Чиртен хăтăлма мар, сыхланма ансатрах
2013 çулта пĕтĕм Раççей диспансеризацийĕн программине хута янă. Унпа килĕшÿллĕн 21 çултан кĕçĕн мар кирек хăш çын, кăмăлĕ пулсан, хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарать.
Çынсем хăйсен сывлăхĕпе интересленме кăмăлпах çÿреççĕ-и? Профилактика витĕмĕ пур-и? Диспансеризацишĕн чи явапли мĕншĕн участок терапевчĕ пулса тăрать? Çак тата ытти ыйтăва хуравлама ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин профилактика медицинипе ĕçлекен тĕп специалистне Елена НАУМОВĂНА хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр.
- Елена Анатольевна, 2014 çулта Чăваш Енре диспансеризаци еплерех пулса пычĕ? Малтан планланă тăрăх 200 пин ытла çын çакнашкал тĕрĕслеве хутшăнмалла тенĕччĕ.
- Палăртнине 99 процент таран пурнăçланă: пурĕ пĕлтĕр 222 пин ытларах çын тĕрĕслев витĕр туллин тухнă. 1767-шĕ малтанхи тапхăра вĕçленĕ, анчах хăшпĕр тĕрĕслеве кайман. Иккĕмĕш тапхăра - тĕплĕрех тĕрĕслеве - мĕнле те пулин чир пирки сисчĕвленÿ пулсан кăна яраççĕ.
Диспансеризаци кăтартăвĕсем тăрăх яланхи чирсен 30 пин ытла тĕслĕхне тупса палăртнă, амак пурри çинчен сисчĕвлентерекен тĕслĕхсем те йышлă: 23 пин ытла. Усал шыçă 567 çыннăн пурри палăрнă. Чĕрепе тĕртĕмсен паталогине 6207 çын тĕлĕшпе тупса палăртнă.
Инфекципе çыхăнман яланхи чир аталанма пултарас теветкеллĕх факторĕ 100 пин ытла гражданинăн пур. Вĕсен шутĕнче çаксем: тĕрĕс мар апатланни, юнра холестерин шайĕ пысăкки, хускану-куçăм çителĕксĕрри, кĕлетке ытлашши йывăрăшĕ, пирус туртни, юнра сахăр нормăран ытла пулни.
- "Пĕлмесен аванрах," - шухăшлать хăшĕ-пĕри. Диспансеризацирен пăрăнса юлакансем чылайăн-и?
- Аплах мар, пĕлтĕр унашкаллисем 400 ытлаччĕ. Çапах та тĕрĕслеве нумайăшĕ кăмăлтанах хутшăнать. Шел, медицина тĕрĕслевне чăнласа йышăнманнисен хушшинче çамрăксем ытларах.
- Чир-чĕртен сипленесси ăна хамăр çывăха яманнинчен кăткăсрах пулнине епле ăнлантармалла-ха çавнашкал çăмăлттайсене?
- Обществăшăн кашнин сывлăхĕ - пĕлтерĕшлĕ. Профилактикăна тăтăш ирттерни вăл е ку чире вăхăтра асăрхама, сиплеме май парать. Çавăнпа та сывлăхĕ пĕрремĕш ушкăна /чи лайăххи/ кĕрекенсен те диспансеризаци айккинче юлмалла мар. Çакăншăн яваплăха пуринчен ытла вырăнти терапевтсен туймалла. Хăйсене çирĕплетсе панă территорире кашни çынна шута илсе явăçтармалла. Çынсене ÿкĕте кĕртесси вĕсен професси ăсталăхĕн пĕр енне кăтартса парать те.
- Диспансер тĕрĕслевĕпе пур чире те тупса палăртма пулать-и?
- Анализсен "пуххине" çирĕплетнĕ чухне вилĕмсен 75 проценчĕ çыхăннă чир-чĕре кăна шута илнĕ. Чĕре, онкологи, ÿпке чирĕсем, сахăр диабечĕ... Паллах, ытти чир палли тĕл пулсан тухтăр диагностикăпа килĕшÿллĕн сиплев çырса паратех.
Çÿлерех асăннă тăватă тĕрлĕ чир специфики этемĕн пурнăç йĕркипе тÿрремĕнех çыхăннă. Ăнланăр: пурте йĕркеллĕ çĕртенех нимĕнле амак та пуçланмасть. Табак туртни, апатланăва тĕрĕс мар йĕркелени, кĕлетке хусканăвĕ çителĕксĕрри, артери пусăмĕ пысăкланни - сисчĕвлентерекен çак тата ытти фактор пурăна-киле организмшăн хăрушлăх кăларса тăратакан чир патне çитерме пултарать-çке. Çакнашкал факторсем пур-тăк çынсене вĕсенчен хăтăлма пулăшасси - диспансеризаци ирттерекенсен тĕллевĕсенчен пĕри. Хăшне тĕрĕс ăнлантарса пани те çителĕклĕ, хăшпĕрне вара тĕплĕ консультаци памалла. Çапла майпа эпир кашни пиллĕкмĕш çынна кăна тăнлантарса çитерсен те çĕршывра вилекенсен йышĕ сахалланĕ, телейлĕрех шăпаллисем ытларах пулĕç.
- Асăннă тĕрĕслеве халăхăн хăш ушкăнĕсене явăçтараççĕ?
- Йĕрке тăрăх мĕнпур категори хутшăнмалла: ĕçлекенсем, ĕçсĕррисем, вĕренÿ организацийĕсенче пĕлÿ илекенсем. Виçĕ çулта пĕрре пулмалли тĕрĕслев витĕр пуçласа 21 тултарсан тухаççĕ.
- Тĕпчесе пăхман-и, пĕтĕмĕшле илсен сывă шутланакан миçе çын пуçне миçе чирли паян пирĕн республикăра?
- Диспансеризаци çакна кăтартать: чи çирĕп сывлăхлисен ушкăнĕнче - халăхăн 31,2 проценчĕ. Вĕсен сисчĕвлентеркен факторсем çук. Иккĕмĕш ушкăнрисем - 20 процент - яланхи чир пуçланас хăрушлăх палли пуррисем. 48,8 проценчĕ вара - яланхи чире пула тухтăр патĕнче тĕрĕсленсех тăма тивĕçлисем.
- Чăваш Енре профилактикăна лайăхлатас тĕлĕшпе çитес вăхăтра мĕн тума палăртатăр?
- Чир-чĕртен сыхласси тата диспансер тĕрĕслевĕ участок терапевчĕн ĕç вăхăчĕн 30-40 процентне йышăнма тивĕç. Çавна май поликлиникăсемпе терапевтсен реконструкцийĕ ĕç условийĕсене лайăхлатни кирлех. Паллах, кунашкал улшăнăвăн усăлăхне тÿрех туйса илме май килмĕ. Анчах сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ çитес çулсенче мĕн пуласса та шута илме тивĕç.
Анна КУПРИЯНОВА
ыйтса пĕлнĕ