центрĕ темелле ĕнтĕ, чăннипе вара - манăçнă кĕтес. Пысăк пуçлăхсен машинисем унтан иртсе çÿремеççĕ вĕт - алă сулнă, никама та кирлĕ мар.

- Унта кĕрсе-тухса çÿремелли çула тирпейлеме миçе çул тархаслатпăр - кăлăхах, - пăшăрханса калаçать В.Сабаев. - Çав урамра тĕпрен илсен ватăсем, инвалидсем пурăнаççĕ, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин ветеранĕсем те пур - влаçсем пур пĕр хăлхана чикмеççĕ.

21-мĕш çурт патĕнчен пуçласа 31-мĕш патне çитиччен самай чăнкă "тăв айккине" аялалла анмалла та - васкавлă медпулăшу машинисем те пырасшăн мар. Чирлисене наçилккепе çуран йăтса тухни те пĕрре кăна мар пулнă. Пушар машинисемшĕн те - чăрмавлă. Урам вĕçĕнчи 40, 42-мĕш çуртсем çунса кайнă - пушар машинисем çывăха пырайман. Урамра пурăнакансем çула йĕркене кĕртмешкĕн хăйсем те укçа пухса пулăшмашкăн хатĕр - çук, пур пĕр лав вырăнтан хускалмасть. Район администрацийĕн пĕр хурав: "Кăçалхи бюджетра Толстой урамĕнче çул тумашкăн укçа уйăрма пăхман..."

Николай КОНОВАЛОВ