Комментари хушас

14 Пуш, 2015

Халăх театра çÿрет-и, спектакль пăхма юратать-и?

Зоя ВАСИЛЬЕВА, 60 çулта:

- Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех шкулта ĕçленĕ. Ачасене класĕпех ялтан Шупашкара театра илсе килеттĕмĕр. Кайран спектакльти ĕç-пуçа пĕрле сÿтсе яваттăмăр. Колхоз ĕçченĕсем те ушкăнпа пуçтарăнса билетсем туянатчĕç. Çавăнпах хамăра культура пурнăçĕнчен аякра тăнă теме сăлтав çук. Халĕ те хĕрĕмпе ывăл патне хулана хăнана килсессĕн театрах чун туртать. Ачасем премьерăна каймашкăн билет парнелени те - савăнăç. Халĕ кăтартакан чăваш спектаклĕсенчен нумайăшне курнă. Архиврисемпе те паллашас килет. Вĕсене «сенкер экранпа» тăтăшрах кăтартсан тем пекехчĕ.

Чăваш академи драма театрĕн «Мунча кунĕ» спектаклĕ аса килчĕ. Унта, чăнах, паянхи пурнăçа кăтартнă: çамрăксем хулара тĕпленеççĕ, ватăсем тăр пĕччен юлаççĕ.

Анатолий СИДОРОВ, 62 çулта:

- Шупашкар артисчĕсене ялта кĕтетпĕр. Çĕнĕ спектаклĕсене кашни тăрăхах çитсе кăтартчăр. Драма-и, камит-и - курăпăр, хак парăпăр.

Валентина ФЕДОРОВА, 63 çулта:

- Çулталăк каялла Вырăс драма театрĕнче пулнăччĕ. Хĕрĕме ĕçĕнче йыхрав хучĕ панă та - мана та пĕрле илсе кайрĕ. Ĕç хыççăн ывăнтарать, ниçта та тухса çÿрес килмест. Ялта çурт тума пикеннĕ те, эрне вĕçĕнче тăван тăрăха вĕçтеретпĕр.

Надежда СМИРНОВА, 38 çулта:

- Эпир çемйипех театра юрататпăр. Ывăл та, хĕр те чăвашла лайăх пĕлеççĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче эпир курман спектакль юлманпа пĕрех. Юлашки хут унта икĕ уйăх каялла пултăмăр, «Чикагори кукаçин пурлăхĕ» спектакле иккĕмĕш хут куртăмăр.

Шкулта акăлчан чĕлхин учителĕнче ĕçлетĕп, хамăн класри ачасемпе те час-часах театра тухса çÿретĕп. Нумай пулмасть Оперăпа балет театрĕнче «Алые паруса» юмах курса килентĕмĕр. Питĕ килĕшрĕ. Мăшăра та, ывăлпа хĕре те пĕрле илсе кайрăм. Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Тысяча и одна ночь» спектакль курма каясшăн.

Владимир ОСИПОВ, 46 çулта:

- Чăваш театрĕнче юлашки хут тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне пулнă. Ялтан автобуспа ятарласа хула курма илсе килнĕччĕ. Каçхине театра кайрăмăр. Мĕнле спектакль курнине астумастăп. Эпĕ кино курма кăна юрататăп.

Надежда ФЕДОРОВА, 35 çулта:

- Студент чухне Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчен тухма пĕлмен. Кашни кунах кайни те пулнă. Пĕррехинче премьера пулмалла, пирĕн вара, выçă студентсен, билет туянма укçа çук. Кулса вилмелле, темиçе сехет маларах кайрăмăр та театрта пытанса лартăмăр. Каç пуласса кĕтсе çывăрсах кайнă. Спектакль курма килнĕ çынсен сассипе вăранса кайрăмăр. Куçа сăтăркаласа тухрăмăр хайхи. «Мулкачсем» валли кам вырăн хатĕрлесе хутăр? Икĕ сехет балкон çинче хĕсĕнкелесе тăтăмăр. Хырăм выçă пулин те кăмăл калама çук лайăхчĕ. Эпир премьерăна лекнĕ-çке.

Çемьепе театра тухса çÿреме йывăртарах. Каçхине ачапа урок тумалла. Шăматкун канмалла, мунча кĕмелле, вырсарникун ĕçе хатĕрленмелле.

Татьяна ИЛЬИНА, 43 çулта:

- Театра час-часах çÿретĕп тесе калаймастăп. Хушăран пĕрре çитсе килни те - савăнăç. Тăтăш çÿреме ялтан килмелле-çке. Пирĕн вара картиш тулли выльăх-чĕрлĕх - вĕсене пăхмалла. Хĕрарăмсемпе çулталăкра пĕрре пуçтарăнатпăр-ха... Хулара вĕреннĕ чухне çÿремен мар, Праски кинемее те аван пĕлетпĕр. Çамрăк артистсене палламастăп вара. Юлашкинчен спектакль курма кĕркунне кайнăччĕ. «Вĕçсе иртеççĕ кайăксем» мелодрамăна йĕре-йĕре пăхрăмăр.

Зинаида ПЕТРОВА, 79 çулта:

- Ай-уй, мĕн театрĕ?! Хулара пулмастăп та темелле. Спектакль курассишĕнех çÿремен çав. Маларах телекуравпа та кăтарткалатчĕç-ха вĕсене - савăнсах пăхаттăмăр, халĕ çук ĕнтĕ. Сайра хутра хăйсем ялти клуба килсен юлмастпăр вара.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.