Комментари хушас

6 Пуш, 2015

Людмила Айдак: «Пурнăç тăршшĕпе – чăн-чăн арçынпа»

Виççĕмĕш çула кайрĕ Аркадий Павлович Айдак пиртен уйрăлса кайни. Чăвашра кăна мар, çĕршывра та унашкал çын урăх пулман теççĕ. Тарăн варсемпе çырмасенчен чăн-чăн пуянлăх туса хунă вăл. Айдак ертсе пынипе Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхра 64 пĕве пĕвеленĕ, 276 гектар çинче йывăç лартнă. Çĕр айĕнчи нÿрĕк шайĕ хăпарнăçемĕн ялхуçалăх культурисен тухăçĕ те ÿссе пынă. Çутçанталăка ырă туни - ырăпа таврăннă.

Çут тĕнчери кашни чĕрĕ чунăн хăйĕн вырăнĕ пулнине çирĕп ĕненнĕ Аркадий Павлович. Кайăксем валли кунта ятарласа пилеш, сырлан йывăçĕсем лартнă, вырмасăр тырă тăрăхĕ хăварнă. Хир сыснисем топинамбур çисе киленнĕ. Пăшисем те хуçалла çÿренĕ.

Тăван тавралăха тĕпрен çĕнетме, ешеллентерсе илемлетме Айдака мĕн таран тÿсĕмлĕх, вăй кирлĕ пулнине унăн мăшăрĕнчен ытла никам та чухламан-тăр.

«Çутçанталăк хăйне хăй сиплет»

- Юхăннă хуçалăха ура çине тăратасса вăл пачах та иккĕленмен.

Председателе ларичченех ялхуçалăхĕпе çыхăннă кĕнекесене шĕкĕлченĕ, - каласа парать Айдак арăмĕ Людмила Андреевна. - Колхозра сухалакан çĕрсен 80 процентне эрози çинĕ. Малтанах вăл çырмасенче кĕтÿ çÿретме чарать. Йывăçсем ларттарать. Выльăх çÿреме пăрахсанах çырмасенче хальччен курăнман курăксем ÿсме тытăнаççĕ: ухлĕм, хĕрлĕ клевер, тимофеевка. «Çутçанталăк хăйне хăй сиплет» - тетчĕ çакна кура Аркадий. Çĕр суранĕ тÿрленсен, çырансен тайлăмĕсем çăра курăкпа витĕнсен кĕтÿ каллех хире тухнă.

Пĕр канмалли кунсăр, отпусксăр сакăр çул ĕçленĕ хыççăн ăна Çурçĕр Осетире санаторире канма путевка параççĕ. Унтан вăл мана çыру çырса ярать: «Каялла çаврăнса пăхатăп. Нивушлĕ çаксене эпир пĕрле турăмăр?! Эпир санпа пин çухрăмлă кĕпер хыврăмăр, тĕнчере пирĕн юратăва аркатма пултаракан вăй çук».

- Людмила Андреевна, епле паллашнине асаилĕр-ха.

- «Ленинская искра» хуçалăхра парторг пулса ĕçлеме пуçланă вăтам пÿ-силлĕ, кăн-кăвак куçлă илемлĕ каччă нумайăшне килĕшнĕ-тĕр. Ялан халăх хушшинче. Тăтăшах фермăсене кĕрсе çÿренĕ, уй-хире пăхса çаврăннă. Пирвайхи хут лаша витинче тĕл пулнăччĕ. Кайран, темиçе çултан, шăпах çав вăхăтра вăл мана куç хывнине пĕлтĕм. Ун чухне эпĕ 14 çулта пулнă.

Анне сысна ферминче ĕçленĕ, ăна пулăшма çÿреттĕм. Сыснасем патĕнче таса пулаймастăн - ума саппун çыхаттăм. Аркадий Павлович килнине курсанах ăна хăвăрт салтса пăрахаттăм. Тирпейсĕр курăнас килмен. Хăй вăл яланах таса çÿретчĕ: хура курткăпа, галифепе. Çав тери çирĕп шăнăрлă, таса чунлă çын пек туйăнатчĕ. Шкултан вĕренсе тухнă чухне «Ман юратнă герой» ятпа сочинени çыртăм. «Вăрçă вăхăтĕнче кăна мар, мирлĕ вăхăтра та герой пулма май пур. Манăн Аркадий Павлович Айдак çинчен çырас килет», - тесе пуçларăм ăна. Шел, сыхланса юлман çав сочинени. Кам шу-хăшланă-ха юратнă герой пурăна киле юратнă мăшăрăм пуласса.

Шупашкара института вĕренме кайма колхозран справка илмелле.

