Комментари хушас

14 Ака, 2015

Инçетри çывăх Беларуç

Беларуçри ĕçлĕ визит вăхăтĕнче апрелĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак çĕршывăн агропромышленноç комплексĕн темиçе предприятийĕнче пулнă.

«Белэкотехника» ООО ветеринари препарачĕсем, выльăх апатне пуянлатмалли хушăмсем туса кăларать. Паха чĕртаварпа кăна усă кураççĕ, технологи процесне çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ. Çавна май продукци те пысăк пахалăхлă, ăна Беларуçри хуçалăхсем кăна мар, чикĕ леш енчи предприятисем те нумай туянаççĕ. Продукцие Раççее, Украинăна, Казахстана, Кăркăсстана, Туркменистана ăсатаççĕ. Чăваш Республикинче унпа «Авангард» ООО усă курать.

Михаил Васильевич предприятири цехсемпе, производствăпа паллашнă. Кунти специалистсем ученăйсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ. Вĕсен тĕпчевĕсене тĕпе хураççĕ. Çавна май продукци туса кăларасси ÿссех пырать.

Унтан Михаил Игнатьев «Август-Бел» АХОра пулнă. Ку завод ÿсентăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем туса кăларать, Чăваш Республикинчи Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕпе пĕрле «Август» компани тытăмне кĕрет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ лабораторипе, складпа паллашнă, кунта ĕçлекенсемпе калаçнă.

Чăваш Ен делегацийĕн Беларуçри визичĕ «Дзержинский» агрокомбинатра пулнипе вĕçленнĕ. Çак АУО - тухăçлă ĕçлеймен хуçалăхсене бройлер чăх-чĕп фабрикипе пĕрлештерсе йĕркеленĕ пысăк агропромышленноç холдингĕ. Тĕрлĕ енĕпе ĕçлет: çăмарта, аш туса илнинчен пуçласа комбикормсем туса кăларни, пулă çитĕнтерни таранах. 2014 çулта 32,5 млн штук çăмарта, 50 пин тонна аш туса илнĕ. Холдинг тытăмĕнчи сухалакан çĕрсен лаптăкĕ кăна - 10,7 пин гектар. Экономика тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе «Сывлăх фабрики» ятпа суту-илÿ сетьне йĕркеленĕ - унта 50 лавкка.

Аса илтерер: Михаил Игнатьевăн Беларуçри официаллă визичĕ апрелĕн 8-10-мĕшĕсенче иртнĕ. Михаил Васильевич унта çĕршыв президенчĕпе Александр Лукашенкăпа, Андрей Кобяков премьер-министрпа, Раççей Федерацийĕн Беларуçри Полномочиллĕ Посолĕпе Александр Суриковпа курнăçнă, чылай предприятипе паллашнă. Çулçÿревре унпа пĕрле Чăваш Енĕн влаç органĕсен представителĕсем, республикăри организацисен ертÿçисем пулнă.

 

К.ВОЛКОВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.