Çтерлĕк ытларах ĕрчĕ

Нумаях пулмасть Куйбышев шыв управне, Шупашкар ГЭСĕн хыçне, 14 пин çтерлĕк лăкки янă. ЧР чĕр чун тĕнчин объекчĕсемпе вăл пурăнакан вырăнсене сыхлакан, тĕрĕслекен тата унпа усă курассине йĕркелекен патшалăх службин пай ертÿçи Владимир Шабалкин вĕсем çитĕнсе промышленноç меслечĕпе тата харпăр хăй валли пулă тытакансене савăнтарасса шанать. Вăл кăмăса ăшăхлăха чăмтарнине çирĕплетрĕ.

Гидроузелăн Сĕнтĕрвăрри еннелле 4 çухрăма тăсăлакан хыçĕнче çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пулă тытма юрамасть. Апла пулин те чылайăшĕ йĕркене пăхăнмасть. Вĕсем тĕлĕшпе кăçал çĕр-çĕр административлă ĕç пуçарнă. «Хĕлле Çĕнĕ Шупашкар пулăçисен общество организацийĕ çав тăсăмра «Пулăç пулăçа инçетренех асăрхать» конкурса хутшăннисене пулă тыттарса саккуна пăсрĕ», - пĕлтерчĕ РФ Пулă агентствин Вăтам Атăл территори управленийĕн республикăри пайĕн ертÿçи Валерий Григорьев.

Лăкă туянса Чăваш Ене кÿрекенни - Тутарстанри «Кама» юхан шыв порчĕ» АО. Унăн пăрахучĕсем темиçе уйăх каялла чĕрĕлĕхшĕн сиенлĕ шĕвекпе управа вараласа пысăк тăкак кÿнĕ. Пулă институчĕн тĕпчевçисем темиçе кăмăс çумне систерекен ятарлă хатĕр вырнаçтарнă. Вăл пулăсем ăçта куçнине пĕлсе тăма пулăшĕ.

С.СЕРЕГИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.