- Хамăр колхозра та лайăх ĕçлесе илме пулать, ан кай, Людмила, - тет мана председатель.

Калас унăн çавăн чухне: «Люда килĕштеретĕп вĕт сана, ан кай-ха» тесе. Çук вĕт. Грузовикпа çула тухнă. Машина тăвалла хăпарать. Пăх та, пирĕн хыçран тусан витĕр, пăс кăларса юланутçă вĕçтерет. Лаши йĕп-йĕпе тара ÿкнĕ. Тантăшăма калатăп:

- Пăх-ха, Айдак лашине пĕрре те шеллемест.

Темиçе çул иртсен мăшăрăм çак саманта асаилсе çапла каланăччĕ: «Люся машина çине хăпарса ларнă, ман çине пăхмасть те». «Мĕнле пăхман, лашуна кăпăк пуличченех хăваларăн-çке», - тетĕп.

Вăл çулне вĕренме кĕреймерĕм. Унта-кунта ĕçлекелесе пăхнă хыççăн ялах таврăнтăм. Çавăн чухне тин Аркадий Павлович аннерен «Людмилăпа çÿреме юрать-и?» - тесе ирĕк ыйтнă. 18 çул тултарнăччĕ ĕнтĕ эпĕ. Аркадий манран 11 çул аслăрах. Ан хăрăр, яваплăха хам çине илĕп тесшĕн пулнă ĕнтĕ.

Шупашкарта пединститутра вĕренеттĕм. Çырусем çыратчĕ. Яла килмессерен хĕпĕртетчĕ. Люсенька тетчĕ. Эпĕ Аркаша теттĕм. Амăшĕ те çаплах чĕнетчĕ ăна. Çын умĕнче Аркадий теме аран хăнăхнăччĕ.

- Çĕмĕрт айĕнче нумай тăнă-и?

- Çулла улăхсем тăрăх çÿренĕ. Анчах сайра пулнă кун пекки. Ытларах хапха умĕнче, кил хушшинче тăнă. Блок, Верхарн, Гете сăввисене калатчĕ. Роберт Бернсăн сăвви асăмран тухмасть: «Где-то девушка жила. Что за девушка была! И любила парня славного она». Çĕмĕрт хураллама, çăлтăр шутлама вăхăт сахалтарах пулнă. Унăн яланах ир тăмалла. Хĕрпе каччă пек 6 çул çÿренĕ хыççăн 1972 çулта пĕрлешрĕмĕр.

Колхоз уй-хирĕ тăрăх юланутпа çÿреме юрататчĕ. Пĕри йĕпенет, тепринпе тухса каять. Чи юратни вара «Сынокчĕ». Хăй çиес пĕремĕке те çитернĕ ăна. Колхоз тунă лашана аша яман вăл. Витере тăратнă, лайăх пăхнă. Пĕррехинче ман йăмăкăн кÿршĕ ялтан темиçе михĕ çĕрулми илсе килмелле пулнă. Пушă тăракан лаша пулманран «Сынока» кÿлсе тухать. Хайхи юртсах чупса каять. Правленире ларакан Айдак хăйĕн тусне кантăкран курса юлать. Урама вирхĕнсе тухать, анчах хуса çитеймест. Лашана пирĕн кил умĕнче курсан тĕлĕнет. Йăмăка çав кун хытă асăрхаттарать: «Сынокпа» мĕн те пулин пулсан каçармастăп». Паллах, ун чухне нимĕн те пулман унпа. Лаша ĕмĕрлехех куçне хупсан вăл ăна хăй аллипе Палăк çырминче, выльăх масарĕнче, чăн-чăн паттăра чысланă пек тăратса пытарнă.

 

Пуртăпа мăлатук алăран кайман

- Ачасем пирки мĕн калам? Чи малтанхи хырăм ÿкнĕ манăн. Йĕкĕрешсем çуралмалла пулнă. Питĕ куляннăччĕ. Тухтăрсем ача пулмасан та пултарать тенĕччĕ. Аркаша лăплантарать: «Пулмасан усрава илĕпĕр». Больницăра ача пăрахма килекен çамрăк хĕрарăмсене пăхса макăраттăм. Çавăн чухне Турă мĕн чухлĕ парать - пурне те çуратăп тенĕччĕ. Виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратрăм. Кăкăр ĕмĕртнĕ чухне выльăхсене апат пама кĕпе вĕççĕнех чупса тухаттăм. Пĕринче çапла кăкăр шыçса кайрĕ. Аркадий ыраш çăнăхĕпе прополиспа пашалу туса туххăмрах сыватрĕ.

- Мĕнлерех вăл председатель арăмĕ пуласси?

