Комментари хушас

2 Ака, 2015

Калем ăстисем - тĕлпулура

Хĕрлĕ Чутай районĕнчен тухнă паллă çын сахал мар. Раççей писателĕсен союзĕн членĕ ятне илнисем - Иван Лисаев, Александр Угольников, Розин Ярандай, Петĕр Ялкир, Николай Сергеев. Вĕсен хайлавĕсене юратса вулатпăр, ăса хыватпăр. Лайăх произведени вилĕмсĕр, вăл хăйне çыраканăн ятне халăхра ĕмĕр-ĕмĕр упрать.

21-мĕш ĕмĕрти çырав-çăсем вара нумаях пулмасть Хĕрлĕ Чутайри Тĕп вулавăшра шкул ачисемпе йĕркеленĕ тĕлпулăва пуçтарăнчĕç. Уява вулавăш ĕçченĕ Елена Чубайкина йĕркелесе ертсе пычĕ.

Литература çулталăкне халалланă мероприятие уçма сцена çине Хĕрлĕ Чутай районĕн вĕрентÿ пайĕн ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан Татьяна Николаевна Шереметьевăпа культура пайĕн пуçлăхĕ Александр Николаевич Самсонов тухрĕç.

Татьяна Николаевна пухăннисене Литература тата Константин Иванов çулталăкĕ ячĕпе саламларĕ. Ачасене вара аслисене питĕ тимлĕн итлесе ларма, вĕсенчен çырма, кĕнекене юратма вĕренме сунчĕ.

- Çырасси кашнийĕнех пулаймасть ĕнтĕ, вăл - Турă панă япала. Çыравçăсене Турă çамкинчен чуптуса илнĕ теççĕ, çавăн пеккисем татах та çуралччăр, - ытарлăн пуçларĕ хăйĕн сăмахне Александр Николаевич. - Эпир, Чутайсем, хамăра харсăрлăхпа кăтартсан та, çырас енĕпе те харсăр пулмалла. Паллах, пирĕн чапа тухнă писатель-поэтсем ытти районсемпе танлаштарсан сахалрах. Анчах шучĕ мар, пахалăхĕ пĕлтерĕшлĕрех. Розин Ярандай кĕнекисене хапăлласах вулатпăр, Петĕр Ялкир сăввисене юрататпăр... Çавăн пек писательсем, поэтсем татах çуралсан, эсир çакăн пек килсе ларсан пирĕн тĕлпулу яланах питĕ анлă та савăнăçлă иртĕ.

Чăваш писателĕсен пĕрле-шĕвĕнче тăракан Александр Пет-рович Трофимов литературăна юратакан çынсем районта нумай пулнине палăртрĕ. Ял çыннисем тĕлпулсан хаçат-журналта пичетленнĕ сăвăсем пирки калаçнине сахал мар илтнĕ вăл, çакăншăн питĕ хĕпĕртет. Эппин, ял çыннисен чунĕ çÿллĕ шайра тăрать, пурăнас кăмăлĕ вăйланать.

Галина Зотова шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентет пулсан та ачасене чăвашла çырма хавхалантарса пырать. Вĕренекенсен ĕçĕсене пухса кĕнеке хыççăн кĕнеке пичетлет. Ахальтен мар Штанаш шкул ачисем Чăваш халăх сайчĕн ертÿçи Николай Плотников йĕркелекен фантастика калавĕсен конкурсне хутшăнса виçĕ кĕнекере пичетленнĕ!

- Çыннăн хăйĕн хыççăн ырă ят хăвармалла. Эпĕ ытларах ачасене çыртарма тăрăшатăп. Шкулта ĕçлеме пуçланăранпа яланах «Тантăш» («Пионер сасси») хаçатпа çыхăну тытса вĕренекенсене унти конкурс-викторинăсене хутшăнтаратăп, - каласа парать Галина Вячеславовна. - Ачасем, эсир хăвăр Чутай çынни пулнине нихăçан та ан манăр. Паян пулмасан, ыран тепре çырса пăхăр. Сăвă-калавăр хальхинче тухаймасан та тепрехинче пурпĕрех пичетленет. Вара сире те, Чутай çинчен те пурте пĕлĕç.

Туктамăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Германович Кортунов вара ял тата район историйĕпе интересленсе кĕнекесем çырать. Тĕлпулăва пуçтарăннисене вăл «Чутай» сăмах «чут» (çутă) тата «ай» (айлăм вырăн) сăмахсенчен пулса кайнине ăнлантарчĕ. Ачасене ял, шыв-шур историйĕпе кăсăкланма вĕрентсе каларĕ, Чутай чĕлхине манма юраманнине асăрхаттарчĕ. Чăнах та, асатте-асаннесенчен килекен чĕлхене мансан вырăнти ятсем мĕнле пулса кайнине те тĕпчесе пĕлеймĕн-çке.

Владимир Михайлович Чеблуков шкулта чухнех сăвă çырма пуçланă, кайран салтакра та çак киленĕçе пăрахман. Çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра та «Ялав» журнал çырăнса илнĕ вăл.

- Шупашкартан ман пата чаçе килекен тăван журнал чуна вăй паратчĕ, - аса илет пурнăçне литературăпа çыхăнтарнăскер.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче сăввине те, кĕввине те хăйсемех çыракансем пур: Земфира Кузьминична Яковлева, Зоя Сергеевна Спиридонова, Анатолий Александрович Печников, Алексей Никитин, Александр Быков, Ольгăпа Николай Пономаревсем... Зинаида Чернова хăйĕн сăввипе хăех кĕвĕленĕ юрăпа уява тата савăнăçлăрах турĕ.

Ачасем хушшинче те сăвă çыракансем пурах. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн-че саккăрмĕш класра вĕренекен Павел Манин тата Аня Инжебейкина сцена çине тухса хăйсен хайлавĕ-семпе паллаштарчĕç. Эппин, Хĕрлĕ Чутай çыравçисен малашлăхĕ пур-ха.

Литература çулталăкĕ çĕнĕрен те çĕнĕ талантсене тупса вĕсене аталанма пулăшасса шанас килет.

Лариса ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.