Комментари хушас

11 Пуш, 2015

Тутă çын выçăскере ăнланайĕ-ши?

Сывă çыншăн манăн нуша вак-тĕвек пек кăна туйăнĕ. Эпĕ вара - I-мĕш ушкăн инваличĕ, кÿмепе кăна çÿретĕп. Хамăн нуша пирки çырса пĕлтерес терĕм. Тен, хамăн чун ыратăвне хаçат урлă пĕлтерни яваплă çынсен кăмăлне çемçетме пулăшĕ?

Январĕн 15-мĕшĕнче çыру илтĕм: пĕлтĕрхи декабрĕн 25-мĕшĕнче автомобиле хам пурăнакан çурт подъезчĕ умĕнче тротуар çине лартса хăварнăшăн 1 пин тенкĕ штраф тÿлемелле иккен. Айăпа ĕнентерекен сăнÿкерчĕкре манăнни пек автомобилĕн тĕксĕм кăшкарĕ курăнать. Уйрăм сăнÿкерчĕкре - машина номерĕ. Çаплах-тăр, эпĕ каçхине машинăна тротуар çине лартса хăварнă ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен урăх çĕре лартма май çук. Каçа хирĕç картиш тулли машина вĕт! Çав шутра - тротуарсем çинче те. Апла тума юраманнине пĕлетĕп, çапах та манăн, инвалидăн, автомобиле ăçта лартас? Тÿлевлĕ стоянкăна-и? Анчах çывăхра унашкалли çук. Çавăнта кайса лартсан киле кÿмепе юр ашса мĕнле таврăнмалла? Хĕлле çав «транспорт хатĕрĕпе» 100 метр каясси те чĕр нуша.

Сăмах май, çуртран инçех мар манăн гараж та пур. I ушкăн инваличĕ пулнă май хула администрацийĕпе килĕшÿ туса çĕр лаптăкне арендăна илнĕ. Анчах унта лекейместĕп, мĕншĕн тесен юнашар лаптăкра та автомобильсем лартса тултараççĕ. Çийĕнчен çул тасатакан тракторсем час-часах унта юр тĕртсе хăвараççĕ - ниепле те иртеймĕн.

Çакна Шупашкар хулин мана хайхи штраф хутне чикнĕ çырăва ярса панă административлă комиссийĕн представительне телефонпа ăнлантарса пама тăтăм. Çук, ăнланмарĕ. Йышăнăва улăштараймаççĕ иккен, пĕртен-пĕр çул - суда каймалла. Айван вĕт, çак сĕнĕве хăлхана чикнĕ май Мускав районĕн судĕнче тĕрĕслĕх шырас терĕм. Заявлени çыртăм та арăма машинăна лартса Уруков урамне çул тытрăм /суд çав урамри 16-мĕш çуртра вырнаçнă/. Сумлă учрежденин парад подъезчĕ умĕнчи çÿллĕ пусма умĕнче чарăнма тиврĕ. Кунта инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен калакан саккуна хисеплемеççĕ пулас. Хисепленĕ-тĕк инвалидсем социаллă инфратытăм объекчĕсемпе чăрмавсăр усă курмаллине тивĕçтермелли статьясене пурнăçланă пулĕччĕç. Инвалидсемшĕн меллĕ пандуссемпе карлăксем те, лифт та çук.

Вăт, тăратăп çил арманĕ умĕнчи Дон Кихот пек. «Манăн шанчăклă Санчо Пансо», мăшăрăм, хуралçăсем патĕнче чупкалать. Вĕсене ăнлантарнă-ÿкĕтленĕ вăхăтра иртсе каякан пĕр арçын /çак çуртрах ĕçлет-ши?/ мана хĕрхенчĕ пулас - заявлени тытнă арăма судăн виççĕмĕш хутра вырнаçнă йышăну пÿлĕмне ертсе кайрĕ.

Эпĕ «темтепĕр курса çÿренин» виççĕмĕш серийĕ февралĕн 27-мĕшĕнче пулчĕ. Каллех - подъезд умĕнчи чăрмав, мана судья патне мĕнле илсе çитересси пирки пынă вăрах калаçу... Хуралти каччăсем пулăшрĕç. Виççĕмĕш хута çитиччен манăн кÿме картлашкасем çинче мĕнле тÿсрĕ-ши? Аманнă çурăм шăммишĕн кăна мар, сыввишĕн те çăмăл пулас çук.

