Чĕлхесем çинчен саккун туллин мĕншĕн пурнăçланмасть?
"Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен" саккуна пĕрремĕш хут 1990 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче йышăннă. Пусарсах калам: Раççейри республикăсенчен пуринчен малтан! Анчах çăмăллăн пулса иртмен çак ĕç-хĕл. Чăваш интеллигенцийĕн представителĕсем выçă тытни, митингсемпе пикетсем йĕркелени Чăваш Енĕн саккун кăларакан влаçне пĕлтерĕшлĕ икĕ проекта - "ЧССР патшалăх суверенитечĕ çинчен" декларацие тата "ЧССР чĕлхесем çинчен" саккуна - çирĕплетме хистенĕ.
Çак пулăма тĕрлĕ çын тĕрлĕрен йышăннă. Пĕрисен шухăшĕпе - саккуна "сепаратизм вăй илнĕ тапхăрта националистсен кăмăлне тивĕçтерме" йышăннă имĕш. Теприсем "саккунри статьясен пысăк пайĕ вăя кĕнĕ çĕре чылай вăхăт иртнĕ май кăмăл-туйăм хиврелĕхĕ пусăрăнасран, документ деклараци шайĕнчех юласран" пăшăрханнă.
Унтанпа çирĕм çул ытла иртрĕ. Саккун ĕçне, вăйне пăхса хакламалăх вăхăт çителĕклех пулчĕ. Унăн уссине куратпăр-и? Туятпăр-и? Ăна пурнăçа кĕртсе пыни мĕнле шайра? Çак ыйтусен хуравне шыраса тĕрлĕ шайри яваплă çынпа калаçрăм. "Çак ыйтусене Мускав журналисчĕ панă-тăк тĕлĕнмен пулăттăм", - терĕ вĕсенчен пĕри. Вăл мĕншĕн çапла каланине тÿрех ăнлантăм. Ара, "Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен" саккун Чăваш Енре туллин пурнăçланманни куçкĕрет. Тĕслĕх шырама инçе каймалла мар.
ЧР Патшалăх Канашĕ 2003 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче йышăннă саккунăн 2-мĕш статйинче палăртнă тăрăх - чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи шутланать. Анчах тăван чĕлхепе усă курнă чухне пĕртанлăх çук. Официаллă хутсем йăлтах вырăсла. Организаци-предприятире те чăваш сăмахне илтеймĕн. Чăвашла калаçма пуçласанах сан çине хиврен пăхса илеççĕ. Асăрхатпăр: вырăс е урăх халăх çынни çапла хăтланмасть. Чăвашах, вырăсла сăмах çумне сăмах тĕрĕс çыпăçтарма пĕлменниех, хăйне мăнна хурса курнăçланать.
Спорт форумĕ умĕн тĕп хулара мĕн пулса иртрĕ-ха тата? Тĕп урамри общество транспорчĕн чарăну вырăнĕсен ячĕсене вырăсла кăна çырса тухрĕç. Юрать, халăх çакна асăрхамăш пулса ирттерсе ямарĕ, яваплă çынсене йăнăша тÿрлеттерчĕ. Географи объекчĕсен, çул-йĕр тата ытти кăтартмăша мĕнле çырмаллине 20-мĕш статьяра питĕ уçăмлă палăртнă. Урăх хуларан е ют çĕршывран килекен хăна Шупашкар Чăваш Республикин тĕп хули пулнине тÿрех уйăрса илейĕ-ши? Манăн шухăшăмпа - иккĕленÿллĕ. Мĕншĕн тесен хулара чăвашлăха палăртаканни питĕ сахал. Çÿлерех асăннă евĕр тĕслĕхсемпе ятарлă сайтра - www.pertanlah.livejournal.com - паллашма пулать.
Пурте пĕлетпĕр: Раççей Федерацийĕнче тата Чăваш Республикинче Уголовлă Кодекса, административлă право йĕркине пăсакансене явап тыттараççĕ. Чĕлхе саккунне пăхăнманнисене явап тыттармаллине çак документăн 22-мĕш статйинче те уçăмлă палăртнă. Шел те, Чăваш Республикин Прокуратурин представителĕ каланă тăрăх - "ведомство кашни саккун мĕнле пурнăçланнине сăнаса тăрать, анчах Чĕлхе саккунне пăсакансене явап тыттарни халиччен пулман".
