Комментари хушас

24 Пуш, 2015

Аваллăх управĕ вырăнтах юлтăрччĕ

"Хыпар" хаçатăн февралĕн 27-мĕшĕнче тухнă кăларăмĕнче "Истори пĕлтерĕшлĕ çуртсене сыхласа хăварасчĕ" ятпа тухнă статьяна кăсăкланса вуларăм. Авторĕ Р.Тарасова район историйĕшĕн пĕлтерĕшлĕ объектсене сыхласа хăварасси çинчен чунне ыраттарса ахальтен çырманнине туйрăм. Пытармалли çук: хальхи саманара, тĕнчепе укçа-тенкĕ хуçаланнă вăхăтра, ĕмĕрлĕх хаклăхсене упрайманни чылай тĕл пулать.

Комсомольски ялĕнче вырнаçнă "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче 2500 ытла экспонат упранать, унсăр пуçне хушма фонд та чухăн мар - 630 ытла япала. Кунти çичĕ зал район историйĕпе, тавралăх хăйне евĕрлĕхĕпе, Комсомольски хутлăхĕн экономика тата социаллă аталанăвĕпе, ку тăрăхра пурăнакан халăхсен /Каçал енче вырăс ялĕсем те пур, тутарсен пысăк ушкăнĕ тĕпленсе пурăнать/ культурипе, паллă ентешсемпе паллаштараççĕ. Курав залĕнче тăтăшах мĕнле те пулин выставка иртет. Акă, хальхи вăхăтра кунта Канаш районĕнче çуралнă Геннадий Захаров художник-реставраторăн ĕçĕсемпе паллашма пулать.

Пире, ял-йыша, хамăрăн тăван кĕтесре çакăн пек аваллăх управĕ пурри савăнтарать. Тĕрлĕ мероприятие йыхравласан эпир хаваспах çул тытатпăр музее. Унăн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Полякова курма килекенсемпе яланах вашават. Çавăнпах, пулăшу ыйтсан, хамăртан мĕн килнине тума тăрăшатпăр. Çÿлерех асăннă статья чуна ыраттарнăран унпа çак калаçăва пуçартăм. Хăйĕн ĕçне чунтан юратаканскер: "Ан пăшăрханăр. Пирĕн çурта нимĕнле усламçă та ярса илмĕ. Çитес вăхăтра музей çуртне пысăклатма ĕмĕтленетпĕр-ха", - терĕ. Тем пекехчĕ! Алена Овиковна калани тĕрĕсе тухтăрччĕ. Йывăç çурт чуншăн ăшăрах пулнипе-и - музея урăх вырăна куçарттарас килмест. Район администрацине хирĕçех вырнаçнăскер Каçал ене килекен хăнасене те кĕрсе курма меллĕ пек туйăнать.

 

О.КРАСНОВА.

Комсомольски сали

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.