Суд-и? Судăн эпĕ штрафа пăрахăçлама ыйтса çырнă çăхава хирĕçлемелли йышăнăвне малтанах хатĕрлесе хунăн туйăнчĕ. Унта кунашкал ыйтусемпе вăхăт ирттерсе лармаççĕ. Ăна-кăна çыраççĕ, уйăхпа куна палăртаççĕ те алă пусаççĕ - пулчĕ те. Е.Малыгин судья манăн хутсене пăхса тем мăкăртатрĕ те алă пусрĕ. Эпĕ хамăн гараж патне пырайманни пирки çырнине, «инвалидсемсĕр пуçне машина лартма юрамасть» паллă çакма ыйтнине документсемпе пĕрле хума ыйтрăм. Судья вара ыйтăва пăхса тухма татăклăн хирĕçлерĕ. Хула администрацийĕнчен манăн ыйтăва тишкерме ыйтмашкăн та килĕшмерĕ.

Кăштахран мана каллех пÿлĕме чĕнчĕç. Е.Малыгин судья ку хутĕнче те суд йышăнăвне мăкăртатса вуларĕ. Аран ăнлантăм: эпĕ явап тытма кăна тивĕç, гараж патĕнче хайхи палла çакма та хирĕçлеççĕ. Саккунлăха хÿтĕлекенскер явап тыттарма кăна мар, çынсене, пушшех инвалидсене пулăшма та тивĕç тесе шухăшланăччĕ те - кăлăхах иккен. Сăмах май, суд йышăнăвĕнче эпĕ саккунпа килĕшÿллĕн хÿтлĕхе тивĕç I ушкăн инваличĕ пулнине палăртакан пĕр сăмах та çук.

Кайран хуралçăсем мана виççĕмĕш хутран илсе анса каллех нушаланчĕç. Машинăна кĕрсе ларма пулăшрĕç, тавах вĕсене.

Вак-тĕвек пек туйăнакан ыйтăва вара хаçатра сÿтсе явни пĕртте ытлашши мар. Инвалидсене обществăра хăйсен вырăнне тупма пулăшасси, вĕсемшĕн пур енĕпе те чăрмавсăр лару-тăру йĕркелесси пирки нумай калаçатпăр. Чăннипе вара - ик айкки те тăвайкки. Чиновниксен чунсăрлăхĕ, вĕсем нушаллăскерсене çăмăллăхсемпе, эмелсемпе, ыттипе тивĕçтерме васкаманни ытла та час-часах тĕл пулать. Пулăшасси - вĕсен тивĕçĕ, анчах çак ĕçе хăшĕсем ытла та ячĕшĕн кăна тăваççĕ. Манăн тĕслĕх çакна çирĕплетет.

Машинăна вара манăн кашни кунах ăçта та пулин лартмалла. Ку штрафа тÿлерĕм-ха. Анчах пушă вырăн çук та - каллех тротуар çинче чарăнма тивĕ, апла-тăк кашни кун штрафлама пултараççĕ вĕт! Çуртран инçе мар парковка вырăнĕллĕ пулма е гараж патне кĕмешкĕн хайхи палла çакма мана кам пулăшĕ? Хула администрацийĕ-и, ПАИ-и? Инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен калакан саккуна никам та пăрахăçламан. Унпа килĕшÿллĕн автотранспорт хатĕрĕсен кашни стоянкинче 10% кая мар /анчах пĕр вырăнтан кая мар/ вырăн инвалидсен ятарлă автотранспорт хатĕрĕсем валли пулмалла. Ыттисен вĕсене йышăнма юрамасть. Анчах хулан административлă комиссийĕ манăн нушана ăнланмасть, суд пулăшма хирĕç.

Эпĕ чылай çул кÿме çинче ĕнтĕ. Йывăр самантра ырă çынсене сахал мар тĕл пулнă - пулăшаççĕ. Анчах пăтăрмахлă çак историн ырă вĕçĕ те пулмалла-çке. Киле çапла шухăшласа кĕтĕм. Куç тĕлне çÿлĕк çинчи пĕчĕк календарь лекрĕ. Унта - хула пухăвĕн депутачĕн В.Антоновăн сăнÿкерчĕкĕ, унпа çыхăнмалли телефонсем... Çурт çывăхĕнче уçăлса çÿренĕ май вăл хăйĕн 64-мĕш шкулти граждансене йышăнмалли пÿлĕмне кайнă чух мана пĕр икĕ хут сывлăх суннăччĕ, пулăшу кирлĕ мар-и тесе кăсăкланнăччĕ. Ун чухне эпĕ ÿпкелешменччĕ, халĕ шăпах - меллĕ самант.

Шăнкăравларăм. Валерий Михайлович тимлĕ итлерĕ, пулăшма шантарчĕ. Кĕçех /вырсарникуна пăхмасăр/ депутат пулăшуçи ман пата киле килчĕ. Манăн заявление, кирлĕ ытти документа илсе кайрĕ. Хурлăхлă истори кăмăллă вĕçленес тĕлĕшпе тинех шанăç çуралчĕ.

Владимир СУРКОВ, I-мĕш ушкăн инваличĕ. Шупашкар хули

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.