Комментари хушас

26 Пуш, 2015

"Юратнă ĕçĕмпе савăнатăп...»

Пĕтĕм тĕнчери пуканеçĕсен кунне 2003 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче пĕрремĕш хут уявланă.

Пирĕн театр ĕçченĕсемшĕн те вăл кĕтнĕ кун. Кăçалхи уявра куракансене "Принцесса и Свинопас"(Г.-Х.Андерсен юмахне тĕпе хурса çырнă) спектакльпе савăнтартăмăр.

Пуканеçĕ тесе эпир пукане вăййи кăтартакан çынна тата Пукане театрĕн артисчĕ пулса ĕçлекене калатпăр. Пукане ăсталакан маçтăр (ăста) та - пуканеçĕ.

Чăваш патшалăх пукане театрĕнче халĕ алла яхăн çын ĕçлет. Вĕсенчен 18-шĕ - пуканеçĕ. Пирĕн театрта пултаруллă артист сахал мар. Унччен те çапла пулнă, халĕ те. Манăн сире, хисеплĕ вулаканăм, вĕсенчен пĕринпе - çултан çул сцена çинче хăйĕн пултарулăхĕ- пе савăнтаракан Ольга Тарасова артисткăпа паллаштарас килет.

Оля-пукане

Етĕрне тăрăхĕнче пултаруллă çын сахал мар çуралса ÿснĕ. Шăпах çав таврари Кĕçĕн Ямаш ялĕнче, Алексей Романовичпа Эльвира Михайловна Зубковсен кил-йышĕнче кун çути курнă Оля. Ун чухне 3-4 çулсенче кăна пулнă-ха вăл. Унран кам та пулин вăл мĕн ятлине пĕлес тесен, хĕр пĕрчи тÿрех: "Оля-пукане!" - тесе хуравланă. Çак çемьере пилĕк хĕрача çитĕннĕ: Оксана, Марина, Надя, Ольга тата Алина. Халĕ вĕсем тĕрлĕ ĕçре тăрăшаççĕ. Ольăпа Надя вара театр искусствинче. Надежда Зубкова артистка ятне кам пĕлмест-ши? Вăл К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн репертуарĕнчи чылай спектакльте тĕп сăнарсене выляканĕ.

Ольга та мĕн пĕчĕкрен юрра-ташша ăста пулнă. Кашни уяв валли хатĕрлекен концерта хутшăннă. Спектакль сыпăкĕсенче те вылянă. Саккăрмĕш класран пуçласа Çĕнĕ çул уявне яланах Юрпике пулса хутшăннă. Клубри драма кружокне çÿренĕ. Унта РФ тата Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Дмитриевич Кудаков çырнă "Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере" музыкăллă камитре тĕп сăнара Светăна вылянă.

Пĕлÿ тĕнчинче

Мăн Пакăш шкулĕнче Ольга Зубкова тăхăр класс вĕреннĕ. Унтан Кивĕ Тинкешре ăс пухнă. Пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пынă. Уйрăмах вырăс чĕлхипе литературине юратнă. Алевтина Сергеевна Жидкова учитель питех те килĕшнĕ Ольăна. Çавăнпа хĕрача малтанах хăй умне вĕрентекен пулма тĕллев лартнă. Анчах Надя аппăшĕ Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ аслă пĕлÿпе тивĕçтерекен Театр училищине вĕренме кĕрсен, Ольăн та ĕмĕчĕ улшăннă. Ăна та сцена ачаранах тыткăнланă-çке-ха!

2000-2004 çулсенче Ольга Зубкова Чăваш Республикинчи культура училищинче вĕреннĕ. Кунта вăл режиссер профессине алла илнĕ. Педагогсенчен режиссурăпа вĕрентнĕ Евгений Николаевич Лукина халĕ ырăпа аса илет вăл. Раиса Михайловна Туменко (грим), Галина Васильевна Семенова (сценари çырасси) урокĕсем те унăн асĕнчех. Училищĕре иртнĕ тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăннă, яланах уяв программине ертсе пыраканĕ пулнă. Унăн асĕнче " Красная Шапочка" юмахра хăй вылянă Амăшĕн сăнарĕ те. Училищĕрен Ольга Зубкова хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.

Алран пукане каймасть

- Эпĕ 8-мĕш класченех пуканелле вылянă. Шкулта та, тăхтав вăхăтĕнче ăна алран ямастăм, - аса илет Ольга Алексеевна, - Шупашкара киличчен Чăваш пукане театрĕ пирки пĕлмен. Училищĕре чухне пире унта экскурсие илсе кайрĕç. Анчах унта мĕн курни нимĕн те ман асра юлман...

