Комментари хушас

1 Ака, 2015

КУН ПЕК ТУМА ЮРАМАСТЬ!

Ача-пăча психологĕ А. Федулова ашшĕ-амăшне тĕпренчĕкĕсене ырра вĕрентме пулăшакан сĕнÿсем парать.

Пурнăçĕн малтанхи кунĕсенчен пуçласах пепке çывăх çыннисен юратăвне хăйне перĕннинчен туять. Ăна тăтăшрах ыталăр, хăвăр çума çупăрлăр, ачашлăр. Ашшĕсем ывăлĕсене мĕнле юратнине хулпуççийĕнчен çемçен çатлаттарса, ĕнсинчен сăтăркаласа, пĕрле шÿтлĕ вăйă йĕркелесе палăртма пултараççĕ. Чи пĕлтерĕшли - тĕпренчĕкĕрпе пĕрле пулас килнине уççăн палăртни.

Пĕчĕкскерпе чăтăмлă, лăпкă, ырă кăмăллă пулăр. Хăвăр тарăхăва, вĕчĕрхенĕве ун çине ан ярăр. Хушнине пурнăçлаттарас тесе кăшкăрни, хăратни вара пачах вырăнсăр. Хăвăр туйăмсем пирки ачана тÿрех каласан е иксĕр те лăпланиччен тăхтасан лайăхрах. Тĕслĕхрен: "Хытах тарăхрăм-ха. Çавăнпа санпа йĕркеллĕн мĕнлерех калаçса килĕшмеллине те пĕлместĕп. Пĕр-икĕ минут тăхтар, унтан лăпкăн сÿтсе явăпăр". Тен, ку меслет малтанлăх пулăшмĕ те, çапах ăна ан пăрахăçлăр. Ача майĕпенех сире ăнланма хăнăхса пырĕ.

Çак сăмахсене каласран асăрханăр: "Эсĕ хăвăнпа ырă пулнине хаклама пĕлместĕн!" Вĕсем ачана ниме те вĕрентмеççĕ: ÿпкеленине камăн илтес килтĕр? Капла малашне тĕпренчĕкĕр эсир каланине пачах хăлхана чикми пулас хăрушлăх пысăк.

Кăмăллă пулăр. "Темиçе хут ыйтсан та усси çук!"- тесе кăшкăрса тăкас вырăнне кĕскен те çирĕппĕн çапла калăр: "Шăпах çакăн пек тумалла. Кайран иксĕмĕр уçăлма тухăпăр /выльăпăр, кĕнеке вулăпăр, мультик пăхăпăр/". Ачана шанни ăна вăйпа итлеттернинчен тĕрĕсрех. "Куратăп-ха, халь эсĕ манпа килĕшесшĕн мар. Анчах шухăшна улăштарасси иккĕлентермест. Хирĕçсе вăхăта ирттерес мар, часрах мирлешер. Пире мирлешме акă Винни-Пух е Иа пулăшĕç". Ачана ырă кăмăллă сăнарсем тусĕсемпе пĕрле йывăрлăхсене çĕнтерни çинчен каласа паракан мультиксем кăтартăр, кĕнекесем вулăр.

Мĕн пĕчĕкрен ачана ырă пулăмсемпе кăна мар, тÿнтер пулăмсемпе те паллашма тивет. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ - ачине хÿтĕлесси. Пĕчĕкскер шанчăклă пĕлсе тăтăр: ашшĕ-амăшĕ ăна нихăçан та пĕччен хăвармасть. Ачана çакăн çинчен пĕлтерĕр тата вăл хăранă, çухалса кайнă чухне яланах калăр. Мĕн тăвассине лару-тăрăва кура татса парăр. Никама та кÿрентерме ан парăр, воспитани ĕçне хутшăнакан çынсене хирĕçлеме пĕлĕр: "Çук, ман ача ырă. Ăна усал тесе тиркеме никама та ирĕк памастăп". Садикре няньăна асăрхаттарма ан вăтанăр: "Хистесех калатăп, манăн ача çине ан кăшкăрăр".

Ачан интересĕсене хÿтĕленипе пĕрлех ăна кÿрентерме хăтланакансене хирĕç тивĕçлĕ хуравлама та вĕрентмелле. Унăн çак сăмахсене лайăх пĕлмелле: "Манпа ун пек юрамасть!" Çак сăмахсене вăл хăюллăн, кÿрентерекене куçран пăхса çирĕп сасăпа калатăр. Пĕчĕкскерне воспитательницăна хăйне хÿтĕлеме ыйтни элеклени пулманнине ăнлантармалла.

Кашни уйрăм тĕслĕхре ачан суйласа илме май пуррине палăртăр: вăл садикре кашни кунах хăйне йĕкĕлтекен ачапа хирĕçме е ăна канфетпа хăналама пултарать* теттине туртса илекен ачапа малашне те выляма е урăх тус суйлама пултарать* е кÿрентерекене вăрттăн тĕксе яма е ăна хыттăн кăна мана кÿрентерме ан хăй тесе калама пултарать - кĕскен каласан, ырра е усала суйлама пултарать. Ан иккĕленĕр, ача тĕрĕс утăм суйласа илетех. Çапла майĕпенех усала хирĕç тăма вĕренет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.