Комментари хушас

5 Пуш, 2015

Пĕрремĕш кĕнеке пепке пекех...

Иртнĕ эрнере тĕп хуламăрти Ача-пăча тата çамрăксен вулавăшĕ библиотекарьсемпе çыравçăсене, учительсемпе вĕренекенсене, артистсемпе журналистсене пысăк уява пуçтарчĕ. Мĕн сăлтавпа-ха? Паллах, кĕнеке çуралнă кунне паллă тума! Хăнисем вара пурте - вулава парăннă çынсем.

Çĕнĕ пепке «Çамрăк юлан утçă» ятлă, ăна кун çути парнелекенĕ вара - Ара Мишши. 1000 экземплярлă тиражпа тухнă кăларăм редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Владимир Гончаров. Кĕнекене вунă калав кĕнĕ: «Кашкăрпа тĕл пулни», «Çĕрĕк пан улмисем», «Ăнман кĕтÿçĕ», «Макçăм аслашшĕ», «Çамрăк юлан утçă», «Пĕчĕк повар», «Тăрăшуллă вĕренекен», «Пурнăçланайман ĕмĕт», «Иккĕмĕш çăкăр», «Кăткăс ыйту». Вĕсенчи тĕп сăнар - Макçăм ятлă арçын ача. Вăл ялта пурăнать, ытти тантăшĕ-сем пекех шкулта вĕренет, аслисене пулăшать. Пур ĕçе те типтерлĕ, тăрăшса пурнăçлать. Тĕрлĕ ĕмĕтпе çунатланать ача. Ан тив, пурте, тен, пурнăçланаймĕç, анчах ырри патне ăнтăлни, пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿсни, çăкăр хакне пĕлни паха.

Макçăм шухăшĕсемпе ун таври ĕç-пуç урлă автор ялти пурнăçа, вырăнти халахăн терчĕпе-нушине, телейĕпе-савăнăçне тĕрĕс те ĕненмелле сăнласа парать. Çыравçă хăй те ялтан тухнă-çке-ха. Михаил Николаевич Краснов (литературăри псевдонимĕ - Ара Мишши) Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте çуралнă. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вун пилĕк çул хушши Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинче министр çумĕнче тата этноконфесси хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕнче вăй хунă.

«Çамрăк юлан утçă» кĕнекене халалланă уява «Катюша» хореографи ушкăнĕ (Шупашкарти «Росток» ача-пăча пултарулăх центрĕ) уçрĕ. Хĕрсен çаврăнăçуллă та илемлĕ ташши вулавăша пуçтарăннисен кăмăлне çĕклерĕ. Ара Мишши кăларăмпа паллаштарнă май кашни калав çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Хăйне мĕнлерех ыйтусем хумхантарнине, çамрăк вулакансем патне мĕнлерех шухăш çитерме палăртнине пĕлтерчĕ. Ольга Иванова, пĕтĕмĕшле, редактор ĕçĕ пирки каласа пачĕ, пурне те çĕнĕ кĕнекене алла тытса пăхма сĕнчĕ. Хайлавсенче автобиографилле самантсем пурри пирки те систерчĕ вăл.

Хăш-пĕр шкулсенче калавсене урокра вуласа сÿтсе явма та ĕлкĕрнĕ-мĕн. 12, 28 тата 49-мĕш шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем автора пысăк тав сăмахĕ каларĕç. Михаил Николаевича çавăн пекех Альбина Юрату сăвăç, журналист, Андрей Кузнецов чăваш эстрада юрăçи, Чăваш наци конгресĕн членĕ, Надежда Осипова Чăваш кĕнеке издательствин PR-специалисчĕ, Раиса Терентьева Раççей Федерацийĕн халăх çутĕç отличникĕ, педагог-ветеран саламларĕç. Раиса Терентьевна кĕнекене вырăсла куçарма сĕнчĕ. Унăн шухăшĕпе пурте килĕшрĕç.

«Çамрăк юлан утçă» - Ара Мишшин пĕрремĕш кĕнеки. Автор ачасене çĕнĕ хайлавсемпе савăнтарасса шансах тăратпăр. Эппин, пултарулăх çăлкуçĕ ан иксĕлтĕр, ĕç хавхалану кÿтĕр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.