Петрушкăран, сив курăкĕнчен - эмел
Манăн цикорий, петрушка сокĕсене ăçта сутнине пĕлес килет. Пулăшаймăр-ши?
Тамара МОСКОВКИНА.
Куславкка районĕ.
Петрушка - ешĕл çимĕç. Ăна апата техĕмлетме усă кураççĕ. Унăн сĕткенĕ чи витĕмлисенчен пĕри. Ăна хăйне уйрăм кунне 50 г ытла ĕçме юрамасть. Çав виçене кишĕр, салат, шпинат, сельдерей сĕткенĕпе хутăштарса ĕçни лайăхрах. Вăтамран кунне 1 апат кашăкĕ сĕткен сĕнеççĕ тухтăрсем. Çак сĕткен организмри кислород çаврăнăшне, пÿре тата щит евĕрлĕ парсен ĕçне лайăхлатать. Юн тымарĕсене çирĕплетет, пÿрери чул чирĕпе аптрасан аван пулăшать. Çавăн пекех петрушка сĕткенĕ куçшăн питĕ усăллă, катаракта, кон<юнктивит, офтальмия т.ыт.те. Уйрăмах кишĕрпе петрушка сĕткенĕ ĕçни куçшăн усăллă.
Цикорий-экдивий - сив курăкĕ. Цикорий курăкĕнче куçшăн паха япаласем пур. Кишĕр, петрушка, сив курăкĕ, сельдерей сĕткенĕсен хутăшне кунне 250 грамм ĕçсе пурăнсан хăшпĕр куç чирĕсенчен 3-4 уйăхра хăтăлма пулать.
Цикорий сĕткенĕ нерв тытăмне лăплантарать, чĕре таппине йĕркелет, юнра гемоглобин шайне хăпартать. #т чирĕсене сиплеме те цикорий пулăшать. Экземăна, пÿрлĕ сурансене, шатрасене, çăпана сиплеме сив курăкĕн сĕткенĕ витĕмлĕ пулăшать. Ун сĕткенне килте хатĕрлеме пулать. Çакăн валли курăкăн çамрăк тунисене усă кураççĕ. Папкасем тăртансан, çеçке çурăличчен курăк тăррине 15-20 см вăрăмăш касса пуçтармалла, лайăх çумалла, вĕрекен шывпа сапса пăшăхламалла, мясорубка витĕр кăлармалла. Авăртнă курăка пусма витĕр сĕрсе сĕткенне уйăрмалла. Пулнă сĕткене 1-2 минут вĕретмелле. Пĕр чей кашăкĕ сĕткене çавăн чухлĕ пылпа, çур стакан сĕтпе хутăштарса кунне 2 хутчен ĕçмелле. Сиплев тапхăрĕ 1-1,5 уйăх.
Петрушка сĕткенне те килтех хатĕрлеме пулать. Ешĕл çимĕçе пĕр çыхă тататпăр, лайăх çăватпăр, шывра çур сехет вырттаратпăр, унтан кăларса шыва силлесе типĕтетпĕр те мясорубка витĕр кăларатпăр, пусмапа сĕрсе сĕткенне уйăратпăр. /Соковыжималкăпа усă курма юрать/. Петрушка сĕткенне шывпа е маларах асăннă пек ытти курăк-çимĕç сĕткенĕпе хутăштарса ĕçмелле. Сĕткенпе хутăштарнă чухне хăш чиртен сипленнине тĕпе хумалла.
Килте кăларса хатĕрленĕ сĕткенпе сипленесси - чи шанчăклă мел. Сив курăкĕпе петрушка хамăр тăрăхра лайăх ÿсекен курăксем пулнине шута илсен - пушшех те.
Аптекăсенче çав сĕткенсене тупса илме йывăртарах. Тĕрлĕ аптека сечĕсенчен ыйтса шăнкăравларăмăр - «сĕткен пур» тесе хуравлакан тупăнмарĕ.