- Тури Ачакра, эпĕ ÿснĕ килте, ман асаннепе, аннепе пурăннă эпир. Çĕнĕ пÿрте 85-мĕш çулта кăна куçнă. Ун чухне газ пулман. Шыв ăшăтса илме те чăрмавлăччĕ. Шур кĕпе çăвасси, тумтир якатасси йăлана кĕнĕччĕ. Мăшăрăм ĕçрен час таврăнман. Ирех тухса кайнă. Ыррăн канса та курман.

- Килти ĕçе апла йăлтах хăвăрăн тума тивнĕ?

- Асаннепе анне те пулăшнă. Пире шкултах ĕç урокĕнче арçын ĕçĕсене хăнăхтарнă: кĕрепле шăлĕ ларттарнă, пуртă аври тутарнă.

1974 çулта мăшăрăм чирлекеленипе канма Удмуртине кайнăччĕ. Вăл киличчен йăтăнса анма пуçланă карта вырăнне çĕннине тытса хутăм. Пускил хĕрарăмĕ мана: «Аркадий Павловича ĕçлесе кăтартрăр. Урăх вăл нихăçан та килте арçын ĕçне тумĕ», - терĕ.

- Çавăн пекех пулчĕ-и?

- Çавăн пекех. Анчах Аркадий ÿркеннипе çыхăнман ку, унăн кил валли чăннипех те вăхăт пулман. Пĕтĕм пурнăçне колхоза панă. Пĕр улшăнмасăр ăна 44 çул ертсе пынă. Киле çывăрма кăна килнине вăл ял халăхĕ валли çырнă çырăвĕнче те палăртнă. Тепĕр чух шÿтлесе хам ачасем хăçан çуралнине те астумастăп тетчĕ. Витери урай хăми таранах хам улăштарнă. Пĕрре çапла лупас айĕнче тĕрмĕшетĕп. Пуçăмра – карттус, çийĕмре – фуфайкăпа шăлавар. Алра - пуртă. - Аркадий Павлович, здравствуйте, - тет кил картине кĕрсе тăнă çын. Вăрт çаврăнтăм хайхи, аванмарланса кайрăм. Районти милици уйрăмĕн пуçлăхĕн чĕлхи те самантлăха çĕтрĕ. Халĕ асаилме кулăшла паллах.

Шкултан ывăнса килсен выльăхсене пăхма каçарах юлаттăм. Юрла-юрла ĕçлеттĕм вара. Пĕр каçхине пирĕн тĕлтен шăпах клуб заведующийĕ иртсе пынă. Чăтайман хайхи кĕрсе тăнă: «Кил хушшинчех чăн-чăн концерт лартатăр-çке», - тет.

 

Хăйма çинĕшĕн

- Айдак хуçалăхĕнче ĕçленисем пурте йывăç лартнипе мухтанаççĕ. Эсир те ыттисем пекех 100 тĕм лартнă-и?

– Ытларах та. Кашнин 100 йывăç лартмалла тесе йышăннă тапхăрта асанне ватăччĕ, анне - ялан ĕçре. Тем пек тăрăшсан та вĕсем манашкал хăвăрт ĕçлеймеççĕ. Вĕсене те пулăшнă, Аркадий Павлович тÿпине те, хам пая та лартнă. Каярах вăл çемйипе 300 йывăç лартакансене мухтаса çырнăччĕ, анчах унта пирĕн ята кĕртмен. Мухтанатпăр тенĕ пулĕ.

... Ун чухне эпĕ качча та кайман. Лайăх ĕçлекенсене бригадир преми çырса парать. Пĕрле ĕçлекенсем илеççĕ, эпĕ - çук. Пĕринче хĕрарăмсем бригадира тапăнаççĕ: «Эсĕ мĕншĕн Людмилăна преми çырса памастăн?»

«Кашнинчех çыратăп, Аркадий Павлович тытать те чĕрет», - тет лешĕ. Юлашкинчен çеç преми илсе куртăм: хĕрлĕ клеткăллă штапель. Виçĕмçул ăна арча тĕпĕнчен кăларса кĕпе çĕлеттертĕм.

- Савни чух та, арăм пулсан та «блатпа» усă курман апла.

- Мĕн «блачĕ» унта? Сепаратор пунктĕнче ĕçлекенсем алюмини кружкăпа хăйма ĕçтернĕччĕ. Аркадие хама тутлă хăйма çитернине каласа панăччĕ. Нимĕн те шарламарĕ. Тепĕр кунне хăйма уйăракансем Аркадий Павловичран лекнине калаççĕ. «Кашни килен-каяна колхоз хăймине çитермелле мар», - тесе пăсăрлантарнă иккен. Эпĕ ĕçнĕ хăймашăн 75 пус тÿлесе хăварнă.

