Комментари хушас

5 Нарăс, 2014

Олимп чĕкеçĕ

Фристайл - спортăн çĕнĕ тĕсĕ, пирĕн çĕр-шывра аталанса кăна пырать-ха. Чăваш Енре фристайл енĕпе /«могул» дисциплинăра/ 27-ри Елена Муратова палăрчĕ. Вăл - пирĕн республикăран Олимп вăййисене хутшăнма хатĕрленекен пĕртен пĕр спортсменка. Уçă кăмăллăскер пирĕн ыйтусене хуравлама килĕшрĕ.

- Елена, спорт çулĕ çине хăçан тăтăн?

- Манăн çывăх çыннăмсем çамрăк чухне спортсменсем пулнă: атте - йĕлтĕрçĕ, анне - фигурист. Халĕ вĕсем тренерта ĕçлеççĕ. Çавăнпа манăн иккĕшĕнчен пĕрне суйламаллаччĕ. 3-ре эпĕ конькипе ярăнма вĕрентĕм, каярах йĕлтĕр çине тăтăм. 14 çулта атте патне фристайлçăсен ушкăнне куçрăм. Унтах манăн аппа ăсталăха туптатчĕ, вăл - спорт мастерĕн кандидачĕ, халĕ ачасене вĕрентет.

- Шкул хыççăн эсĕ Мускава пурăнма куçнă, 8 çул хула командин йышĕнче тăнă...

- Учитель пулас тĕллевпе 2004 çулта педагогика колледжне вĕренме кĕтĕм. Çав вăхăтрах мана Мускавăн пĕрлештернĕ командине илчĕç, унччен эпĕ Мурманск облаçĕшĕн ăмăртнă. Çав çулах Раççей турнирĕнче призерсен йышне кĕтĕм. Унтан Европа кубокĕ, тĕнче чемпионачĕ... Çапла вара 2005 çулта çĕр-шыв командине лекрĕм. Спортпа вĕренĕве шайлаштарса пыма йывăрччĕ, çавăнпа колледжран пăрахса кайрăм. Каярах Раççей физкультура, спорт тата туризм университетĕнче пĕлÿ илтĕм. Унта спортсменсене уйрăм графикпа вĕренме ирĕк паратчĕç, çавăнпа ăмăртусене тухса çÿреме те çăмăлччĕ.

- Ванкуверта иртнĕ Олимп вăййисене хутшăнма май пулнă санăн, анчах мĕншĕн унта лекеймерĕн?

- Пĕр ăмăртура суранланнине пула çулталăк сиплентĕм. Пур пĕр 2010 çулта Раççей чемпионатĕнче çĕнтерме пултартăм. Каярах мана РФ фристайл федерацине ĕçлеме чĕнчĕç. Хама тĕрĕслесе пăхас тĕллевпе килĕшрĕм, пĕр тапхăр ски-кросс командин администраторĕнче вăй хутăм. Чăннипе спортсмена урăх отрасльте ĕçлеме çăмăл мар.

- Çапах та каярах эсĕ каллех спорта таврăнтăн. Мĕн хистерĕ-ха?

- Пĕрремĕшĕнчен, федераци ертÿçисем спортсменсемпе ĕçлеме Канада специалисчĕсене чĕнчĕç* иккĕмĕшĕнчен, эпĕ каллех тренировкăна çÿреме тытăнтăм. Çĕр-шыв чемпионатĕнче бронза медаль çĕнсе илни çĕнĕ вăй-хăват хушрĕ, спортсăр пурăнайманнине тинех ăнланса илтĕм.

- Чăваш Енре хăçантанпа эсĕ?

- Манăн нихăçан та Мускавра пурăнас килмен. Университетран вĕренсе тухнă хыççăн мана аттен тусĕ, Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Валерий Васильев /эпĕ те ăна тахçантанпах пĕлеттĕм/ Чăваш Ене чĕнчĕ те - килĕшрĕм. Çак утăма тунăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп, халĕ манăн кунта хваттер те пур.

- Олимпиадăра санăн камсемпе тупăшма тивĕ?

- АПШ тата Канада спортсменĕсем питĕ вăйлă. Вĕсем фристайл енĕпе чи малта пыракансем. Çапах эпир вĕсене парăнасшăн мар. Çавăнпа çулла та чылай ĕçлерĕмĕр, сборсене час-час тухса çÿрерĕмĕр. Программăна лайăхлатасси тата çĕнĕлĕхсене вĕренесси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулчĕ. Олимпиадăна хатĕрленме чылай вăхăт кирлĕ пулин те эпĕ унта паллă фристайлçăсемпе тупăшассинчен шикленместĕп.

- Эсĕ хăш тренерпа ытларах ĕçлетĕн?

- Пирĕн вĕсем тăваттăн. Чи çывăххи вара маншăн акробатика ăсталăхне алла илме хăнăхтараканни. Канада çынни Дарси. Вăл кашни спортсменăн лайăх енĕсемпе çитменлĕхĕсене пĕлет, шухăш-кăмăлне туять. Дарси мана сикме вĕрентрĕ, халĕ эпĕ трасса çинче те хăюллă.

- Олимпиадăна хутшăнассине пĕлсен аçу-аннÿ мĕн каларĕç...

- Пăшăрханаççĕ паллах. Сочие пырасси пирки пĕлтерчĕç те - эпĕ хирĕçлерĕм. Вĕсем унта пулсан тата ытларах хумханăп. Паллах, спорт çыннисене Олимп вăййисене кайса курас килет, çапах та вĕсем мана ăнланаççĕ. Эпĕ вĕсене питĕ юрататăп, темле йывăр пулсан та пире ырă-сывă ÿстерчĕç.

- Çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командинче 223 спортсмен. Чăваш Енрен эсĕ пĕччен. Пĕтĕм тĕнче ăмăртăвĕнчен мĕн кĕтетĕн?

- Паллах, кашни спортсмен унта медаль çĕнсе илме ĕмĕтленет. Çакă чи пĕлтерĕшли. Манăн вара хамăн пултарулăхăма кăтартас килет. Трасса çинче хăнăхтарусене тĕрĕс те вырăнлă тăвасси пирки шухăшлатăп, тĕп вырăнта халĕ çитменлĕхсене пĕтересси. Мĕнле вырăн йышăнасси ăсталăхпа çыхăннă. Чи малтан - пахалăх, унтан - çитĕнÿ.


Андрей МИХАЙЛОВ

хатĕрленĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.