Комментари хушас

14 Ака, 2015

Вирьял чĕлхи çинчен

«Хыпар» хаçатăн ака /апрель/ уйăхĕн 3-мĕшĕнче кăларнă номерĕнче /3-мĕш стр./ В.Туркайăн «Вирьял Чĕлхи, эсĕ - Ылтăн, эсĕ - Ахах!» ятлă статйи пичетленсе тухрĕ.

Автор тури чăвашсен чĕлхи çинчен тахçантанпах шухăшлать пулас. Статья пичетлес пирки татăклă шухăш Хусанта - «Хыпар» хаçатăн тăван çĕрĕнче йышăннă курăнать /редакцин пысăк ушкăнĕ тата «Хыпар» хаçатăн никĕслевçи Н.В.Никольский ентешĕсем Хусанта пулни çинчен «Çакă мар-и чăн туслăх?» материала пăхăр/. Йышăну тума Туркая пĕрремĕш редакторăн ентешĕсем те витĕм кÿнĕ пулас. Çав вăхăтрах хальхи редактор хăйĕн куçĕ умне «Хыпар» хаçатăн малтанхи номерĕн 1-мĕш страницине час-час кăлара-кăлара тăратать пулмалла, ăна паян тухакан хаçат сăнĕпе танлаштарса пăхать ахăр.

Н.В.Никольский этнограф, фольклорист тата историк пулнисĕр пуçне чĕлхене те лайăх пĕлнĕ /ученăй словарьсем кăларни ахальтен мар/, çавăнпа хаçатра усă куракан сăмахсене сăнанă, вĕсене çыхăнтаракан грамматика çинчен те, çыру орфографийĕпе пунктуацийĕ çинчен те шухăшламасăр тăман. Акă тури диалектра кун ячĕсене кун сăмахсăрах калас туртăм вăйлă: Унччен тата виçĕ кун: шăмат, вырсарни, тунти. Шăнкравларăм эп сан патна, юн-и, кĕçнерни-и, шăнкăравларăм. Кун сăмахсăр калакан ят хăй ку е вăл аффикса йышăнма пултарать: Çитес шăматра Шупашкара ачасем патне кайса курасшăн-ха эп. Кĕçнерниччен кĕтĕпĕр. Çавăнпа та «Хыпарăн» малтанхи номерĕнче хаçат хăçан тухнине кăтартнă вырăнта вырсарни кун /уйрăм/ çырнăшăн тĕлĕнмелле мар. Ку йĕрке И.Я.Яковлевăн орфографийĕпе те килĕшсе тăнă. Пирвайхи редактор тĕслĕхпе чĕртсе тăратнă чăнлăха хальхи тĕп редактор хăй ирĕкĕпе пăснăшăн ÿкĕнет пек, тÿрлетÿ валли явап шырать пек туйăнать. Явап пур - «Хыпар» хаçат тухнăранпа 110 çул çитсе пыни. Йăнăша шăп та лăп сумлă датăна паллă тума хатĕрленнĕ май тÿрлетме меллĕ. Кун ятне, вирьялсем майлă, кун сăмаха çырмасăр та кăтартма юрать: тунти, ытлари, кĕçнерни, шăмат, вырсарни. Тури чăвашсем юн тата эрне сăмахсене кун сăмахсăр каласшăнах мар /юн кун, эрне кун/. Куна асра тытмах тивет. Çак йĕрке республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсен те пур. Вĕсем тата кун сăмах вырăнĕнче каç сăмаха каласа каçа та хăй ячĕпе палăртаççĕ /çакă чăвашсен авалхи Уйăхпа Хĕвел календарĕнчен юлнă/: тунти каç, ытлари каç, юн каç, кĕçнерни каç, эрне каç, шăмат каç, вырсарни каç.

Тÿрлетÿ вирьял чăвашĕсемпе тулай чăвашĕсен чĕлхипе пĕтĕм чăваш литература чĕлхине пуянлатма, тунти, ытлари, юн, кĕçнерни, эрне, шăмат, вырсарни сăмахсемпе усă курас енчен ирĕклĕх кĕртнине пĕлтерĕччĕ.

Хаçат ячĕпе Н.В.Никольский профессорăн сăнне те унчченхи пекех курмалла тăвасчĕ.

