Комментари хушас

18 Пуш, 2015

Çамрăксемсĕр ял типет

Хăнана - йăх тымарне тĕпчеме

Эпĕ яла утса кĕнĕ вăхăтра вĕсем çăмăл машинăпа хăнаран таврăнатчĕç. Мана, çуран çынна, асăрхарĕç те пĕрле лартса çитерчĕç. Хальччен пулса курман Воронцовка ялĕнче /Канаш районĕ/ çапла тупăнчĕç те маншăн туссем.

Тепри хăнаран юрла-юрла таврăнать те киле çитсен мамăк тÿшек çине тÿнсе каять. Федотовсем сĕтел хушшине чейпе сăйланма ларчĕç те калаçсан-калаçсан хăнаран илсе килнĕ хут татăкĕ туртса кăларчĕç. Çакăнпа мана питех те тĕлĕнтерчĕç. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ хыççăнхи кун эрех-сăра кĕрекинче савăнма пуçтарăнман-мĕн вĕсем хăнана. Йăх йывăçне тарăнрах тĕпчес кăмăл илсе тухнă çула. Хальччен тăвансем пĕр-пĕрин патне хутран-ситрен кăна çÿрекеленĕ, пĕрле лăпкăн та уççăн калаçса ларма май килмен. Хут татăкĕ çинче пĕр теçеткене яхăн ят. Апла тĕпчеме тытăннă йăх йывăçĕ малалла туратланĕ.

Виталий Алексеевич Федотовăн аппăшĕ, Марина, /хăй çуралса ÿснĕ çуртра пурăнакан шăллĕ патне Комсомольски районĕнчи Асанкассинчен хăнана килнĕ/ кашни ят пирки мана тĕплĕн ăнлантарать. Амăшĕ /вăл кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать/ енчен йăх тымарне вăл 6-7 сыпăк таранах пĕлет. Ашшĕ енчен - сахалрах. Паянхи çулçÿрев 4-мĕш сыпăкри тăванĕсем çинчен пĕлме пулăшнă.

Хĕрĕх çулти Виталий Федотовпа калаçма кăсăклă, ăна ниепле те ансăр тавракурăмлă тееймĕн. Паллах, тепри унăн шухăшĕпе килĕшмесен те пултарĕ. Калăпăр, палăк пирки. Вырăнти администраци вăрçăра пуç хунисене асăнса ялта палăк лартмаллине асăннă пулать. "Палăк вырăнĕ - масарта, унта хăть те мĕн чухлĕ лартчăр, анчах ял хушшинче кирлĕ мар. Çÿп-çап айне пултăр-и? Калăр-ха, мĕнпе пулăшать палăк ял çыннисене?" - çирĕп шухăшĕнчен шит те уйрăласшăн пулмарĕ çамрăк арçын. "Çамрăк ăрăва иртни çинчен асаилтерĕ", - тетĕп хамăн сăмахсене вăл пурпĕр яхăнне яманнине туйса. "Вăрçăра пуç хунă асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем çинчен çамрăксене ашшĕ-амăшĕн каламалла. Çав йăлана йăхран йăха тăсмалла", - эп кĕтнĕ пекех хуравларĕ Виталий Алексеевич.

 

Лавçă та çăкăр турттармасть

Воронцовка çыннисене, чăн та, хăшĕ ытларах кирлĕ-ши: палăк е урăххи?.. Кунта кулленхи пурнăçра кирлĕ пулакан пĕр социаллă объект та çук. Çав шутра - лавкка та. Ялта хăçан та пулин клуб, шкул е ытти учреждени ларнине ватăсем те астумаççĕ. Тахçан пĕчĕк ял хăй пĕр колхоз пулнă. Выльăх йышлă усранă, лашасем тытнă, фермăра кролик ĕрчетнĕ. Виталий Федотов ÿснĕ чухне ялти виçĕ килте çеç 30 ача çитĕннĕ. Вăл вăхăт тахçанах хыçа юлнă ĕнтĕ.

Çав шутра - Маяк ялĕнчи пекарньăран ял халăхĕ валли лавçă çăкăр турттарни те. Халĕ машинăлли апат-çимĕçе хуларан илсе килет е юнашарти яла каять. Пĕччен пурăнакан ватăсем мĕнле-ши? Хăр-тăлăх ватăсем çук-мĕн. Пĕр-пĕр кинемей пĕччен пурăнать пулсан тăванĕсем ăна кирлипе тивĕçтереççĕ, тăтăшах пырса çÿреççĕ.

