Тĕрĕслĕх çиеле тухрĕ. Чылай çул иртсен
35 çул каялла, 1980 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче, Мускав вăхăчĕпе 19 сехет те 1 минутра, Архангельск тăрăхĕ темиçе взрыв сассипе хупланнă. Совет Союзĕн телекуравĕпе радиохыпарлавĕ ун çинчен питĕ кĕскен çеç пĕлтернĕ: «Плесецк космодромăн тăваттăмĕш установкинче «Восток» ракета носительне вĕçеве хатĕрленĕ чухне авари пулнă, çар расчечĕ вырăнтах вилнĕ, каярахпа госпитальсенче тепĕр 48 çар çыннин пурнăçĕ татăлнă. Темиçе теçетке çын йывăр аманнă. Космос аппарачĕллĕ ракета носителĕ, çĕр çинчи пĕтĕм оборудовани арканнă. Старт сооруженийĕсемпе пуск установкине тĕпрен юсама тивет...» Ку - çавăн пек иккĕмĕш пысăк катастрофа. Пĕрремĕшĕ 1960 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче Тюратам станцийĕнче /хальхи Байконур космодром/ пулнăччĕ, çак авари историре «Неделин катастрофи» пек юлчĕ.
Авари сăлтавне тĕпчесе пĕлме СССР Министрсен Канашĕн йышăнăвĕпе ятарласа Патшалăх комиссине йĕркеленĕ. Тепĕр 6 сехетрен вăл Плесецк космодромра пулнă, çийĕнчех ĕçе тытăннă. Космодром командованийĕпе пĕрле хăвăрт пурнăçламалли ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Авари хыççăнхи икĕ уйăхра питĕ кăткăс, йывăр ĕç туса ирттернĕ: катастрофăна курнисене, ăна сирме хутшăннисене тĕплĕ тĕпченĕ, юрăхсăра тухнă техникăна, ракета-носителе вĕçеве мĕнле хатĕрленине тишкернĕ, ытти аварисемпе танлаштарнă тата ытти те.
Çапах та комисси пĕршухăшлăх патне пырса тухайман, икĕ версие тĕпе хунă: пĕри - технологи процесĕнчи кăлтăксем /çакна ыйтса пĕлнĕ чылай çын та çирĕплетнĕ, ракетоносителе старта вырнаçтарнă чухне тĕп блокра авари пулнă/, тепри - ракетăн аялти пайĕнчи взрыв. Комисси членĕсем чылай вăхăт канашланă хыççăн пĕрремĕш версие йышăннă. Ку чылайăшне айăплавран хăтарма пулăшнă та - комисси пĕтĕмлетĕвĕнчен нумай çар çыннин, специалистăн, промышленноç предприятийĕсен ертÿçисен шăпи мĕнле пуласси килнĕ. Сăмах май каласан, промышленноç представителĕсен кун пек чухне яваплăхĕ пĕчĕкленет. Комисси ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсенче çар расчечĕ шĕвĕ кислород юхнине чарнă чухне технологи процесне, дисциплинăна пăхăнманнине, пысăк йăнăшсем тунине палăртнă. Çĕршыв Правительстви Комисси актне çирĕплетнĕ хыççăнах КПСС Тĕп Комитечĕпе СССР Министрсен Канашĕ 1980 çулхи июнь уйăхĕн 5-мĕшĕнче постановлени, РВСН главнокомандующийĕ хăйсен приказне кăларнă.
Тĕпчевсем вĕçленнĕ, приказсем тухнă - сывă юлнисен малалла пурăнмалла, ĕçлемелле, çĕршывăн хăватне çирĕплетмелле, анчах вĕсен чунне катастрофăн чăн сăлтавне палăртманнин «хурчĕ» кăшламаллипех кăшланă. Вăл каярахпа хăй çинчен татах та асаилтерме пултарнă-çке. Çапла килсе тухнă та. 1981 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче Плесецк космодромăн пĕрремĕш старт площадкинче «Союз» ракетоносителе вĕçеве хатĕрленĕ чухне штатлă мар лару-тăру каллех сиксе тухнă. Турра шĕкĕр, хальхинче вăл пысăк инкек илсе килмен. Авари сăлтавне тĕпчеме каллех Патшалăх комиссине çирĕплетнĕ. Вăл та пысăк пуçлăхсене яваплăхран хăтаракан йышăну тунăн туйăнать. Çавăнпах-и тен, космонавтика историйĕнче татах хăрушă темиçе самант пулнă.
Плесецк космодром ветеранĕсен Союзĕн учредительсен пухăвĕ 1980 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи катастрофăн сăлтавне тепĕр хут тĕплĕн тĕпчесе пĕлме, çар расчечĕсене реабилитацилеме сĕнÿ тунă. Хăй вăхăтĕнчи приговор намăсне вĕсем паян та «чăтаççĕ». Вĕсен айăпĕ çуккине пурнăç хăй кăтартса панă пулин те. Ун чухне сывă юлнисем çакна тăвассине хăйсен тивĕçĕ тесе йышăннă. Вĕсем пĕтĕм сăлтава тĕп-тĕрĕс палăртма, Патшалăх комиссийĕн ун чухнехи йышăнăвне чăнлăх кĕртме ведомствăсен хушшинчи никама пăхăнман комисси туса хума сĕннĕ. РФ Оборона министерствине авари сăлтавĕсен тишкерĕвĕпе пĕрле рапорт ярса панă. 1993 çулхи январь уйăхĕнче çĕнĕ комисси 1980 çулхи март уйăхĕн 18-мĕшĕнчи катастрофăн материалĕсене тепĕр хут питĕ тĕплĕн тишкернĕ. Ятарлă акт çакăн пек йĕркесемпе вĕçленет: «Ведомствăсен хушшинчи комисси 1980 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Плесецк космодромра Р-7А типлă ракетоносителе вĕçеве хатĕрленĕ чухнехи катастрофăра вилнĕ çар расчечĕсене туллин реабилитацилес, прависемпе çăмăллăхĕсене тавăрас...» Çак акта 1995 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Тĕрĕсмарлăха катастрофа хыççăн 5803 кун иртсен кăна тÿрлетнĕ.
1996 çулхи март уйăхĕн 17-мĕшĕнче çĕршывра Плесецк космодромран çĕрĕн пĕрремĕш искусственнăй спутникне вĕçтернĕренпе 30 çул çитнине паллă тунă. Çавăн чухне космодром командованийĕ çар расчечĕсем катастрофăра пуç хунă ентешĕсене пуç тайнă. Кашни çулах, мартăн 18-мĕшĕнче, çавăн пекех Мускавра, Санкт-Петербургра, Мирный хулара /Плесецк космодромăн тĕп хули/ çав аварире вилнисен ячĕпе молебен ирттереççĕ.
Евгений ШАШКИН,
Плесецк космодром ветеранĕ,
подполковник