Вырăссем кашни кăвакал хăйĕн шывне мухтать теççĕ. Тури чăвашсен те хăйсен чĕлхипе мухтанас килет-тĕр. Чылайăшне литература чĕлхи тури диалектран мар, анатри диалектран пуçланни кулянтарать няк. Куншăн, пирĕн шухăшпа, пăшăрханма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен чăваш литература чĕлхи пĕтĕм чăваша пĕрлештерсе тăрать, кашни диалектран сăмахсем, сăмах ушкăнĕсем кĕнипе пуянланать. Çитменнине, сăмахсен пусăмне /ударенине/ пĕтĕмпех тури диалекта пăхса йĕркеленĕ.

Марипе мордва чĕлхисен диалекчĕсен хушшинче пĕрешкеллĕх çукпа пĕрех. Çавăнпа кашни диалектпа çырулăх тунă. Шкулсенче ку е вăл диалекта тивĕçтерекен вĕренÿ кĕнекисемпе усă кураççĕ, олимпиадăсем ирттереççĕ, экзамен тыттараççĕ. Çакăн пек пулса тухнăшăн марипе мордва чĕлхеçисем питĕ кулянаççĕ, пире - чăвашсене - ăмсанаççĕ.

Пирĕн вара диалектсем пĕр-пĕрне питĕ çывăх. Етĕрне енчен килнĕ-и, Шăмăршă енчен-и е республика тулашĕнчен-и - чăвашсем пĕр-пĕринпе çăмăллăнах хутшăнаççĕ. Писатель-поэт кирек ăçтан тухнă пултăр - ун хайлавĕсене кирек хăш чăваш та вулама пултарать. Пĕлмен сăмахсем, сăмах ушкăнĕсем тĕл пулаççĕ паллах. Кун пек пире тĕрлĕ пĕлкĕч пулăшать. Вĕсене вăхăтлă кăларса тăмалла çеç.

Кашни диалектшăн уйрăм литература чĕлхи тăвас пулсан - чăвашсем пĕр-пĕринчен уйрăлса кайĕччĕç. Çакна, Н.П.Петров профессор каланă тăрăх, чăвашсен хальхи çырулăхне тăвакан И.Я.Яковлев вĕрентекенĕмĕр те ăнланнă. Вăл та алфавит кашни диалект валли тăвасшăн пулнă, кайран çыру пĕтĕм чăваша пĕрлештерме тивĕçлине ăнланса илнĕ те малтанхи шухăшне пăрахăçланă. Пире çутта кăлараканăмăра И.Я.Яковлева эпир çыру тунăшăн кăна мар, пĕтĕм чăваша пĕрлештерме май тупнăшăн та тав тумалла.

Тури чăвашсен чĕлхине аталантарма /ятарлă учебниксем хатĕрлеме, хаçат-журнал уçма, радиопа телевидение, театра ĕçлеттерме тата ыттине те тума/ тесе укçа-тенкĕ пайлама тытăнсан анатри чăвашсем кăмăлсăрланĕччĕç - вĕçне-хĕрне тупаймăпăр.

Пирĕн усăсăр тавлашса пурăнас марччĕ - чăваш пуплевне вилĕмрен çăлма, чăвашлăха упрама пĕтĕм вăя хурасчĕ.

Кирлĕ ĕçĕн пĕтмĕшĕ ахаль те курăнмасть. Ак, тĕслĕхрен, хаçат-журналта, радиопа телевиденире, сцена çинче пуплев тата грамматика йăнăшĕсем çине-çине тĕл пулаççĕ - ума пуплев культури ыйтăвĕ çивĕччĕн тухса тăрать. Шкулта чăваш чĕлхи сехечĕсене чакарасран сыхă тăмалла. Чăваш чĕлхипе литератури специалисчĕсене хатĕрлекен факультетсемпе уйрăмсен пуласлăхне тупмалла. Ытти те, ытти те, ытти те.

Ку е вăл диалекта пысăка е пĕчĕке хурар мар - пĕтĕм чĕлхемĕршĕн пĕрле пулар! Çав вăхăтрах диалектсен вăйне шута илмесĕр те пурăнар мар.

Юрий ВИНОГРАДОВ,

доцент

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.