Пĕр енчен пăхсан саккуна пурнăçлама чăрмантараканни нимĕн те çук. Кăмăл пулсан, яваплăха туйсан, кашни çын хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласан йăлтах йĕркеллĕ пулмалла пек. Ку - манăн шухăш. Ыттисем ку енĕпе мĕн шухăшлаççĕ-ха?
Петр КРАСНОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ:
- Манăн шухăшăмпа - саккун, тĕпрен илсен, пурнăçланать. Анчах çитменлĕхсем те çук мар. Шупашкарти чарăну вырăнĕсен ячĕсемпе çыхăннă лару-тăрăва тĕслĕх вырăнне илсе кăтартасшăн. Акă çыхăну операторĕсенчен хăшĕ-пĕри хăйсем лартакан павильонсен ячĕсене икĕ чĕлхепе çырмасть. Кун пирки хула администрацийĕн пуçлăхĕпе калаçнă. Лару-тăрăва сăнасах, тĕрĕслесех тăратпăр.
Саккунра ăна пăсакана явап тыттармалли çинчен каланă. Анчах КоАПра унашкал статья çук. Штрафлама е урăхла майпа явап тыттарма пултараймастпăр. Кун пирки те шухăшланă. Çакă васкаса тумалли ĕç мар, ăна пăтăрмахсăр пурнăçламалла.
Юлашки вăхăтри тепĕр çивĕч ыйту - орфографи правилисем. Чылайăшне тавлаштараканни ĕнтĕ вăл - 75-мĕш параграф. "Ун пек те, кун пек те çырма юрать" тени тĕрĕсех мар. Манăн шухăшăмпа - çирĕплетнĕ пĕр йĕрке пулмалла. Унсăрăн чĕлхене пăсатпăр. Ку ыйтусемпе "çавра сĕтелсем" те, Гуманитари институтĕнче нумаях пулмасть ăслăлăх практика конференцийĕ те ирттертĕмĕр.
Правилăсене 1994 çулта Патшалăх Канашĕ çирĕплетнĕ. Ку - Патшалăх Канашĕн ĕçĕ мар. Ăна Министрсен Кабинечĕн е уйрăм министерствăн пăхса тăмалла. Хальхи вăхăтра полномочисене çирĕплетес, ĕç-хĕле пурнăçласа пыма Министрсен Кабинетне шанас тĕлĕшпе документсем хатĕрлетпĕр.
Геннадий ДЕГТЯРЕВ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн пай пуçлăхĕ:
- Йышăнасси - пĕрремĕш тапхăр кăна. Саккун нихăçан та хăй тĕллĕн ĕçлемест. Вăл пурнăçлантăр тесе тăрăшакансем кирлĕ. Саккуна пĕрремĕш хут 1990 çулта йышăннă. Паллах, çак ĕçре Атнер Петрович Хусанкайăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл Аслă Канаш депутачĕсене саккун кирлĕлĕхне ĕнентерме, ÿкĕте кĕртме пултарнă. Çакăн хыççăн темиçе хутчен те тÿрлетнĕ. 2003 çулта çĕнĕрен йышăннă. Чăваш Республикин Прокуратури Чĕлхе саккунне тÿрлетме час-часах сĕнет. Анчах кашнинчех чĕлхене хÿтĕлекен нормăсене катертсе, хавшатса, вăйсăрлатса пыраççĕ.
Саккунра ăна пăснăшăн юридици тĕлĕшĕнчен явап тыттармалла тесе палăртнă. Анчах камăн явап тыттармалла? Паллă мар. Чăваш Республикинче административлă правăна пăсни çинчен /КоАП/ саккун пур. Çавăнта улшăнусем кĕртмелле. Хăшпĕр республикăра КоАПра Чĕлхе саккунне пăснăшăн явап тыттарассине пăхса хунă. Сăмахран, Пушкăрт Республикинче юридици сăпачĕсене, пайăр сăпатсене е яваплă çынсене икĕ чĕлхепе çырса хăварманшăн миçе пин тенкĕ штраф тÿлеттермеллине уçăмлăн палăртнă. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен КоАПа икчĕлхелĕх нормисене пăснăшăн явап тыттарассине кĕртсе хăвармалла. Сăмахран, хула администрацийĕн пуçлăхĕн çак ыйтусемпе ĕçлекен çумне явап тыттарсассăн вара ытти çĕрте те йĕрке пулать.
