Комментари хушас

26 Пуш, 2015

Республикăри «Шанчăк» хоккей турнирĕ çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ

Мартăн 19-мĕшĕнче Вăрнарти «Кристалл» пăр катокĕн-че республикăри «Шанчăк» хоккей турнирĕ иртрĕ. Унта кĕçĕн тата аслă ÿсĕмри шкул ачисем хутшăнчĕç. Çакăн евĕр хавхалану турнирĕсем кăçалтанпа РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи представителĕ М.В.Бабич пуçарăвĕпе иртме тытăнчĕç.

Пăр катокĕ çине Патăрьел, Елчĕк, Канаш, Çĕмĕрле, Йĕпреç, Вăрнар, Комсомольски районĕсен командисем пуçтарăнчĕç.

Çулсеренех мала тухакан

Елчĕксем

«Елчĕк» командăри хоккеистсем епле ăста вылянине куракансем куç илми сăнарĕç. Вĕсемпе пĕрле Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ертÿçи Роберт Николаевич Григорьев та килнĕ.

- Хоккейла пирĕн районта яланах вылянă, - каласа парать Роберт Николаевич. - Ку йăлана çухатас марччĕ. Кашни çулах кĕçĕннисемпе те, аслисемпе те призлă вырăнсене тухатпăр. Ачасем хушшинче уйрăмах пысăк шанăç параканнисем те пур. Ашшĕ-амăшĕ те маттур, ачисене спорта явăçтарать, хавхалантарать. Пирĕн Елчĕк районĕнчи хоккей площадкисенче ачасем яланах тулли.

Çак турнир пынă вăхăтра Елчĕксен кĕçĕн ушкăнĕ Ульяновскра Чăваш Ен чысне хÿтĕлетчĕ. Республикăра вĕсем Муркашсем хыççăн иккĕмĕш вырăна тухнă. Çапла икĕ район пĕр команда туса Ульяновскри ăмăртусене хутшăнма тивĕçнĕ. Вĕсемпе пĕрле Александр Алексеевич Адюков тата Виталий Зиновьевич Афанасьев тренерсем кайнă.

- Физкультурниксем питĕ маттур пирĕн. Вĕсем тăрăшнипе çакăн пек турнирсене ялан хутшăнатпăр, - хавхаланса калаçать Р.Н.Григорьев.

«Сапсанра» пурте пĕр тан

Çĕмĕрле районĕнчи «Сапсан» команда ячĕпе Хутар шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Валерка Медяев тата Валера Краснов калаçма кăмăл турĕç.

- Пирĕн команда питĕ туслă. Пĕр-пĕрне аван ăнланатпăр, вăйăра та туслăха упратпăр. Лайăххи-япăххи каламастăп, эпир пурте пĕрпекех, пĕр команда, - терĕ Валера Медяев.

Анатолий Павлович Дерябин тренер ачасен ăсталăхне те, хавхаланăвне те ÿстерме тăрăшать. Çамрăк хоккеистсем ун патне кашни тунтикун, юнкун тата эрнекун хатĕрленме çÿреççĕ.

Пушă вăхăтра ялан пăр çине пуçтарăнакан юлташсемшĕн Александр Овечкин тата Павел Дацюк хоккеистсем тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсен çулĕпе утма ĕмĕтленекен хастар та пултаруллă арçын ачасем спортăн ытти енĕпе те çитĕнÿ тăваççĕ, футболла выляса район тата республика шайĕнче те çĕнтереççĕ.

- Диплом е Хисеп хучĕ илсен питĕ савăнатпăр. Спортпа туслă пулни вĕренÿре пĕрре те чăрмантармасть, пулăшать çеç. Кĕнеке вулама та вăхăт тупатпăр, - каласа параççĕ ачасем.

Тепĕр чухне ялта ветерансемпе те выляççĕ вĕсем. Тăрăшнин ÿсĕмĕ пурах, ăмăртусенче çакă уйрăмах сисĕнет.

«Аттесемпе аннесем медаль çакса таврăнма хушрĕç»

Акă тепĕр туслă йыш курăнса кайрĕ. Вĕсем анчахрах каток çинчен тухрĕç те халĕ пĕр-пĕринпе пикенсех шухăш-кăмăлне пайлаççĕ.

- Пирĕн команда «Комсомольск» ятлă, - паллаштарчĕ Комсомольски районĕнчи Нĕркеç шкулĕнчен килнĕ çамрăк хоккеистсемпе 4-мĕш класра вĕренекен Виктор Прокопьев. - Алексей Федорович Волков тренер пире кашни кунах хатĕрлет, уроксем хыççăн та выляма юлатпăр. Хоккейпа пĕрремĕш класранпах туслă.

