Комментари хушас

2 Ака, 2015

Кăчкă уявĕ

Иисус Христос Иерусалима кĕнĕ кун кăçал апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнче килет. Çак уява Мăнкун умĕн пĕр эрне маларах палăртаççĕ. Православи тĕнне ĕненекенсем çак кун кăпăшка папкаллă кăчкă турачĕсем тытса чиркĕве васкаççĕ.

Анчах мĕншĕн кăчкă. Евангелие илес-тăк унта кăчкă пирки пачах та асăнман. Уявăн чăн пĕлтерĕшĕ мĕнле.

Çакна ăнланма Евангели пулăшать. Пирĕн эрăн 30-мĕш çулĕ. Кĕçех еврейсен уявĕ - Пасха. Иерусалима Иудея çĕрĕн çар прокураторĕ Понтий Пилат пăлхавлă еврейсен уявĕ мĕнле иртнине сăнама çитнĕ. Христос хăйĕн вĕренекенĕсемпе Иерусалима кĕме хатĕрленет. Хула халăхĕ Христос тĕлĕнтермĕшĕсене курса хăпартланнă. Христос хулана çамрăк, халиччен çын ларман ашак çине утланса кĕрет. Ун айĕнче çар урхамахĕ мар, лăпкă пĕчĕк ашак. Çакăнпа Иисус тĕнчене лăпкăлăх, тăнăçлăх илсе килнине кăтартать. Иерусалим халăхĕ пальма турачĕсемпе сулкалашать, ашак утас çул çине пальма турачĕсем сарать. "Осанна, осанна!" /пире çăл/ - кăшкăраççĕ çынсем, Христоса чăн патшана кĕтнĕ пек кĕтсе илеççĕ. Халăх Христосран çÿлти хăват пулăшнипе Рим оккупанчĕсенчен хăтарасса кĕтет.

Анчах Христос вăрçăпа аркатма килмен. Вăл этем йĕркине пăсмасть. Мĕншĕн тесен чунпа тасалмасан революцилле улшăну ырлăх кÿме пултараймасть.

Иисус Иерусалимра хăйне мĕн кĕтнине йăлтах пĕлет. Вăл Гефсимани садĕнче хăйĕн вĕренекенĕсемпе килес пулăмра хăйне хăват пама çÿл тÿпери Ашшĕнчен пил ыйтать. Вĕрентекенĕсене кĕл тума йăлăнать.

Гефсимани садĕнче Иисуса тытса çыхаççĕ. Тăватă кун каялла Христоса чăн патша пек саламланă, хавхаланнă халăх халĕ Иисуса пĕтерме ыйтса кăшкăрашать. "Осанна, осанна" кăшкăрнă халăх çăлăнăçа тавăрупа тивĕçет. Пăталанă Иисус çÿлти Ашшĕнчен вĕсене каçарма ыйтса йăлăнать...

Çав вăхăтри пулăмсене евĕрлесе халĕ çынсем Христос Иерусалима кĕнĕ куна чĕрĕ туратсемпе кĕтсе илеççĕ. Тухăçри христиансем финик пальмин çулçисемпе, лавр турачĕсемпе, чечексемпе палăртаççĕ. Пирĕн тăрăхра чи малтан чĕрĕлекен йывăç - кăчкă. Çавăнпа кăчкă турачĕсем тытаççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.