Пирĕн депутатсене Пушкăртстан тĕслĕхĕпе паллашма ямалла. Саккун кăлармалли пуçару тумасан саккунра йĕрке тума çук. Паллах, ятарласа никам та сиен тумасть. Яланхи йĕркесĕрлĕх е пире капла та юрать тесе пурăнни ура хурать.
Март варринче В.Путин Президент Д.Медведев премьера Раççей шайĕнче национальноçсен ĕçĕсен агентствине туса хума хушрĕ. Эпир ун евĕрлиех тăваймăпăр. Республика шайĕнче чĕлхе е наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уполномоченнăй пулмаллах. Раççейре яланах çапла вĕт: пушар тухиччен вут-çулăма сÿнтермелли хатĕрсем пирки шухăшламастпăр. Мĕншĕн лару-тăру çивĕчленсе çитичченех ансат çак мерăсене йышăнас мар? Çав çынна палăртса хурсан вăл хăйне майлă "çиçĕм сирем" пулĕччĕ. Хăшпĕр Балтика çĕршывĕнче Чĕлхе полицийĕ пур. Тен, Чăваш Республикинче çак формăна суйласа илме пулать? Прокуратурăри, Правительствăри, ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕнчи яваплă çынсем, депутатсем çак ĕçе хутшăнмасан республикăри наци лару-тăрăвне пăтратса яратпăр.
- Геннадий Анатольевич, тĕп хулари общество транспорчĕн чарăну вырăнĕсен ячĕсене час-часах йăнăш çыраççĕ. Вĕсене тĕрĕслесе вырнаçтарма ирĕк паракан яваплă тытăм çук-им?
- Иван Моторин премьер-министр ертсе пыракан Чăваш Республикинчи гуманитари ăслăлăхĕсен аталăнăвĕ енĕпе ĕçлекен тата Чăваш Республикин пĕрлехи чĕлхе комиссийĕсем пур. Çак ыйтăва унта темиçе хутчен те çĕкленĕ. Шел, Чĕлхе комиссийĕн статусĕ питĕ пĕчĕк. Пĕлтĕрхи иккĕмĕш ларăва хула администрацийĕн ĕçченĕсене Шупашкар урамĕсен ячĕсене çырнисенче чĕлхе саккунĕ мĕншĕн пурнăçланманнине ăнлантарса пама йыхравларăмăр. Яваплă пĕр çын та килмерĕ. Моторин ирттернĕ ларура Шупашкарăн тĕп архитекторĕ, вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи пулчĕç. Пирĕн республикăра тем тесен те çак комиссие социаллă пурнăç, культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен вице-премьер ертсе пымалла. Вара яваплă çынсем комисси ларăвĕсене пымасăр тăма пултараймаççĕ.
Хула администрацийĕн представителĕсемпе тĕл пулсан кашнинчех калатпăр: "Пирĕн института килсе çирĕплетмесĕр хула урамĕсене нимĕн те кăларса çакмалла мар". Урам, чарăну вырăнĕсен эпĕ куçарнă чăвашла ячĕсен тулли списокне комиссире çирĕплетнĕ, Чĕлхе комиссийĕн сайтне вырнаçтарнă. Çавăн пекех институт манăн "Ĕмĕрсен чиккинчи чăваш чĕлхи" кĕнекене кăларчĕ. Унта Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти урам, чарăну вырăнĕсен ячĕсем пурте пур.
Павлова мичмана урамĕ. Эльмень е Эльмен урамĕ... Ÿкер музейĕ тени тата миçе çул çакăнса тăчĕ. Хулара йĕрке тума тăрăшатпăр теççĕ. Тасалăх вăл çÿп-çапа тасатни кăна мар. Сăмахсене тĕрĕс çырманни те - çÿпĕ. Чĕлхе çÿппи. Çакă çынсене тарăхтарать. А.Игумнов мэр пулнă вăхăтра ку тĕлĕшпе çирĕп йĕркеччĕ. Пуçласа чарăнусен ячĕсене пирĕн пата килсе чăвашла куçарттарчĕç. Кашни уяв умĕн чĕнÿсене, саламсене куçарма килетчĕç. Транспарантсене, плакатсене пĕр енче чăвашла, тепĕр енче вырăсла çырнă. Халĕ чăвашли сайра хутра кăна тĕл пулать. Лайăх çак тĕслĕхе пурнăçа кĕртме пултараймастпăр мар эпир. Кăмăл çеç пултăр.
