Комментари хушас

3 Ака, 2015

Сăтăрçăран хÿтĕленме

Çуркунне пуçлансанах анлă сарăлнă çимĕçе акма-лартма тытăниччен тымар хурчĕсене ултавлă майпа çиеле кăлараççĕ. 0,5-1 метртан сĕлĕ е урпа акаççĕ /шăтăка 4-5 вăрă хурса/. Шăтнă калчан тымарне пăхса тĕрĕсленĕ май хуртсене суйлаççĕ.Татăксем туса каснă кишĕре е çĕрулмине çĕр ăшне тарăнах мар чавса хураççĕ, пĕр-пĕр туратпа çав вырăна паллă тăваççĕ. Хушăран пăхса хурт пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ.

Шыв йĕкехÿрине /полевка/ пĕтерме вĕтетнĕ кишĕре /çĕрулмипе е шывра шÿтернĕ пăрçапа та усă кураççĕ/ хими препарачĕпе /роденцидом/ хутăштарса шăтăк патне хурса параççĕ. Уçă вырăна мар, пăрăх татăкĕ ăшне вырнаçтараççĕ е тимĕр листипе хуплаççĕ. Капла наркăмăша ытти чĕрчунпа кайăк-кĕшĕк тăлпаламасть. Шăтăк 3-4 кун уçăлмасан кăшлакан сăтăрçăсен чунĕ тухнă теме пулать. Хăш-пĕр пахчаçă наркăмăшлă хутăша çăнăхран /30-40 гр/, гипсран е алебастртан /20-25 гр/ тата тип çуран хатĕрлет. Ăна çисен вар-хырăмра гипс хытать те сăтăрçă вилет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.