Комментари хушас

5 Пуш, 2015

Пĕлеймерĕмĕр атте ăшшине, ĕччен çитĕнтерчĕ пире анне

Красноармейски районĕнчи Супарта çуралса ÿснĕ Таисия Яковлевна Яковлева шифоньертан кивĕ сăнÿкерчĕксем кăларчĕ те диван çине ларчĕ. Алăра амăшĕн сăнÿкерчĕкĕ.

- Эх, аннем, ылханлă вăрçа пула эсĕ мăшăрсăр, эпир аттесĕр юлтăмăр. Пирĕн юратнă çыннăмăр ăçта пуç хунине те пĕлместпĕр, - терĕ пăшăрхануллăн.

Хăрушă хыпар

Таиç çемьере асли пулнă. Çавна май шăллĕсемпе йăмăкне астунă: апатлантарнă, тумтирĕсене çуса сапланă.

Яковлевсем икĕ чÿречеллĕ çенĕксĕр çуртра пурăннă. Пÿрчĕ кивĕскер кăна пулнă, çапах кăмака ăшшине çил ачисем илсе тухса каяйман.

- Кунта сирĕн патра аван. Пирĕн авă пÿлĕмре витрери шыв та шăнать, - тесе кÿршĕ-аршă ларма каçнă.

Пĕр кунхине тăван-пĕлĕш Таиç ашшĕне салтака ăсатма пухăннă. Пурте Яккăва каялла тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитме пил панă. Çулталăкри Рита ашшĕ тавралла хăй чĕлхипе тем пуплесе чупкаланă.

- Ах, Турă! Ахаль те пурнăçĕ йывăр. Малашне ачасемпе çеç епле пурăнмалла? - куляннă Таиç амăшĕ чун-чĕререн.

- Кирек епле пулсан та тĕпрен-чĕкĕмĕрсене фермăна ĕçлеме ан яр. Хăвах пĕлетĕн, выçăпа ĕнесем, лашасем вилеççĕ. Уншăн выльăх пăхакана тÿлеттереççĕ. Айăпсăртан укçа тăкакламалла-и? - тенĕ мăшăрне Якку.

Кайран, вăхăт иртсен, Таиç амăшĕн-чен çапла ыйтнă:

- Анне, салтак тени мĕн-ши вăл? - тесе кăсăкланнă.

Асли кĕçĕннине тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарнă.

- Апла атте киле таврăнатех! - савăнăçлăн сиккеленĕ хĕрача.

Таврана хăрушă хыпар сарăлнă. Вăрçă пуçланнă! Арçынсене кашни кун фронта ăсатма тытăннă. Хĕрарăмсемпе ватăсем тÿсмелле мар куляннă.

Пĕр кунхине Таиç амăшĕ, сăнран улшăннăскер, пÿрте кĕрсе тăнă.

- Тата мĕн курмалли юлчĕ-ши? Хĕрсене те вăрçа илсе кайма тытăнчĕç-çке, - тесе сак çине лаках ларнă.

Амăшĕн йăмăкне, çирĕм пĕррери Нинăна, фронта ăсатнă иккен. Повестка килнĕ. Чи кÿренмелли - пикене пуян çын хĕрĕ вырăнне салтака янă. Почтальонкăра ырми-канми тăрăшакан Нина пурне те ырлăх-сывлăх сунса тăван тăрăхран тухса кайнă.

Хăçан тăраниччен çийĕпĕр?

Пĕрремĕш класа çÿреме тытăннă Таиç. Çамрăк вĕрентекен, Людмила Лаврентьевна, темăна аван та тĕплĕн ăнлантарнă. Ачасем тетрадь çукран кивĕ кĕнекесем çине çырнă. Урок хыççăн вара вăрмана васканă. Юман çăпанĕ пуçтарнă. Тутăхнă пăта ярса чернил хатĕрленĕ вĕренекенсем.

Хĕрача килте те ахаль ларайман. Кăмака хутма катаран вутă йăтнă. Кунне улттă хутлани те пулнă.

Пĕр кунхине амăшĕ ĕçрен час таврăнайман. Квас чусти хăпарса тăкăнма тытăннă. Таиç нумай шухăшласа тăман, ăна çăрма пуçăннă. Кайран Варвари аппăшĕ патне чупнă.

- Атя-ха пирĕн пата, çăкăр пĕçерес-шĕн те эпĕ, - ăнлантарнă пĕчĕкскер.

- Ачам, савăт тĕпĕнчи чустана çаплипех хăварнă эсĕ, - тесе хайхискер çанă тавăрса ĕçе тытăннă.

Çакăн хыççăн хĕрача ырă шăршăллă çăкăр пĕçерме вĕреннĕ.

Мăйăр пулса çитсен вара Таиç вăрмана çул тытнă. Йывăçсен хушшинче шăппăн, пĕр сас-чÿ кăлармасăр çÿренĕ. Асăрхануллă пулмасан уй-хир, вăрман сыхлавçисем самантрах çимĕçе туртса илнĕ.

- Эх, хăçан тăраниччен мĕн те пулин çисе курăпăр-ши? - тесе ассăн сывланă выçă çамрăк.