Хăшпĕри паян Г.Архипова тиркеме юратать. Архипов вăл пушар лаши вырăнĕнче пулнă. Музыка училищинче чăваш чĕлхин сехечĕсене чакарма тапрансан преподаватель тÿрех Архипов патне чупса кайнă. Лешĕ кирлĕ çĕре шăнкăравланă. Пĕр сехет те чакарма ирĕк памарĕç. Наци конгресĕ хăй вăхăтĕнче рейд ирттеретчĕ. ЧНКн Шупашкар филиалĕ йĕркеленчĕ. Ман шутпа - чĕлхене хÿтĕлесси вĕсен тĕп тивĕçĕ пулмалла.
Эктор АЛОС и ФОНТ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн социологĕ:
- Саккунăн паха енĕсем çук мар. Акă 2008 çулта Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче, Улатăр хулинче ачасене чăваш чĕлхи вĕрентме пуçларĕç. Ку ĕç-хĕлĕн тухăçлăхĕ çукки паллă-ха, çапах та çакна тума пултарни хăех çитĕнÿ. Тĕпрен илсен республикăри хуласенче транспорт чарăнăвĕн вырăнĕсен ячĕсене икĕ чĕлхепе çырасси пурнăçланать. Етĕрнере вара, унта чăвашсем ытларах пурăнаççĕ пулин те, çак йĕркене пăхăнмаççĕ. Мĕншĕн? Ăнланмастăп.
Тĕп хулари Нумай функциллĕ центр тăватă çула яхăн ĕçлет. Кунта йăлтах вырăсла. Ĕç вăхăтне те пулин чăвашла çырман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, икĕ пинмĕш çулсен пуçламăшĕнче ку енĕпе ĕçлетчĕç. Халĕ пурин çине те алă сулнă тейĕн. Вырăс чĕлхи çиеле тухса пырать. Акă хула транспорчĕ çинче çĕнĕ таблосем вырнаçтараççĕ. Каллех - вырăсла кăна. Кирек епле çĕнĕлĕх те хальхи пурнăçа вырăсла пырса кĕрет. Ку тĕлĕшпе лару-тăру çулсерен япăхлансах пырать.
Геронтий НИКИФОРОВ, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ:
- Чăвашлăх ĕçне ЧНК чĕлхе тавра йĕркелесе пырать. Ку енĕпе ĕçлеме Чăваш Республикин чĕлхесем çинчен калакан саккунĕ пур. Ăна йышăннăранпа 20 çул ытла иртрĕ. Çак тапхăрта пирĕн республикăра унăн витĕмĕ пуррине палăртса хăвармалла. Чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи пулса тăчĕ. Апла пулсан чĕлхесем - пĕртан праваллă. Çак саккунпа килĕшÿллĕн хула, урам, общество транспорчĕн чарăну вырăнĕсен, çул хĕрринче ял ячĕсен кăтартмăшĕсене чăвашла тата вырăсла çырнине ырламалла.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ял ачисен аслă шкулсене вĕренме кĕмелли экзаменсене чăвашла тытма ирĕк пурччĕ. Шел те, çак йĕркене пăрахăçларĕç. Шупашкарта Г.Лебедев ячĕллĕ, Етĕрнере наци гимназийĕсем уçăлнăччĕ. Çак шкулсенчен вĕренсе тухнă ачасен йышĕнче учительсем, журналистсем, культура ĕçченĕсем, чĕлхеçĕсем пур. Вĕсем тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ пулин те чăвашлăха тытса пыраççĕ, тăван культурăна аталантараççĕ. Тĕрлĕ сăлтавпа çак шкулсем паян хупăнчĕç.
ЧНК çумĕнчи вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ чĕлхе саккунне пурнăçа кĕртес тесе тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Районсене час-часах тухса чăваш чĕлхипе литература учителĕсемпе тата тăван ен культурине вĕрентекенсемпе лару-семинарсем ирттерет. Юлашки вăхăтра туса ирттернĕ ĕç-хĕл шутĕнче чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" сăмахлăхпа ÿкерÿ пултарулăх конкурсне асăнса хăвармалла.
