Кун хыççăн кун. Кăрлач 30
«Йĕлтĕр йĕрĕ» старт илет
Вырсарни кун нарăсăн 2-мĕшĕнче Чăваш Енре «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту старт илет. Çĕр-шыври чи пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕ пирĕн республикăра 10-мĕш хут иртĕ.
ЧР Физкультурăпа спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕр Чăваш Енри чупăва 48 пин çын хутшăннă, тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» паркри тĕп старта 12 пин йĕлтĕрçĕ тухнă. Юлашки вăхăтра Пĕтĕм Раççейри спорт уявне миллион ытла çын хутшăнать. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа спортпа туслаштарас тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелекен йăлана кĕнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу кашни район-хулара иртĕ. Ăмăртура яланхи пекех предприяти-организаци, влаç органĕсемпе ведомствăсен ертÿçисем VIP-чупăва тухĕç, 20 çултан кĕçĕнрех яшсемпе хĕрсем - 5, арçынсемпе хĕрарăмсем 10 км ăмăртĕç. Профессионалсемпе спорта юратакансем, ветерансемпе ачасем те уйрăм ушкăнра тупăшĕç.
А.МИХАЙЛОВ.
Культура вучахĕ хĕмлентĕр
Культура çулталăкне халалласа Элĕкри тĕп библиотекăра «Культура вучахĕ хĕмлентĕр ялан» кĕнеке куравĕ уçăлнă.
Раççей культури тĕрлĕ енлĕ те пуян. Акă И.Кондаковăн, Д.Лихачевăн, Ю.Лотманăн тата ытти паллă ăсчахăн ĕçĕсем вырăс культурин кун-çулĕпе туллин паллаштараççĕ. Уйрăмах Ю.Рябцевăн пирĕн çĕр-шыв культурин пин çул каяллахи аталанăвне сăнлакан кĕнеке вулакансемшĕн кăсăклă.
Тăван ен культури çинчен «Развитие культуры Чувашии», «Чувашия: история и культура», «Мир чувашской культуры», «Культура чувашского края» кăларăмсенче тĕплĕн çырса кăтартнă, çавăн пекех В.Сбоев, А.Ефимов, Н.Муратов, Д.Мадуров кĕнекисенче чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, уявĕсемпе, ал ăсталăхĕпе, ÿнерĕпе паллашма май пур. «Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки» ярăмпа кун çути курнă кăларăмсем те пурин кăмăлне тивĕçтерĕç.
О.МАСЛОВ.
"01" вырăнне - "101"...
Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа васкавлă службăсене "101", "102", "103" тата "104" номерсемпе шăнкăравламалла. Çак улшăнусем РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕреççĕ.
Виçĕ цифрăллă номерсем çине тапхăрăн-тапхăрăн куçма палăртнă. Малашне эпир пурте лайăх пĕлекен номерсем çумне малтан 1 хушмалла. Тĕслĕхрен: пушар службине тата МЧС органĕсене шăнкăравлас тесен "101" пусмалла, полицие чĕнмешкĕн - "102", васкавлă медицина пулăшăвĕ кирлĕ чухне - "103", авари газ службине - "104". Пĕрлехи çăлав службин номерĕ малтанхи пекех юлать: "112". Çак номерпе стационар тата карас телефонĕсенчен те шăнкăравлама юрать.
Çĕнĕ тытăм çине хăçан куçасси карас çыхăнăвĕн операторĕсем техника тĕлĕшĕнчен хатĕрленсе çитнинчен килет. Ку ĕçе вĕçличчен малтанхи "01, "02", "03", "04" номерсене те пăрахăçламаççĕ.
И.БЕЛОВА.
«Фитнес-аэробика - пĕчĕккисем валли»
Çак ятпа Шупашкарти 108-мĕш «Юмах» ача садĕнче проект пурнăçланать. Музыкăпа ритмика занятийĕсенче хĕр ачасем ташлама вĕренеççĕ тата аэробика уйрăмлăхĕсене ăша хываççĕ.
ЧР фитнес-аэробика федерацийĕ (президенчĕ - Оксана Вербина) пулăшнипе пурнăçланакан проекта ача садĕнчи физкультура инструкторĕ К.Сергеева ертсе пырать. Нумаях пулмасть пĕчĕк пикесем хулара иртнĕ спорт уявĕнче хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă. Аэробикăра пуçламăш утăм тăвакан çамрăк спортсменсене йĕркелÿçĕсем тĕрлĕ парнепе хавхалантарнă. Вĕсен вĕрентекенне, «Профи-аэробика» номинацире палăрнăскере, Хисеп хучĕпе тата медальпе чысланă. Кăшт ăсталăх пухнă хыççăн çитес çул маттур ачасем ăмăртусене хутшăнас тĕллевлĕ.
Е.АНДРЕЕВ.
Мандаринпа кăна çырлахман
Шупашкарти павильонсенчен пĕрне каçа хирĕç çамрăк çын кĕнĕ. Мандарин туяннă. Анчах тухса кайма васкаман...
Сутуçă тепĕр çынна таварпа тивĕçтернĕ май ун çине пăхса тăман çав ĕнтĕ. Çак самантпа усă курса йĕкĕт сĕтел урлă кармашса сутуçă саппунĕн кĕсйинчен укçа хутаçне кăларса илнĕ. Унта вара кунĕпе тавар сутса пухăннă 15 пин тенкĕ пулнă.
Çамрăк çын тулалла васканă. Сутуçă - ун хыççăн. Çăмăл машина патне пырса тăнă йĕкĕте укçана тавăрса пама хушнă. Лешĕ аптраса ÿкмен, хĕрарăм еннелле утнă. Сутуçă, паллах, шикленнĕ, лавккана тарса кĕнĕ, унтан полицие шăнкăравланă. Вăрă йĕркелĕх хуралçисем килессе кĕтсе тăман, машинине хăварсах тарнă. Пакунлисем автомобиль патĕнче засада та йĕркеленĕ - çук, йĕкĕте кĕтсе илеймен.
ВАЗ хуçине темиçе кунран килĕнче тытса чарнă. Шупашкар районĕнчи ял çамрăкĕ иккен. Шар курнă сутуçă ăна палласа илнĕ. Вăрланă укçана та тупнă. Чăн та, пĕтĕмпех мар, 10 пин тенкĕ çеç юлнă, ыттине йĕкĕт тăкаклама ĕлкĕрнĕ.
К.АНТОНОВ.