Кулленхи пурнăç çинчен каласа кăтартнă май Виталий Алексеевич тарăхса та илет. "Çамрăксемсĕр ял типсе пырать", - тет вăл. Юлашки çулсенче мăшăрланнисем пурте хулана тарнă. "Манăн та хăй вăхăтĕнче ниме пăхмасăр хулана каймалла пулнă. Тепĕр чухне çакăншăн ÿкĕнетĕп те. Халĕ таçта пăрахса каясси çук ĕнтĕ. Ачасене ÿстермелле, вĕрентмелле", - палăртать кил хуçи. Çамрăк чухне унăн чăн та хулана каяс кăмăл пулнă, анчах килтисем кĕçĕн ывăлăн тĕпкĕч пулмаллине асаилтернĕрен шухăшне путарнă.

Ялта юлнă çамрăксенчен çемьеленсе юлашкинчен кам çĕнĕ çурт çавăрнă тетĕр? Виталий Федотов. Унран кăшт кĕçĕнреххисем е хулара, е урçа ят илтнĕскерсем шапаша çÿреççĕ. Паян пур та ыран çук темелле. Ял, çемье умĕнче явапсăр.

Ялта мĕнпурĕ те 16-17 çемье кăна хĕл каçать. Шкула 4 ача çÿрет, вĕсенчен иккĕшĕ - Федотовсен. Хальччен пилĕк çухрăмри Çĕнĕ Шелттем шкулне çуран утнă. Çывăхри вăрман хуçалăхĕн уйрăмĕ пулнă вырăна Карăклăран шкул автобусĕ çÿреме тытăнсан ачасене унти шкула куçарнă. Воронцовкăран аслă çул çине тухма - пĕр çухрăм. Ачасене ашшĕ машинăпа илсе тухать. Кĕçĕн хĕрне те Карăклăри ача саднех вырнаçтарнă.

Пĕчĕк, нимĕн те çук ялта тепри нумай ача çуратма шикленсе тăрĕ. Федотовсем ку енĕпе те ырă сăмаха тивĕçлĕ.

 

Юнне кура чунĕ

"Ырри вăл хулара, - каллех чĕрре кĕме пăхрĕ Виталий Алексеевич. - Ĕçрен таврăн та диван çине ÿк. Выльăх пăхмалла мар. Хăнара та 1-2 кун е эрне канма пултарать. Выльăх усракан ял çынни çапла тăваймасть. Хулара ĕçрен таврăннă хыççăн нимшĕн те яваплăх çук". Кăшт тăхтасан çапах та хăй каланине тÿрлетме васкарĕ. "Паллах, укçа пулсан, выльăх усрамасан ялта та хулари пек пурăнма пулать", - терĕ.

Пĕр енчен ялти пурнăç çăмăлланнă. Федотовсен çуртĕнче те çутçанталăк газĕ çунать, сивĕ, вĕри шыв кранран юхать. Çак ырлăхшăн ялти çыннăн та тÿлемелле. Укçине тупма ĕç кирлĕ. Ялта ăна тупаймăн. Кÿршĕри ялхуçалăх предприятийĕ юхăннă. Фермерсем пур, анчах вĕсен хуçалăхĕ пит аталаннă тееймĕн. Юлашки çулсенче уйри çĕрсене усăсăр вырттарманни те паха. Виталий Федотов паян Канашра тăрăшать. Халĕ вăл ĕçе хăйĕн машинипе çÿрет. Унччен çул çинче автобус кĕтсе пайтах тарăхнă.

"Ачăрсене унашкал пурнăç сунмастăр пулĕ", - тетĕп ăна. "Мĕншĕн? Ялта пурăнма кăмăлĕ пулсан юлччăрах. Анчах иккĕленетĕп. Вĕсенче 2-мĕш ушкăна кĕрекен юн чупать. Кунашкаллисене çулçÿрев, инçет тăрăх илĕртет. Камăн юнĕ 4-мĕш ушкăна тивĕçтерет, çав килте ларма кăмăллать", - каллех кăсăклантарать вăл мана.

Тинех ăнлантăм эпĕ çынна. Яла килĕштерменрен мар, çĕннине, хальччен курманнине пĕлес килни хулана туртнă ăна çамрăк чухне. Ыйтусене татăклăн та уççăн хуравлакан, вăр-вар та йăрă арçын мана ăсатма тухсанах ĕçе пикенчĕ. Яланах çĕннине пĕлме тăрăшаканскер пыл хурчĕсемпе кăсăкланма пуçланă.

Пыл хурчĕсемшĕн ку вырăн чăн та çăтмах. Федотовсем пурăнакан урамăн тепĕр енче - вăрман. Таса сывлăш кунти пурнăçа хальлĕхе пĕтме памасть. Лавкка, клуб, шкул, фельдшер пункчĕ çукки, вăйлă çил-тăман чухне ял хушшинчи урама юр хÿсе кайни тарама. Ахальтен-им Çĕпĕрти Воркута шахтинче ĕçлесе пурăнакансем те хăтлăхпа пуян вырăнта мар, шăпах çак ялта тĕпленнĕ. Пушар тухса инкек кăтартни те уйăрайман вĕсене кунтан. Мĕншĕнне çитес кăларăмра каласа кăтартăпăр.

Ирина НИКИТИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.