Комментари хушас

Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Раççей марафонçи Дмитрий Ерохин ырă кăмăллăх чупăвне тухнă. Вăл Мускавран Сочие çити 30 кунра çитме палăртнă. Спортсмен маршрута 26 кунра парăнтарнă. Вăл 1560 çухрăм чупнă, ырă кăмăллăх фончĕ валли 100 пин тенкĕ пухнă.

* * *

Олимп вăййисенчи хăрушсăрлăха упрас тĕллевпе йĕркелÿçĕсем Израильтен Safe City сыхлав тытăмне илнĕ. Унти программа тĕрлĕ датчикпе камерăри информацие кĕске вăхăтрах шутлама пулăшать. Тытăм 40 станцири ĕç-хĕле йĕркелесе тăрать. Вăл теракт е урăх инкек пуласса систерет çеç мар, пăтăрмах сиксе тухсан ăна мĕнле сирмеллине те кăтартать.

* * *

Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Олимп çулăмĕ Сочири юхан шыв вокзалĕнчен çыран хĕррипе яхта çинче куçнă. Маршрутăн пĕр тапхăрне дельфин та хутшăннă. Факела йăтакан чĕр чуна çунатĕнчен тытса ишнĕ. Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Олимп эстафети Сочири Live Sites лапамра чарăннă. Çулăма ятарлă лампадăна вырнаçтарнă. Унта пыракансем 2014 çулхи вăйăсен тĕп паллине çеç мар, Мускаври 1980 çулта иртнĕ çуллахи Олимп вăййисен факелне те курма пултарĕç.

* * *

Сочире Олимпиада паян çеç уçăлать пулин те хăш-пĕр тупăшу ĕнерех пуçланнă. Ту çинче фристайлистсемпе сноубордистсем ăмăртма тытăннă, «Айсберг» керменри пăр çине фигуристсем тухнă. Юлашки вăхăтра слоупстайл трасси çинчен журналистсем çеç мар, спортсменсем те хĕрÿ калаçаççĕ. Ара, сăлтавĕ те çук мар. Икĕ кунра тÿрех икĕ сноубордист йывăр суранланнă.

* * *

Раççей бобслейĕн ветеранне Александр Зубкова Раççей Ялавне йăтса тухма шаннă. Ку ыйтăва Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен ертÿçисен тĕл пулăвĕнче татса панă. Спортсмен çак чыса тивĕçнĕшĕн савăннă.

* * *

Чăваш Ен те Олимп пар-ĕнчи РФ регионĕсен экспозицийĕсен куравне хутшăнĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ унта хăйĕн концерчĕпе савăнтарĕ. Экспозиципе паллаштаракансен йышĕнче пирĕн республика çыннисем те пур. Олимпиадăна пынисен чăваш халăх апатне ас тивме те май пулĕ.

Любовь ПЕТРОВА

хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.