Комментари хушас

3 Ака, 2015

Çурта тĕпрен юсаттарасси - хуçа тивĕçĕ

"Хыпар" ыйтăвĕсене ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег МАРКОВ хуравлать.

- Нумай хваттерлĕ çурта тĕпрен юсама мĕншĕн укçа пухма тытăнчĕç?

- Раççей тата республика саккунĕсемпе килĕшÿллĕн ÿлĕм ăна çĕнетме кĕмĕл хывасси - пурăнмалли вырăн харпăрлăхçин тивĕçĕ. РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 169-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче пурăнмалли вырăн шутланакан тата шутланман çурт-йĕр харпăрлăхçисен пĕрлехи пурлăхне юсама уйăхсерен нухрат тÿлемелле тенĕ. Калăпăр, нумай хваттерлĕ çуртра лавкка, парикмахер пÿлĕмĕ е офис вырнаçнă. Ăна çĕнетме организацисен те укçа куçармалла.

Пурин те халех тÿлемелле. Çуртăн кивĕ конструкцийĕсене, электричествăн, газăн, ăшă тата сивĕ шывăн, çурт-йĕре хутса ăшăтмалли, таса мар шыва çуртран юхтарса кăлармалли тытăмăн инженери çулĕсене улăштармалла е юсамалла, çурт тăррисемпе путвалĕсене, лифт оборудованийĕпе шахтине, çурт никĕсĕпе стенисене /тул енчен/ юсамалла, çав ĕçсемпе çыхăннă ытти нумай ыйтăва татса памалла. Кирек хăш пурăнмалли вырăн хăçан та пулин кивелет. Ăна юсамалли вăхăт пурпĕр çитет. Çийĕнчех çĕнетсен çуртпа нумайрах усă куратпăр.

- Коммуналлă хуçалăхсене пулăшу ĕçĕшĕн тÿлемелли квитанцире "Пурăнмалли вырăна пăхасси тата юсасси" йĕрке пур. Унта кĕмĕл уйăхсерен мĕн чухлĕ тÿлемеллине кăтартаççĕ. Ăна çуртсене тĕпрен юсама ямаççĕ-им?

- Çук. Вăл - çурт-йĕре пăхса тăнă чухне вăл юхăнса ан кайтăр тесе хăвăрт юсамалли. Ăна конструкцие, инженери оборудованине çĕннипе улăштарма е вĕсене юсама, çурта тулаш енчен илемлетме, ытти вак ĕçе пурнăçлама яраççĕ.

- Çĕнĕ çуртра тин çеç хваттер илнисене мĕншĕн тÿлеттереççĕ тата тĕпрен юсамалли çуртра пурăнакансен çывăх вăхăтра мĕн тумалла?

- Çуртăр çĕнĕ-тĕк эсир хывса пыракан укçа каярах, 15-20 çултан, юсав ирттерме пухăнса çитĕ. Паянах тĕплĕ юсав кĕтекеннисене çывăх вăхăтра тĕпрен юсамалли плана кĕртеççĕ. Ăна çулсерен муниципалитет хатĕрлет, республика шайĕнче çирĕплетеççĕ. Ĕçе харпăрлăхçăсен, çавăн пекех муниципалитет, республика, федераци хыснинчен уйăракан нухратпа пурнăçлаççĕ.

- Шупашкарта пурăнакансен ушкăнĕ çулталăк пуçламăшĕнче Ленин палăкĕ умĕнче тĕплĕ юсавшăн укçа тÿлеттерме йышăннине сивлерĕ. Уншăн вăхăтра кĕмĕл куçарман çемье чылай. Вĕсене мĕн кĕтет?

- Саккунпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан кашни çемье юсав фондне укçа хывма тивĕç терĕм. Çакна шута хумасăр пурăнма юрамасть.

Кашни харпăрлăхçă пурлăхран налук тÿлет. Ăна вăхăтра тÿлемесен пени тытаççĕ. Тĕплĕ юсавшăн та çавăн пекех. Укçа кая юлса хыватăн - пени тÿлетĕн. Куçармасан тÿлев те, пени те капланать.

- "Пирĕн укçа таса мар чунлă тÿре-шарана тăрантарма каймĕ-ши?" - текенсене мĕнле хурав паратăр?

- Харпăрлăхçăсем ăна икĕ çĕрте пухса пыма пултараççĕ: е банкри ятарлă счетра, е регион операторĕн - "Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурта тĕпрен юсамалли фончĕ" коммерциллĕ мар организаци /ăна ЧР Министрсен Кабинечĕ йĕркеленĕ/ - счетĕнче. Пурăнмалли вырăн харпăрлăхçисен йышăнăвĕпе /ăна пĕрлехи пуху протоколĕпе çирĕплетмелле/ килĕшÿллĕн фонд хăйĕн счетĕнче пуçтарăнакан укçана тĕплĕ юсав тĕллевĕсене пурнăçлама çеç ярать.

- Тÿлессипе çыхăннă ыйтусене çынсем ăçта уçăмлатма пултараççĕ?

- Пурăнмалли çурта тĕпрен юсамалли фондра /тел. : 23-69-06, 55-56-00, 55-56-01/ тата ЧР Строительство министерствинче /64-22-16/. Укçа куçарассипе çыхăннă информаципе фонд сайтĕнче те /www. Remfond21.cap.ru/ паллашма пулать.

 

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.