Усăллă супăнь
Хуçалăх супăнĕ - питĕ лайăх антисептик. Сипленме те усă кураççĕ унпа.
- Шăйăрттарнă е кастарнă пысăках мар сурана хуçалăх супăнĕпе сĕрмелле, типсе çитессе кĕтмелле. Çапла туни сурана хăвăртрах ӳт илме пулăшĕ.
- Ӳт тăртаннине ирттерме супăне шывра ирĕлтерсе унпа ыратакан вырăна темиçе хут сĕрмелле.
- Вăрăмтуна çыртнипе кĕçĕтекен вырăна хуçалăх супăнĕн кăпăкĕпе сĕрсе ирттереççĕ.
- Сунас чухне супăньпе сĕрнĕ ватка татăкне сăмса шăтăкне чикмелле. Грипран профилактика вырăнне усă курма та аван ку меслет.
- Кăмпа чирĕсемпе сиенленнĕ ура тĕпне супăньленĕ щеткăпа сăтăрмалла, типнĕ хыççăн вара – йод растворĕпе.
- Ура тĕпĕнчи çуркаланчăксене сиплеме: 2 л вĕри шывра 1 кашăк чухлĕ хуçалăх супăнĕ тата 1 чей кашăкĕ апат соди ирĕлтермелле. Урана çакнашкал шывра 10-15 минут тытмалла. Кайран типĕтсе çуллă кремпа сĕрмелле, пир нуски тăхăнмалла. Çакна каçсерен, пĕтĕмпех сывалса çитиччен тумалла.
- Ӳте пĕçертсе илтĕр-и? Пĕçертнĕ вырăна тӳрех хуçалăх супăнĕпе сĕрсе типессе кĕтĕр - хăмпăсемпе хĕрелсе тăракан вырăнсем пулмĕç.
- Пит çинчи шатрашкасенчен хăтăлма супăнь татăкне теркăпа хырмалла, вĕри шыв хушса кăпăкланиччен пăтратмалла. 1 чей кашăкĕ тăвар хушса пите сĕрмелле. 20 минутран маскăна ăшă шывпа çуса ямалла, унтан сиввипе чӳхемелле. Çакна пĕр уйăх таран эрнере 3 хут тумалла.
Супăнь çинче çырни - 72:, 70: е 65: - çу кислотисен проценчĕ мĕн чухлĕ пулнине кăтартать. Вăл мĕн чухлĕ ытларах, супăнь вараланчăкпа микробсене çавăн чухлĕ ытларах пĕтерет.