Комментари хушас

1 Нарăс, 2014

Конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç

Чăвашпотребсоюзпа республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем пĕр-пĕринпе нумай çул туслă çыхăну тытса ĕçлеççĕ. Хаçатсемпе радио хыпарлав кăларăмĕсенче потребительсен обществисен ĕç-хĕлĕпе, ял çыннисен пурнăçне çăмăллатас тĕлĕшпе пурнăçа кĕртекен çĕнĕлĕхĕсемпе тĕплĕн паллаштараççĕ, хастар ĕçченĕсем çинчен каласа параççĕ.

Пирĕн кооператорсен çитĕнĕвĕсем курăмлă: Чăвашпотребсоюз - çĕр-шывра чи лайăххисенчен пĕри, Раççей Центросоюзĕ ирттерекен экономика ăмăртăвĕнче çултан-çул малти вырăнсене йышăнать. Сăмах май, пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче унăн Канашĕн председателĕ Валерий Павлов Раççей Президенчĕн Тав хутне тивĕçнĕ.

Республикăри потребительсен обществисен союзĕ хăй те тĕрлĕ конкурс чылай ирттерет. Йăлана кĕнĕ сумлă çулленхи тупăшусенчен пĕри - кооператорсен ĕçне çутатакан чи лайăх массăллă информаци хатĕрĕсемпе уйрăм журналистсене палăртаканни. Чăваш Енре потребитель кооперацийĕ йĕркеленнĕренпе 120 çул çитнине халалланă «Потребитель кооперацийĕ - 2013» конкурс пĕтĕмлетĕвне хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Кĕçнерни кун Чăвашпотребсоюзра çĕнтерÿçĕсене чысларĕç.

Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов тата Правлени председателĕ Людмила Абрамова «Хыпар» Издательство çурчĕн директорне-тĕп редакторне Алексей Леонтьева /«Хыпар» хаçат пĕрремĕш вырăнта/, «Сывлăх» хаçат редакторне Алина Лукияновăна, «Чăваш Ен» телерадиокомпани корреспондентне Николай Мулянова, Наци радиовĕн аслă редакторне Владимир Егорова, Чăвашпотребсоюзăн обществăпа çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен специалистне Надежда Антоновăна, ЧР потребитель кооперацийĕн ĕçченĕсен тата предпринимательсен профсоюзĕн инспекторне Дмитрий Зинова саламларĕç, дипломсем пачĕç, малашне те килĕштерсе ĕçлессе шаннине палăртрĕç. Мала тухнă район хаçачĕсемпе уйрăм корреспонденсене вырăнта чыслĕç.


А.СВЕТЛОВА.

В.СОРОКИН сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.