Ун чухне вăл çак театрта артистка пулса ĕçлесси пирки тĕлленмен те. Анчах шăпа çырнинчен иртме çук иккен. Пĕрре, республика шайĕнче иртекен концертра, унпа пĕрле программăна ертсе пыраканĕ Пукане театрĕн илемлĕх ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий Михайлович Филиппов пултаруллă хĕре тÿрех асăрхать, пĕрле ĕçлеме чĕнет. Çапла вара, 2004 çултан Ольга Зубкова (качча кайсан - Тарасова) Чăваш патшалăх пукане театрĕн артистки. Çав çулхинех вăл Хусанти культурăпа искусство университечĕн режиссура уйрăмне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ.

- Манăн Юрий Михайловича тав тăвас килет çак театра илсе килнĕшĕн, - тет Ольга Алексеевна. - Паллах, хăнăхиччен Пукане театрĕнче ĕçлеме питĕ йывăр. Тата аслă çулсенчи артистсене тав тăвас килет. Уйрăмах, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Зоя Петровна Зорина нумай пулăшрĕ. Пукане выляттарас енĕпе вăл чăн-чăн ăста. Асамçă! Ăна çитекенĕ питĕ сайра... Малтанхи вăхăтра манран кам та пулин ыйтсан: «Ну, мĕнле унта, Пукане театрĕнче ĕçлеме килĕшет-и?» - тесен, килĕшмесен те: «Килĕшет», - теттĕм. Чăннипе вара, пĕр пилĕк çул иртсен тин, пуканене выляттарасси килĕшме пуçларĕ. Малтанхи çулсенче, çав тери хăйне евĕрлĕ пуканеçĕ- пе - Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисткипе Юлия Ивановна Ивановăпа та ĕçлесе куртăм... Пукане театрĕ- сене илес пулсан - Мускаври С.В.Образцов ячĕллĕ Тĕп академи пукане театрĕн спектаклĕсем килĕшеççĕ.

Артисткăн юратнă сăнарĕсем

Пукане театрĕнчи Ольга Тарасова артистка вылянă пĕрремĕш роль - Патша арăмĕ ("Царевна-Лягушка" пьеса-юмах). Ку сăнар çамрăк мар, хăйне тивĕçлĕ тытма тата васкамасăр, сăпайлăн калаçма пĕлекенскер. Пăралуклă пукане. Çавăнпа унăн аллисене пăралукпа хускану тутармалла. «Унпа ĕçлеме мана Зоя Петровна вĕрентетчĕ. Малтанах вăл пукане хăй аллине мĕнле çупнине кăтартрĕ, - аса илет Ольга Алексеевна. - Пукане йывăррипе спектакльте алă питĕ ывăнатчĕ.

Тăрăшни харама кайман. Ку ăнăçлă сăнар хыççăн артистка вылянă рольсем пĕрин хыççăн тепри черетленнĕ: Усал кăмпа, Хырай тата Юханшыв ("Шăна кăмпи" пьеса-юмах); Хĕвел ("Три поросенка" ); Юмахçă, Асламăшĕ тата Кайăк ("Снежная королева"); Мулкач ("Заяц-Победитель"); Шăнкрав курăкĕ ("Самый большой друг"); Рапунцель ("Чудеса королевства Гримм"); Асламăшĕ тата Сысна çури ("Ну, Волк, погоди!"); 1-мĕш актриса, Пакша çури тата Мулкач ("Бука"); Чуче ("Чуче"); Тилĕ ("Ежик и Елка"); Мулкач ("Новогодние снежинки"); Элпи ("Эпĕ халь телейлĕ"); Мария Петровна Бояркина ("Беда от нежного сердца"); Илюша, Король арăмĕ Эмаль тата Кариес король ("Доктор Зубболит"); Сысна, Шăпчăк тата Качака ("Принцесса и Свинопас"); Оксана ("Ночь перед Рождеством")... Вун-вун сăнар. Кашнинех тĕрлĕ мелпе выляттарса хускатмалла, калаçтармалла. Чылай чухне юрламалла та, ташламалла та. 2004 çултанпа Ольга Тарасова кашни Çĕнĕ çул уявĕнчех - Юрпике. Хамăр театрта та, е урăх çĕре кайсан та, яланах: "Кун пек Юрпикене ăçтан тупнă эсир?"- тесе тĕлĕнеççĕ, савăнаççĕ куракансем.

