Комментари хушас

7 Пуш, 2015

Журналистсемпе тĕл пулчĕç

Иртнĕ эрнекун Йĕпреç районĕнчи Хурамалта «Хыпар» Издательство çурчĕн кунĕ иртрĕ.

- Эпĕ «Хыпарпа» унăн кăларăмĕсене юратса вулатăп. Ĕç кунне те чи малтан чăваш халăх хаçатĕнчен пуçлатăп, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Чугаров.

«Хыпар» ИÇ тĕп редакторĕн заместителĕ Геннадий Максимов «Хыпар» кунĕн тĕллевĕпе, журналистсемпе, артистсемпе паллаштарнă май пухăннисем патне Издательство çурчĕн - тĕп редакторĕн Валерий Туркайăн салам сăмахĕсене çитерчĕ. Чăваш халăх поэчĕ алă пуснă кĕнекене район администрацийĕн пуçлăхне Николай Чугарова парнелерĕ. Хурамал, Чăрăшкасси, Çĕнĕ Выçли ял библиотекарĕсене вулакансен тавракурăмне аталантармашкăн кĕнекесем, журналсем тивĕçрĕç.

«Хыпар» çемйи кăларса тăракан хаçат-журнал ĕçченĕсемпе куçа-куçăн калаçма май пулчĕ çав кун Хурамалсен.

Чăваш эстрадин артисчĕсем - Алина Михайлова, Алина Савельева, Андрей Кузнецов - тĕл пулăва илемлĕ те çепĕç юрăсемпе пуянлатрĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.