 

Ĕне туянни

Амăшĕ ачисемшĕн тăрăшса кунне- çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Çуркуннесерен алă вĕççĕн тырă акнă, кĕркунне çурлапа вырнă. Тĕпренчĕкĕсем те пĕрле вăй хунă, çапах пурнăçа çăмăллатайман.

Ялта халăхран куланай пуçтарнă. Çулталăкра патшалăха 40 кило какай, сĕт, шăратнă çу панă кашниех. Парăм пуррисен выльăхĕсене картишренех çавăтса тухса кайни пулнă. Яковлевсем вара ку тĕлĕшĕнчен шар курман. Кĕçĕннисем аслисем мĕн хушнине вăхăтра пурнăçласа пынă. Пĕр каçхине вĕсен ĕни вилсе выртнă... Амăшĕ куляннă. Хурлăх тÿс- нĕ хĕрарăм çăлăнăç тупнах. Икĕ пĕчĕк пăрушне сутса пăру туяннă.

- Хам пурăннă чухне ачамсене выçă лартмастăпах! - тенĕ вăл картише Машука çавăтса кĕрсен.

 

Тăвансем таврăнсан...

1945 çул. Пирĕннисем фашистсене тĕппипех çапса аркатнă. Яла кулленех фронтовиксем килме тытăннă. Таиç ашшĕ тăван тăрăха таврăнайман, пĕр йывăр çапăçура пуçне хунă вăл.

Нина аппăшĕ вара тĕрĕс-тĕкел, кăкăр тулли орден-медальпе çитнĕ. Кашни тăванне пĕрер тутăр парнеленĕ. Паттăр пике вăрçă пурнăçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Таиç те унăн сăмахĕсене тимлĕн итленĕ.

- Аттене нимĕçсем пĕр шелсĕр вĕлерчĕç-ши? Аппа епле хăрушă пулăмсем пирки аса илет те, - шухăшланă хĕрпĕрчи кулянса.

Кăштахран ашшĕн шăллĕ те салтак-ран таврăннă. Вăл Германире службăра пулнă. Темĕн тĕрлĕ кучченеç илсе килнĕ. Анчах Таиç кил-йышне кăмăлтан пĕр чĕлĕ çăкăр та паман.

- Эх, ĕнтĕ арçынсăр хĕрарăм текехрен кама кирлĕ? - тесе куляннă амăшĕ.

 

Сехет йĕппи — хыр йĕппи мар...

Вунулттă тултарсан Йĕпреçе вăрман касма янă. Пĕррехинче ĕç вĕçленсен киле пуçтарăннă халăх. Утсан, утсан çухалса кайнă вĕсем. Пурте шăннă. Çÿресен, çÿресен çул çине тухнă та Красноармейски еннелле утнă.

- Эх, пуян çын ачисем ăшă пÿртре рехетленеççĕ пуль, эпир вара нуша курса çÿретпĕр, - тесе ÿпкевлĕн калаçнă.

Хĕр шутне кĕрсен Таиçе паспорт паман.

- Ĕçлеме ÿркенместĕн. Колхозра тăрăшакансем те кирлĕ, - тенĕ ăна.

1954 çулхине килĕшÿпе Шупашкара стройкăна кайнă. Кирпĕчсене унта урапапа турттарнă, Таиç те арçынсемпе пĕр танах ĕçленĕ.

- Эсĕ йывăр ĕçре тар тăкнă пулас, - тĕлĕннĕ унран чылайăшĕ.

Пултаруллăскер Красноармейски районĕнчи Именкассинче çул тунă çĕрте те тăрăшнă: наçилккапа хăйăр, вак чул, тăпра йăтнă.

Мускава торф кăларма кайсан Таиçе паспорт параççĕ, çакăн хыççăн Канаш районĕнчи кирпĕч заводĕнче, Çĕрпÿре сÿс тылланă çĕрте тăрăшнă. 1961-2000 çулсенче Шупашкарта стройкăра вăй хунă. Ĕçе юратса пурнăçланăшăн Таисия Яковлевнăна дипломсемпе, хаклă парнесемпе хавхалантарнă.

- Вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа никама та сунмастăп. Шел, аттесĕр ÿсрĕмĕр. Çапах ята ямарăмăр. Аннене пысăк тав! Тăватă ачине тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратрĕ. Хăй вара 96 çул пурăнчĕ. Тăнпах çÿретчĕ, калаçатчĕ. Ыратать тенине нихăçан та илтмен унран. Урине хуçрĕ те суранĕ сипленеймерĕ. Инкек сиксе тухман пулсан, тен, çĕр çула та çитетчĕ-и? - тесе Таисия Яковлевна хăй вăхăтĕнче амăшĕпе ÿкерттернĕ сăнÿкерчĕке темччен хурлăхлăн пăхса тăчĕ. - Ĕнтĕ хам та, вăрçă ачи, сакăр теçетке урлă каçрăм. Вăхăт шăвать çав, вăхăт шăвать. Сехет йĕппи вăл - хыр йĕппи мар, ăна чарас тесе хуçса пăрахаймăн...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.