Халĕ артистка "Конек-Горбунок" лартăмри Юмахçă сăнарне хатĕрлет. Ака уйăхĕнче театрта çĕнĕ премьера - С. Мерзляков çырнă "Три подружки" пьеса-юмах сцена çине тухать. Унта Ольга Тарасова Аленкăна вылять.

- Рольсенчен чи юратни - Оксана, - тет Ольга Алексеевна. - Мана Пакшана выляттарма çăмăл. Рапунцель те килĕшет. Элпи сăнарĕ те асрах... Асанне пулма та интереслĕччĕ. Ăна чунпа выляттăм. Спектакль пĕтнĕ çĕре вăй та юлмастчĕ...

Аслă пĕлÿллĕ специалист

2012 çулта Ольга Тарасова университет дипломне илнĕ. Вĕреннĕ чухне те пур уява хастар хутшăннă вăл. Яланхиллех уявсене ертсе пынă. Питĕ кăсăклă пулнă вĕренме. Уйрăмах режиссер тата актер ăсталăхĕпе пĕлÿ илесси. Татьяна Алексеевна Гордеева преподаватель театр искусствипе тĕплĕн, тарăн паллаштарнă, çавăн пекех спектакльсене сÿтсе-явма та хăнăхтарнă.

Дипом ĕçне Ольга Тарасова К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ачасем валли хăй çырнă "В гостях у клоуна Снежинки" Çĕнĕ çул программипе хÿтĕленĕ. Комисси ун ĕçне питĕ лайăх паллăпа хакланă. Кунта çак театрăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Николаевич Яковлев ăна ырă сĕнÿ-канашпа пулăшнă. Артистсем те, сасă тата çутă енĕпе ĕçлекенсем те - пурте тăрăшнă.

Пукане театрĕнче Ольга Тарасова 2012 çулта хăй çырнă "В гостях у Лунтика" (Çĕнĕ çул программи) тата 2014 çулта - В. Гуровăн "Приключение на Масленицу..." тата хăй йĕркеленĕ "Ай-да, Масленица!.." лартăмсене сцена çине кăларнă.

Тĕрлĕ енлĕ пултарулăх

Шупашкарта пулса иртекен чылай уява хутшăнать Ольга Тарасова.

2013 çулта "Пĕртăвансем" илемлĕ фильмра тÿрех икĕ сăнара - йĕкĕрешсене (хулари спортсменкăпа ялти сутăçа) ĕненмелле калăпларĕ.

2014 çултанпа Чăваш наци радио эфирĕнче ачасем валли "Уйăхпи юмахĕсем" передача янăрать. Çавăнта юмахсене вулакансенчен пĕри тата Мăрăлкка кушак пулса калаçаканĕ - Ольга Тарасова. - Радио итлекенсене куçăмпа курмасан та, вĕсене туятăп. Çавăнпа татах та тăрăшатăн...

Кăçалхи нарăс уйăхĕнчен ку радиорах "Каçхи микс" программăна тÿрĕ эфирта ертсе пыраканĕ те Ольга Алексеевна. Итлекенсем халĕ ăна Ольга Евет тесен пĕлеççĕ.

Унăн кил-йышĕ

Ольга Алексеевнăн мăшăрĕ те - Николай Анатольевич Тарасов театр артисчĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче 2003 çултанпа вăй хурать. Сцена ăсталăхĕ енĕпе ятарлă аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсен пĕр хĕрача - Вика. Халĕ вăл пĕрремĕш класа çурет.

- Юратнă ĕçпе эпĕ питĕ савăнатăп, - тет Ольга Алексеевна. - Театрăн пуласлăхĕ пур. Хальлĕхе çамрăк артистсем те ĕçлеме килеççĕ. Куракансем те пур, спектакльсене çÿреççĕ. Маншăн вара тăван театр çемье пекех...

Кун çумне мĕнех хушайăн? Ăнăçу хыççăн ăнăçу сунатăп çеç пултаруллă та çепĕç саслă Ольга Тарасовăна. Ĕмĕтÿ пурнăçланма сывлăху пултăр!

Геннадий КИРИЛЛОВ,

ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Сăнÿкерчĕксенче: Юратнă сăнарĕпе - Рапунцель пуканепе (2010 çул). Артистка çемйи.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.