Пăр çине тухсан кашни ачан хăйĕн тивĕçĕ пурах ĕнтĕ. Пĕри хапха сыхлать, тепри клюшка тытса шайба хăвалать. Çак хаваслă та туслă йыш вара кашнин тивĕçĕ çĕнтересси пулнине палăртрĕ. Акă Антон Семенов паян икĕ шайба çапса кĕртнĕ те чăтма çук савăннă. Кашниех командăна мала кăларма ăнтăлать, çакă выляма кăсăклантарать те.

Ачасем хоккея çеç мар, футбола та кăмăллаççĕ. Янкассисемпе вылясан 5:0 шутпа çĕнтернине асаилсен халĕ те хавхаланупа тулаççĕ - унта вĕсене кубок парса чысланă-çке. Пĕлтĕр районта футболла выляса иккĕмĕш вырăна тухнă. Ăмăртусене яланах хаваспа, çĕнтерес кăмăлпа хутшăнаççĕ. Пурте тенĕ пекех ятарлă пĕлÿ илсе чăн-чăн хоккеист пулса тăма, Мускаври «СКА» клуба кĕме ĕмĕтленеççĕ. Хоккея чунтан парăнннă Алексей Быковпа Толик Яковлев çине пăхсан ĕмĕт пурнăçланасси пирки иккĕленместĕн те. Ыттисен куçĕсенче те çак шухăшах вулатăн: «Эпир тĕллеве пурнăçлатпăрах!»

- Пирĕн ялта хоккей площадкине прожекторсем лартса панă, çавăнпа унта каçсерен выляма питĕ лайăх. Аслăраххисем сăнасах тăраççĕ, сĕнÿсемпе те пулăшаççĕ, - тет Виктор Прокопьев.

«Комсомольск» командăри Нĕркеç тата Кипеч ачисем йывăрлăха парăнма хăнăхман. Паллах, тепĕр чухне ÿксе урана ыраттарасси те пулать, анчах куншăн пĕри те хăрамасть. Выляс, çĕнтерес талпăну пуринчен те пысăкрах.

- Аттесемпе аннесен те эпир вылянине курас килетчĕ, паллах. Анчах вĕсем ĕçе çÿреççĕ çав. Пире медаль çакса таврăнма хушрĕç, - кăмăллăн кулса калаçаççĕ «Тантăш» хаçата юратса вулаканскерсем. Аслисен сăмахĕсене итлекен ачасем хальхинче те шанăçа тÿрре кăларчĕç вĕт!

Эх, чысларĕç çĕнтерÿçĕсене!

Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикинчи Тĕп федераллă инспектор Геннадий Федоров, спорт министрĕ Сергей Мельников, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Надежда Дмитриева, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев саламларĕç. Хисеплĕ хăнасем çамрăк хоккеистсене спортра тата вĕренÿре ăнăçу сунчĕç, хоккей - чăн-чăн арçынсен спорчĕ пулнине палăртрĕç.

- Пурне те турнира хутшăннăшăн тата лайăх вылянăшăн тав тăватăп! - терĕ Сергей Владимирович Мельников. - Хăш-пĕр районшĕн ку - çĕнĕ спорт тĕсĕ. Пурпĕрех эсир ăна ăнăçлă аталантарма пуçларăр. Кĕске вăхăтрах команда пуçтарса лайăх кăтартусемпе савăнтарнă тренерсене уйрăмах пысăк тав. Çак пархатарлă ĕçе эсир малашне те пурнăçласса çирĕп ĕненетĕп. Хисеплĕ ачасем, сире яланах çĕнтерме сунатăп! Вăйăра выляса ярсан та хăвăршăн пĕчĕк çĕнтерÿ тăватăрах. Спортран нихăçан та ан уйрăлăр!

Акă вĕсем, мала тухнă командăсем!

Кĕçĕн ÿсĕмре:

1-мĕш вырăн - «Сапсан» (Çĕмĕрле районĕ),

2-мĕш вырăн - «Кристалл» (Вăрнар районĕ),

3-мĕш вырăн - «Комсомольск» (Комсомольски районĕ).

Аслă ÿсĕмре:

1-мĕш вырăн - «Елчĕк» (Елчĕк районĕ),

2-мĕш вырăн - «Гранит» (Канаш районĕ),

3-мĕш вырăн - «Сапсан» (Çĕмĕрле районĕ).

Республика ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ командăсемпе призерсем спорт инвентарĕ туянма май паракан сертификат, Хисеп хучĕ, кубок, диплом тата медаль илме тивĕçрĕç.

Лариса ПЕТРОВА.

Нина ЦАРЫГИНА сăнÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.