Çу уйăхне кĕтĕмĕр
"Садсем чечекре” тесе çырнăччĕ çак вăхăт пирки Чăваш халăх çыравçи Леонид Агаков. Ку тапхăрта çанталăк ултавлă - тăм ÿкес хăрушлăх пĕтмен-ха. Çавăнпа та сыхă пулни ытлашши мар. Халăхра сăнанă тăрăх, кăкшăм курăкĕ шыв çине çиеле тухсан текех сивĕтмест, тăм ÿкес хăрушлăх чакать.
Йывăç, тĕм çывăхĕнчи тăпрана йĕри-тавра кăпкалатма ан манăр - ку меслет тăпрари нÿрĕке упрать, тымара типме памасть. Уйăх пуçламăшĕнче çимĕç йывăçĕсем, тĕмсем лартаççĕ. Кĕркунне лартса хăварнă хунавсене тепĕр хут тимлĕн сăнăр - тарăн лартнисене "çĕклеме" тивет, анчах ку ĕçе асăрханса тумалла. Тăпра пулăхлăхĕ япăх пулсан улмуççине, груша йывăçне, слива, чие тĕмĕсене азот хушнă им-çампа апатлантармалла. Мулкач, шăши кăшласа сиенленĕ йывăçсене сиплеме пуçламалла.
Ку тапхăрта улмуççипе грушăн - кукша чирĕ, хурлăханăн - антракноз, крыжовникăн - суя сывлăм чирĕ, хурăн çырлин - шурă пăнчă тата тутăх чирĕ аталанма пуçлаççĕ. Йывăçа, тĕме, çырла калчисене вăхăтра сиплеме тăрăшăр. Чечеке ларсан наркăмăшлă шĕвексемпе сирпĕтме юрамасть, унсăрăн наркăмăш пыл хурчĕсемшĕн те, тĕкĕлтурашăн та, чечексемшĕн те питĕ сиенлĕ.
Чие тата ытти çырла тĕмĕсене çуркунне лартма хушаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем, кĕркунне лартсан, шăнса пĕтме пултараççĕ.
Пахчара. Хресченшĕн ку тапхăр - çулталăкри чи яваплисенчен пĕри. Çак уйăхра унăн çĕр çинчи тĕп ĕçсене, сухаласси, акасси, лартасси, çум курăкпа кĕрешесси, ÿсен-тăрана шăварасси - пурнăçлама тивет.
Уйăх пуçламăшĕнче /енчен те çак ĕçе апрельте тума ĕлкĕреймен-тĕк/ кишĕр, çарăк, редис, сухан, йÿç кăшман, укроп, пăрçа акма-лартма тăрăшмалла. Теплицăсемпе парниксене хăяр, кăштах каярах - пăрăç, помидор, баклажан калчисене куçарса лартаççĕ. Уçă вырăна вара çак калчасене уйăх вĕçĕнче лартмалла - ку тапхăр тĕлне ирсерен тăм ÿкес хăрушлăх пĕтет темелле. Купăста калчисене тăпра ăшăнса çитсен - уйăх варринче - лартма сĕнеççĕ.
Сухан, купăста шăнисем ÿсен-тăранпа пысăк сиен кÿреççĕ. Вĕсен личинкисене пĕтерме махорка тусанĕ, кĕлпе хăйăр хутăшĕ пулăшаççĕ. Ÿсен-тăрана карбофос шĕвекĕпе пĕрĕхни те лайăх усă парать - 10 литр шыва 20 грамм имçам ямалла кăна.
Кишĕре пĕлтĕр çĕр улми, хăяр, сухан, хĕрлĕ кăшман* купăстана - кишĕр, нимĕç пăрçи, çĕр улми* хĕрлĕ кăшмана - пĕр çул ÿсекен курăксем, хăяр, сухан, хăяра - купăста, çĕр улми, сухан* томата - хăяр, сухан, пĕр çул ÿсекен курăксем* сухана - ир пулакан çĕр улми, хăяр, купăста, пăрçа, хĕрлĕ кăшмана ÿстернĕ вырăнта çитĕнтерсен лайăх.
Комментари хушас