Аш-какайĕ те, пулли те темиçе тĕслĕ пулнă хуçалăхра. Аркадий Павлович хăйĕн должноçĕпе усă курса киле нихăçан та аш турамĕ те, пулă татăкĕ те илсе килмен. Аш тенĕрен, ăна виçеллĕ кăна çинĕ. Çулсем иртнĕçемĕн какай сахалтарах çимелле тетчĕ.

Студент çулĕсенчен пуçласа ку тĕнчерен кайичченех хăй тăрăх сивĕ шыв янă. Хĕлле те кил картинче костюмпа çÿретчĕ. Юлашки çулсенче Витя мăнукпа пĕрле сапăнатчĕç.

- Айдак ячĕ тĕнчипе сарăлсан сирĕн пата таçтан та делегаци килнĕ. Мĕнлерех пăхса янă эсир вĕсене? Çын пăхасси ансат мар-çке.

- Вĕсем пирĕн киле килмен, колхоза килнĕ. Колхоз столовăйĕнче, утарта, хресчен музейĕнче хăналаннă. Аркадий Павлович кашнинчех хăнасене пăхни мĕн хака ларнипе кăсăкланнă. Тăкакăн пĕр пайне хăйĕн кĕсйинчен саплаштарнă. Чексене пĕтĕмпех пухса пынă. Кайран çеç, ытла хакла ларнăран колхоз пухăвĕн йышăнăвĕпе ятарлă председатель фончĕ йĕркеленĕ.

- Америкăран килнĕ делегаци председатель арăмĕ кĕтÿ кĕтнинчен еплерех тĕлĕннине каласа парăр-ха.

- Америка журналисчĕсем паллă хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма килнĕ. Пĕтĕмпех кăмăла кайнă вĕсене, Ачак сăри таранах. Сăмах майăн тенĕ пек Айдакран «Арăмăр ăçта?» - тесе ыйтнă. «Кĕтÿ кĕтет». Куç-пуçĕ чарăлса кайнă хайхисен: «Председатель арăмĕ кĕтÿ кĕтет-и?!» Çакна вĕсен хăйсен куçĕпе курас килнĕ пулмалла. Çитсе тăраççĕ ман пата, яка тумланман, чăпăркка сĕтĕрсе утакан хĕрарăм патне. Журналист ыйтнине эпĕ тÿрех акăлчанла хуравлама пуçласан пушшех тĕлĕнеççĕ. Пĕлмен-çке вĕсем эпĕ ют чĕлхепе вĕрентнине. Пĕтĕм союзри ХIХ партконференци умĕн килнĕскерсем Айдак унта мĕн каласшăн пулнипе кăсăкланчĕç. Мĕн çинчен калас тенине хаçатсенче çырнă тетĕп. Хресчене хÿтĕлесшĕн пулнине пĕлтеретĕп. Айдак эпĕ ытлашши пакăлтатасран мана чăвашла «çитет» тесен урăх шарламарăм. Вĕсем кайнă хыççăн шухăшлăн çапла каланăччĕ вăл: «Америкăра пурăннă пулсан çакăн чухлĕ ĕç вăйĕпе тахçанах миллионер пулмаллаччĕ».

10 тонна тырă пухăнса кайнăччĕ пирĕн колхозран илменни. Çав тырра вăл колхоза сутнă, укçине колхоз кассине хума хушнă.

Çын ĕçе чăтать, хуйха чăтма йывăр. Çамрăк чухне шăкăл-шăкăл калаçса ларма та вăхăт пулман пирĕн. Ватлăхра ĕлĕкхисене аса илсе кăна пурăнмаллаччĕ, мăнуксемпе савăнмаллаччĕ. Шăпа тени урăхларах килсе тухрĕ. 75 çулта унăн çĕр айне кĕрсе выртмалла пулчĕ. Аслă хĕрĕме вăл тĕлĕкре курăнса çапла каланă: «Эпĕ вилмен, манăн çĕр çинчи пурнăç кăна вĕçленнĕ». Аркадий Павлович çутçанталăкпа этем пĕр пĕрлĕхре пурăнмаллине ĕненнĕ. Хăйне çутçанталăка хÿтĕлеме янă çын пек туйнă. Пурнăç тăршшĕпе чăн-чăн арçынпа юнашар пулма тивнишĕн савăнатăп. Пÿлĕмре унăн пысăклатнă темиçе сăнÿкерчĕкĕ çакăнса тăрать. Куçăм ялан вĕсем çинче. Чĕрĕ вăл. Манăн чĕрере яланах чĕрĕ.

Елена Николаева.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.