Комментари хушас

18 Пуш, 2015

Илем - юратура

Вăл пурнăçа юратать. Çапла калани вара кашни йывăç-курăка, çутă куна, ху тăвакан ĕçе, çемйÿне, тăван килпе ху пурăнакан вырăна юратнине пĕлтерет. Сăмахăм - Етĕрне хулинче пурăнакан Эльвира Эриковна Кириллова пирки. Кÿршĕсемшĕн вăл - ырă пускил, ĕçтешĕсемшĕн – ăста специалист, мăшăрĕшĕн - Петр Ильичшăн – юратнă арăм, хĕрĕсемшĕн - Таньăпа Ленăшăн – тĕнчери чи ырă çын, мăнукĕшĕн Ленăшăн – чи шанчăклă юлташ.

Эльвира Эриковна 30 çул ĕнтĕ Етĕрнери тĕп больницăра медсестрара тăрăшать. Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче çуралса ÿснĕскерне вĕреннĕ вăхăтра Етĕрне районĕнчи Пăчанар ял каччи куç хывнă та хăй телейне алăран вĕçертмен. Çамрăксем çемье çавăрса Етĕрне хулинче тĕпленнĕ. Чи малтанах кивĕ çуртра пурăннă. Апла пулин те пуçа усман - ыррине шаннă, кирек епле ĕçрен те хăраса тăман, çавăнпа мĕн шухăшланине пурнăçлама пултарнă. Етĕрнери Сергач кÿлли хĕрринче илемлĕ кил-çурт çавăрнă, ачисене пĕчĕклех илем тĕнчине ăнланма вĕрентнĕ, пĕчĕккĕн ĕç тĕлне хăнăхтарнă. Петр Ильич ăста строитель пулнăран та палăртнине пурнăçлама май килнĕ. Халĕ вăл тимĕртен эрешлĕ карта, ытти япала тăвас енĕпе тăрмашать. Унччен Етĕрнери строительство организацийĕнче ĕçленĕ, халĕ темиçе çул ĕнтĕ Чулхула облаçĕнчи Воротынец поселокĕнче çуртсем тунă çĕрте маçтăрта тăрăшать.

Чунпа илемлĕ çыннăн юратнă чун киленĕçĕ те нумай. 28 çул ĕнтĕ Эльвира Кириллова тĕрĕ тĕрлет. Стена çинче çакăнса тăракан илемĕсем ăçта кăна пулман-ши, кама кăна савăнтарман-ши? Мускавра, Шупашкарта, Етĕрнере иртнĕ тĕрлĕ куравра пĕр çынна кăна мар тыткăна илнĕ.

- Пысăк ÿкерчĕксем тĕрлени вăл - питĕ пысăк савăнăç, телей. Пĕр тĕрре çуршар çул ăсталатăп. Кăçал ерçейместĕп-ха, мăнукпа ытларах пуласшăн, - пĕлтерет Эльвира Эриковна. Мăнукне пур енлĕн аталантарасшăн вăл, унпа калаçса-выляса ыррине вĕрентесшĕн.

Кукамăшĕ мăнукне пахчара мĕнле чечексем ÿснипе паллаштарать. Ку - арабис, акă форзици, монтбреци, утмăлтурат... Тĕлĕнмелле, пĕчĕк ача чечексен кăткăс ячĕсене те ас туса юлать, вĕсем çинчен ыйтса та пĕлет.

Ĕç çынна илем кÿрет тесе ахальтен каламаççĕ иккен. Кирилловсен хĕрĕ - Елена - Шупашкарта хăйĕн пĕчĕк предприятине уçнă, çынсене çипуç çĕлесе-юсаса парать. Татьяна Етĕрнери физкультурăпа спорт комплексĕнче тăрăшать. Вĕсем те чун канлĕхне ашшĕпе амăшĕ пекех ĕçре тупаççĕ. Пурте пĕрле пухăнсан вара шÿтлеççĕ, ĕçлеççĕ, выляççĕ, кулаççĕ – хăйсен пурнăçне савăнăçпа, илемпе тулли тăваççĕ.

Лилия Петрова,

Етĕрне хули.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.