Курăк шывĕ сиплĕрех
Телевизор экранĕнче реклама пуçлансанах Анна аппа пурне те манса ун умне çывхарать. «Çынсен сывлăхĕшĕн мĕн тери тăрăшаççĕ, - тет пĕчĕк ача евĕр хĕпĕртесе. - Эмелĕ лайăх пулас. Хакне пăхса тăмăп - туянатăп». Ÿслĕк ерсенех сĕннине илме аптекăна çул тытнă.
Кинемей 3 кил урлă пурăнакан Марьепе туслă. «Çамрăк» пенсионер ăна пахчара ĕçлеме те, кирлĕ чухне укçа кивçен парса та пулăшать. Ара, Марье нухратне кÿршинчен ытларах илет.
Пĕр ирхине вăл Аннан картишне юртан тасатма пычĕ. «Эсĕ каллех реклама пăхатăн-и? Унран мĕн усси пур»? - терĕ.
- Марье кин, ăна пире пĕлме ятарласа кăтартаççĕ. Кирлине сĕнеççĕ те - чăтаймастăп çав, пăхатăп, - хуравларĕ лăпкăн.- Юлашки кунсенче ÿслĕк аптратрĕ. Ĕнерхинче пĕр арçын кукленсех ларнă, хăй антăхса кайнă. Шурă тÿме пеккине пачĕç те - йăпăр-япăр тÿрленсе тăчĕ. Йăл кулă пичĕ çинчен каймасть. Япалине питĕ мухтарĕç те - унашкал «тÿмесене» эпĕ те туянтăм.
- Пулăшрĕ-и вара?
- Каçчен чиперехчĕ. Çĕрле каяннăй каллех çывăрма памарĕ, чутах чыхăнаттăмччĕ. Леш арçынна паян та кăтартрĕç, çав эмелех сĕнчĕç. Шалт аптрарăм. Темĕн тумалла ĕнтĕ!
- Каларăм вĕт, рекламăран мĕн усси тесе. Хам пата пымаллаччĕ. Манăн эмел курăкĕ темĕн чухлех. Уйăх каялла унăн шывне лешкасри Хветлене те ĕçтерсе чĕртрĕм.
- Марье кин, эсĕ курăкпа аппаланнине пĕлетĕп-ха. Анчах сана юмăçпа танлаштарнине ку таранччен те ĕненмерĕм. Каçар ĕнтĕ. Илсе килех эппин ÿслĕке ирттерекен курăк шывне. Ура сыппи те ыраткалать-ха. Шырасан ăна имлекенни те тупăнĕ-ши?
- Юрĕ ĕнтĕ, Анна аппа, ан ÿпкеле. Малтан юр тасатам-ха, вара кайса килĕп.
Каярах çакна пĕлтĕм: кинемее халĕ ÿслĕк аптратмасть, ура сыппи те ыратмасть. Эмел курăкĕн сиплĕхне туйнăран вăл текех реклама пăхмасть.
Рев. РУБИН