Комментари хушас

9 Ака, 2015

Мăнкун

Çулталăкри чи аслă уяв - Мăнкун - кăçал апрелĕн 12-мĕшĕнче пулать. Вăл кашни çулах çуркунне тĕрлĕ вăхăтра килет.

Авал чăвашсем Мăнкуна нурăс уявĕнче, мартăн 21-мĕшĕнче, кунпа çĕр танлашнă кун палăртнă теççĕ ăсчахсем. Каярах христианство сарăлнă çемĕн Мăнкун Христос Чĕрĕлнĕ кунпа пĕрлешсе кайнă.

Христианствăн тĕп уявĕ вара Аслă Чĕрĕлÿ - Христос чĕрĕлнĕ кун - еврейсен Пасхипе пĕрле килет. «Пасха» сăмах еврей чĕлхинчен «Песах» сăмахран пулнă. «Песах» «аякран иртес», «пăрăнса юлас» пĕлтерĕшлĕ. Пасха пĕлтерĕшне Библи уçса парать. Кивĕ халал тăрăх Турă Израиль халăхне Египет фараонĕн пусмăрĕнчен хăтарма шухăшлать. Фараон еврейсене ямасть. Турă тĕрлĕ нуша витĕр кăларать египтянсене, анчах фараон пурпĕрех еврейсене ярасшăн мар. Уйăх календарĕпе пĕрремĕш уйăхăн 14-мĕш кунĕ умĕн кашни еврей çемйине кăлтăксăр сурăх пусса ун ашне йÿçĕ техĕмлĕх курăкĕсемпе кастарса пĕçерме тата йÿçĕтмен чустаран çăкăр /пашалу/ пĕçерсе хума калать еврейсене Турă. Пуснă путек юнĕпе алăк суллине /хашакне/ сĕрсе палăртма хушать.

Çав каç Турă хаяр ангел-чуниллине алăка юнпа пĕветмен килсене кĕрсе çемьери аслă ачасене вĕлерсе тухма ярать. Çапла вара еврейсен çемйисене хăрушă инкекрен хăтарса египет халăхне хаяр тавăру кăтартать. Çакăн хыççăн çеç Фараон израильтянсене ирĕке яма килĕшет. Ирĕке тухнă çак куна ĕмĕртен ĕмĕре паллă тăвать еврей халăхĕ. Иисус Христоса вара шăпах Пасха уявĕччен виçĕ кун маларах хĕрес çине пăталаса вĕлереççĕ. Пасхăра чăрмав кÿресрен асăрханса васкаса пăталаççĕ Ăна. Влаç­рисем Ун тупăкне хунă ту хăвăлне пысăк чул тĕревлесе хупаççĕ, хурал тăратаççĕ. Анчах Пасха кунĕ ирпе-ирех, Христос ÿтне смирнăпа имлеме пынă Мария Магдалинăпа тепĕр Мария чула сирсе пăрахнине, тупăк пушă иккенне кураççĕ. Шап-шурă тумлă çутă ангелсем вĕсене Иисус чĕрĕлнине пĕлтереççĕ, пĕтĕм халăха Иисус вилĕмрен чĕрĕлни пирки хыпарлама калаççĕ.

Çĕр çинче 33 çул пурăнса Иисус, Турă Ывăлĕ, халăха çĕнĕ пурнăçа вĕрентет. Çĕнĕ халал хăварать. Юрату, тăнăçлăх, ăнланупа каçару халалĕ. Христос çĕр çинче нумай тĕлĕнтермĕш кăтартнă, чирлисене сыватнă, куçсăррисене сипленĕ... Вăхăт çитсен хăй ирĕкĕпе терте йышăнса этемлĕхе çăлма çынсен çылăхĕсене каçарттармашкăн юнне тăкнă. Пророксем калани пурнăçланнă, шăпах Пасха умĕн агнец хăйĕн юнне тăкса пире çăлăнăç парнеленĕ.

Иисус чĕрĕлни - çылăхсенчен хăтăлса çÿлти пурнăçа шанма май парать. Пасха - савăнăç, çĕнĕ пурнăç, ĕненÿпе çăлăнăç уявĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.