Комментари хушас

6 Пуш, 2015

Салтака кайса килчĕ. Укçа тивĕçмерĕ

«Хресчен сасси - Кил» хаçата чунтан юратса вулатăп. Тавах пархатарлă ĕçĕршĕн.

Манăн мăнук хăр тăлăх. 2013 çулта вăл салтака кайрĕ. Муркаш районĕн çар командирĕ тăлăх ачана уйăхсерен укçа куçарса тăрасса шантарнăччĕ. Çулталăкран мăнукăм салтакран таврăнчĕ, анчах ăна пĕр пус та тÿлемен. Вĕçне-хĕрне мĕнле тухмалла-ши?

Роза Савельева.

Элĕк районĕ, Мăн Ямаш ялĕ.

Хисеплĕ вулаканăмăр, сирĕн çырăвăра Чăваш Республикин Çар комиссарне ярса патăмăр. Муркаш тата Элĕк районĕсен Çар комиссариатĕнчен çакăн пек хурав илтĕмĕр:

- Хисеплĕ Роза Васильевна! Сирĕн çырăвăра тĕплĕн пăхса тухрăмăр. Элĕк районĕн халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен орган представителĕ мăнукăра, Дмитрий Сергеевич Савельева, çара каякан тăлăхсен мĕнле çăмăллăхсем пуррине ăнлантарнă. «Çар çыннисене уйрăм тÿлевпе тивĕçтересси çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн çар çыннине служба вĕçленсен çар должноçĕн икĕ оклачĕ чухлĕ пĕр хут паракан пособипе тивĕçтереççĕ, тăлăхсен категорине кĕрекенсене вара - çар должноçĕн пилĕк оклачĕ чухлĕ.

Çапла майпа сирĕн мăнукăра служба вĕçленсен çар должноçĕн пилĕк оклачĕ чухлĕ укçа тÿлемелле пулнă. Çакна ЧР Муркаш тата Элĕк районĕсен Çар комиссариачĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ те, Элĕк районĕн халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен органĕ те тÿлемест. Ăна мăнукăр службăра пулнă çар чаçĕн командованийĕн тÿлемелле.

Пособи тÿлеме ирĕк паракан документ вăл - çар чаçĕ е çар уйрăмĕ çулсерен хатĕрлекен тăлăх çар çыннисен списокĕ. Тăлăх пулнине документсен копийĕпе çирĕплетмелле. Ку вăл ашшĕ-амăшĕн вилнĕ хучĕ* ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă суд йышăнăвĕ* опекăпа попечительство органĕн йышăнăвĕ* ача садĕнчен е вĕренÿ уйрăмĕнчен илнĕ справка тата ытти те пулма пултарать.

Сире çар чаçĕн командованийĕ ячĕпе заявлени çырма сĕнетпĕр. Лару-тăру улшăнмасан мăнукăр службăра пулнă çар чаçĕн вырăнти çар прокуратурине заявлени çырма тивет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.