ÇИТЕЛĔКСĔР ĔÇЛЕНĔ ЧУХНЕ
Щит евĕрлĕ пар çителĕксĕр ĕçлесен /гипотиреоз/ компресс хурса та сипленме пулать.
Кишĕртен
Теркăланă çур стакан кишĕре пусма татăкĕпе щит евĕрлĕ пар тĕлне хумалла, пусма вĕçĕсене мăй тавра чĕркемелле. 1-1,5 сехет тытмалла. Унтан çыхха илмелле, кишĕр сĕткенне çуса тăкмасăрах мăя ăшă япалапа чĕркемелле. Тата 2 сехет тытмалла. Курс - 2 эрне.
Кăвак тăмпа
4 апат кашăкĕ тăма шывпа хăйма пек пуличчен хутăштармалла, таса пир е йĕтĕн пусма çине хумалла. Малалла процедурăна çÿлте çырса кăтартнă пекех ирттермелле. Усă курнă тăма тăпра ăшне чавса чикмелле. Курс - 2-3 эрне.
Сар çип утипе
2-шер апат кашăкĕ сар çип утине, геркулеса, паланăн типĕтнĕ çырлине, геранĕн вĕтетнĕ чĕрĕ 2 çулçине хутăштармалла. Тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 30-40 минут лартмалла, сăрăхтармалла. 1-ер чей кашăкĕ пылпа лимон сĕткенĕ хушмалла. Шĕвекре йĕпетнĕ пусмапа мăя чĕркемелле, полиэтиленпа, ăшă япалапа витмелле. Компреса кунне 2 сехет тытмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Юман хуппипе
2 апат кашăкĕ юман хуппине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвекре йĕпетнĕ пир салфеткăна щит евĕрлĕ пар тĕлне хумалла, полиэтиленпа витмелле, ăшă япалапа чĕркемелле. Компреса çĕрлене хирĕç е кун тăршшĕпе 2-3 сехете хума юрать. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Календула настойки
Çур литр банкине календулăн типĕ чечекне тултармалла, хĕрринченех шурă эрех хушмалла. Тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла, сăрăхтармалла. Компресс валли настойкăна шывпа çурмалла хутăштармалла. Унра йĕпетнĕ пусмана щит евĕрлĕ пар тĕлне хумалла, полиэтиленпа витмелле, ăшă япалапа чĕркемелле. Компреса кунне 30 минут кăна тытмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.