Комментари хушас

28 Пуш, 2015

«Кил вучахне сÿнтерместĕп»

Тÿскелте пурăнакан 101 çулти Анна аппа эпĕ килнĕ чухне чÿрече умĕнче хаçат вуласа ларатчĕ. Пÿрт алăкне урлă хунăран халиччен килсе курман çын патне уçса кĕме хăю çитереймерĕм. Часах хирĕç пурăнакан кÿрши чупса каçрĕ. «Аида ирхине килсе кайрĕ-ха. Анна аппа тахçантанпах пĕччен, тухса каясран урам енчен питĕрсе хăвараççĕ ăна», - терĕ алăка васкаса уçнă май Çеруш тете.

Анна аппан хĕрĕ Аида 5 çухрăмри Хĕрлĕçырта пурăнать, амăшĕ патне аякран пĕр кун сиктерми килсе çÿрет. Апат пĕçерет, кăмака хутса пÿртне ăшăтать, кил-çуртне тирпейлет. Хĕрĕ амăшне хăй патне илсе каяс тесе темĕн чухлĕ ÿкĕтленĕ, анчах та яхăнне те ямасть-мĕн ватă.

- Çук, ниçта та каймастăп, хам килтен лайăххи çук, пĕччен те питĕ лайăх мана. Ăшă пур, çутă пур, хырăм тутă, пире тата, карчăксене, мĕн кирлĕ? Кил вучахне хам вилмесĕр те сÿнтерместĕп, - терĕ çирĕппĕн хăй çинчен каласа кăтартнă май Анна аппа.

Ĕлĕкхи йывăç пÿртре ăшă та типтерлĕ. Шап-шурă кăмаки те пĕçеретчĕ-ха. Пĕрене стена çинче - хăйĕн, мăшăрĕн, ачисемпе мăнукĕсен сăнÿкерчĕкĕсем. Тăпăл-тăпăл кил-çурта хĕр чухнехи тĕррисемпе илемлетнĕ кинеми.

Анна аппапа Энтрюш тете тăватă ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Анна Архиповна ĕмĕрĕпех колхозра, мăшăрĕ Елчĕкре милицире тăрăшнă.

Анна Пайминана нумай пулмасть «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул» медальпе чысланă.

- Хисеплеççĕ, манмаççĕ пире. Тавах çĕршыв ертÿçисене. Чăннипех те чун хĕпĕртет. Пире, ватă çынсене, нумай кирлĕ-и савăнтарма? - ăшшăн калаçнă май куççульне шăлса илчĕ Анна аппа.

Елена ГЛУХОВА.

Елчĕк районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.