Комментари хушас

3 Ака, 2015

Тибет медицинин вăрттăнлăхĕ

Кашни кун 0,4 стакан тин сунă сĕт ĕçмелле. Вăл сывлăш пÿлĕннине ирттерет.

Кунсерен 1-2 кашăк та пулин манна пăтти çимелле. Ытларах 40 çултан иртнисен. Çак пăтă шăмăсене, тĕртĕмсене, апата ирĕлтерекен тытăма çирĕплетет.

Курага организма вăй-хал кÿрет, ытларах арçынна.

Пулă шÿрпи вăйсăр çыншăн усăллă. Çăрттанран хатĕрлени лайăхрах.

Кашни кун мăйăр, иçĕм çырли тата сыр çисен нерв тытăмĕ, чĕре çирĕпленет, ывăнни иртет, пуç ыратма чарăнать. Çак çимĕçсем пĕвер чирĕнчен те усăллă. Пĕр апатра 30 г аçтăрхан мăйăрĕ, 20 г иçĕм çырли, 20 г сыр çимелле.

Атеросклерозран, чĕрепе пĕвер чирĕсенчен кунне 100 г тăпăрчă çимелле.

Лимонпа апельсин вара юн пусăмĕ ÿснинчен, хĕрарăм чир-чĕрĕнчен тата щит евĕр пар çителĕксĕр ĕçленинчен усăллă. Лимона хуппипе терка витĕр кăлармалла, сахăр хушмалла. Кунне виçĕ хутчен 1 чей кашăкĕ çимелле.

Шур çырлипе гастритран сипленеççĕ.

Çĕрçырли пĕверти чула кăларма пулăшать: кунне ултă хутчен 0,5 стакан çырла çимелле.

Панулми шăмă сыпписен чирĕнчен, склерозран усăллă.

Петрушка юна кĕвĕлме пулăшать. Ăна юн чирĕпе нушаланакансене çиме сĕнеççĕ, çулталăкĕпех усă курмалла.

Хура пилешре, ытти çырлапа танлаштарсан, йод нумай. Вăл склероз тата зоб чирĕсенчен сиплет. 1 кг хура пилеше 1 кг сахăрпа хутăштармалла, кунне виçĕ хутчен 1 чей кашăкĕ çимелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.