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине палăртса "Чăваша - чăваш чĕлхи кирлĕ" форум ирттерчĕ. Çак пухура чăваш чĕлхине тата тăван ен историйĕпе культурине шкул вĕрентĕвĕнче сыхласа хăварасси, вĕсен пĕлтерĕшĕпе тăрăмне çĕклесси çинчен калаçу пулчĕ. Тухса калаçакансем чăваш чĕлхине шкулта тата ача садĕнче вĕрентес, чăвашла хутшăну талккăшне сарас, пуплев тасалăхне упрас тата хальхи ытти çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Пăшăрхантаракан ыйтусен йышĕнче чĕрĕ пуплев тата çыру культури хавшани, чăваш чĕлхин кирлĕхĕ чакса пыни пулчĕ. Канашлăва хутшăннисем республикăн патшалăх органĕсем, общество пĕрлешĕвĕсем шкулсенче чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсен шутне чакарас туртăма сивлерĕç, ултă кунлăх вĕренÿ эрнине сыхласа хăварнине ырларĕç. Форум ĕçне пĕтĕмлетсе тунă йышăнăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Патшалăх Канашне, Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствине, районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе вĕренÿ управленийĕн ертÿçисене ярса патăмăр.
Манăн шухăшăмпа - чĕлхемĕр шăпи, унăн пуласлăхĕ пирĕн алăра. Пурте алла-аллăн тытăнсан паянхи йывăр лару-тăрăва улăштарма пулать. Кашни çын хăйĕн ĕç вырăнĕнче чăваш чĕлхине аталантарас тесе мĕн кирлине туса хăвартăрччĕ. Тăван чĕлхе халăха пĕрлĕх туйăмĕ парсах тăтăр, наци культурине аталанма вăй патăр. Пурнăçăн аслă çулĕ тăван чĕлхе айккипе иртсе ан кайтăрччĕ.
Геннадий ФЕДОТОВ, журналистика ветеранĕ:
- Чăваш Республикин тĕп хулин саккуна пăхмасăр хăйĕн сăн-сăпачĕ пулмалла. Мĕн куратпăр-ха? "Илем", "Улăп", "Хĕвелтухăç" лавккасем, "Хуран кукли" кафе çухалчĕç. Чăваш академи драма театрĕн репертуарĕнчи чăвашла спектакльсен ячĕсене афишăсенче мĕншĕн вырăсла çыраççĕ-ши тата? Çакна темиçе хаçатра та тĕл пултăм. Чăваш чĕлхи суйлав вăхăтĕнче те хисепре мар. Чĕнÿ хучĕсемпе пĕлтерÿсем - йăлтах вырăсла. Чăваш Республикин картти саккуна йышăннăранпа 25 çул иртсен тухрĕ. Çак ĕç те уйрăм çын тăрăшнипе çеç пурнăçланчĕ.
Тĕлĕнмелли тата акă мĕн: саккуна кам тĕллесе кăтартать - çавна "националист", "сепаратист" тесе айăплаççĕ. Чăваш Республикинче пурăнакан чăваш, тăван чĕлхене çеç мар, тутар, нимĕç, вырăс, акăлчан тата ытти чĕлхене те хисеплекенскер, ниепле те националист пулаймасть.
"Раççей Федерацийĕнчи кашни республикăрах Чĕлхе саккунĕсем пур. Чĕлхепе çыхăннă лару-тăру вара кашнин тĕрлĕрен", - тенĕччĕ Геннадий Дегтярев калаçăва пуçланă чухне. Тăван чĕлхене хисеплес тĕлĕшпе Пушкăрт Республикине çитекенни çуках-тăр. Куç тĕлне Чĕлхе саккунне мĕнле пурнăçланине тĕрĕслекен комиссин отчечĕ лекрĕ. "Тĕпрен илсен тĕрĕсленĕ учрежденисенче Пушкăрт Республикин саккунĕн нормисене пăхăнаççĕ. Çитменлĕхсем пур паллах. Вĕсене район комиссийĕ палăртнă вăхăтра пĕтермелле. Комисси председателĕн çумĕ Р.Ишимбетов палăртнă тăрăх - учреждени федерацие е республикăна пăхăнать-и - Пушкăрт çĕрĕнче унăн республика саккунĕсене тĕпе хумалла".
Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем
Валентина БАГАДЕРОВА.