Çамрăк, анчах...
Виçĕ тусăн пĕр шухăш тенĕ. Ют пурлăха хапсăнни, алла ирĕке яма юратни виçĕ çамрăка пĕр чĕлхе тупма пулăшнă та.
2012 çулхи августра виçĕ услап ÿсĕр арçын Канашри вокзал еннелле утнине курсан унран хăпман. «Айтăр çаратар», - сĕннĕ вĕсенчен пĕри. Ăссăрла шухăш ыттисене те килĕшнĕ. Хайхисем арçынна кашкăр кашамансем пек йĕри-тавра çавăрса илнĕ. Кĕçех инкек тÿсекенĕн пĕчĕк сумкки вăрă-хурах аллине куçнă. Иртен-çÿрен асăрхасран ăна халăх çÿремен вырăна çавăтса кайнă. Ÿсĕрскер хурахсен капкăнне çакланнине ăнланса илеймен-тĕр. Улах вырăнта хайхине ирсĕрсем хĕнеме пикеннĕ. Унтан банк карттине кăларса илнĕ. «Пин-кодне кала!» - хар! кăшкăрнă вĕсем. Арçын пин-кодне каласанах хурахсенчен иккĕшĕ çывăхри банкомата чуптарнă. Анчах янтă укçа илесси пулман, арçын йăнăшнă-мĕн. Тарăхнăскерсем ÿсĕр арçынна сыхлама юлнă юлташĕ патне шăнкăравланă. «Тĕрĕссине кала!» - кăшкăрашнă «хуралçă». Лешĕ те хăранипе, те маннипе каллех йăнăшнă. Текех унран пĕр сăмах та кĕтсе илеймен çамрăксем - арçын çавăнтах çывăрса кайнă. Вăрă-хурахăн янтă укçапа пуясси пăчланнă.
Преступление чылай вăхăт уçса парайман, мĕншĕн тесен арçын хăйне кÿрентерекенсене йĕркеллĕ астуса юлайман. Çапах преступниксене тытса чарнах. Ĕçе тĕпченĕ май çамрăксем унччен те судпа айăпланни палăрнă. Вĕсенчен пĕри, 20 çула çитнĕскер, икĕ хутчен суд умне тăма ĕлкĕрнĕ. 19 çулти те пĕр хут айăпланнă. Хурахсенчен чи çамрăкки, 16-ри вара рекорд çапнă темелле. Çул çитмесĕрех тăватă хут саваламан сак çине ларнă. Хальхинче айăплав татах çирĕпрех пулĕ вĕсемшĕн.
Шел, çамрăклах кукăр-макăр çулпа утакан сахал мар паян. Вĕсемшĕн çын пурнăçне татасси те чăрт сурмалăх кăна тейĕн. Ку хăрушă инкек Канаш тăрăхĕнче пулса иртнĕ. Иртнĕ çулхи май уйăхĕнче Канаш районĕнчи Вăрманкас Ухман çывăхĕнчи çырмара 31 çулти арçын ÿтне асăрханă. Хĕненипе вăл пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни тÿрех палăрнă. Хăрушă преступление куракан-илтекен пулманнипе ĕçе уçса пама йывăр пулнă. Çур çултан кăсăруклисем преступниксене тупса палăртнах. Тĕпчев вара çакна кăтартнă.
2014 çулхи майăн 18-мĕшĕнче, каçхине, 19 тата 20 çулти каччăсем ку тăрăхра пурăнаканпа сăлтавсăрах хирĕçсе кайнă. Çиллине шăнараймасăр çамрăксем аслăраххине тапма-çапма тытăннă. Тискеррĕн хĕненĕ хыççăн тарса çухалнă. Сурансене чăтаймасăр арçын çавăнтах вилнĕ.
Канаш район сучĕ çын вĕлерекенсене 8-шар çул ирĕкрен хăтарма йышăннă. Вилнĕ çын ашшĕне кăмăл-сипет енчен тăкак кÿнĕшĕн кашнийĕн 500 пин тенкĕ тÿлеме тивĕ.