Комментари хушас

27 Нарăс, 2015

Джоконда

Леонардо да Винчие хăй ÿкернĕ «Джоконда» картина шар кăтартнă имĕш. Ăна çеç мар, ытти çынна та сиен кÿнĕ вăл. Мĕнле майпа? Картинăра сăнланнă хĕрарăм кам?

С.АРСЕНТЬЕВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Чăнах та, Леонардо да Винчин «Джоконда» ĕçĕ чухлĕ нихăш картина та шăв-шав çĕклемен-тĕр. Ăсчахсем, искусствоведсем, историксем картинăра кам сăнланнине халĕ те татăклăн палăртаймаççĕ. Уйрăмах хĕрарăмăн кулли вун-вун ыйту çуратать.

Картинăна тухтăрсем те тĕпченĕ. Юлашкинчен вĕсем хĕрарăм темĕнле чирсемпе асапланнине, çавна май пулакан мимика хусканăвĕсем çынна кулнă пек кăтартнине палăртнă. «Джоконда» çинчен пин-пин кĕнеке çырнă, çĕр-çĕр фильм ÿкернĕ, ăслăлăх тата тĕпчев статйисем пичетленĕ.

Леонардо пек генисене çутçанталăк малтан та, кайран та тек çуратман. Ăсчах тата живописец, естествоиспытатель тата философ, механик тата астроном, физик тата лирик... Нумай енлĕ пултарулăх пĕр чăмăра пĕрлешнĕ. «Джокондăн» вăрттăнлăхĕн пĕр пайне XX ĕмĕрте уçса пама май килнĕ. Леонардо картинăна сфумато техникипе усă курса ÿкернĕ. Мона Лизăн вылянчăк кулли çак ăсталăхăн хăйнеевĕрлĕхĕ пулса тăрать те ĕнтĕ. Сисĕнмесĕр куçса пыракан тĕссене пула хĕрарăм е ачашшăн, е мăнаçлăн кулнă пек туйăнать.

«Джокондăн» тепĕр хăйнеевĕрлĕхĕ - картина таврари çынсене витĕм кÿни. Çак тĕлĕнтермĕше тахçанах асăрханă. Чи малтан живописец хăй шар курнă. Пĕр картинăпа та вăл çакăн чухлĕ вăхăт ĕçлемен. 54х79 виçеллĕ ÿкерчĕке кун çути кăтартас тесе вăл тăватă çул, 10000 сехетрен кая мар ĕçленĕ. Сывлăхне вăйлă хавшатнă. Апла пулин те картинăна çырса пĕтереймен. Унран пĕр самант та уйрăлман вăл, хăть ăçта та пĕрле илсе çÿренĕ. «Джоконда» вара художникĕн вăй-халне туртнă та туртнă. Картинăпа ĕçлеме пăрахнă хыççăн виçĕ çултан Леонардăн сывлăхĕ питĕ хăвăрт хавшанă, нумаях та пурăнайман, çĕре кĕнĕ.

Инкек-синкек картинăпа çыхăннă çынсене пурне те тенĕ пекех шар кăтартнă. Пĕрисем каланă тăрăх - ÿкерчĕкре Флоренци улпучĕн арăмĕ Лиза Герардини сăнланнă. Художник ун çине пăхса тăватă çул ĕçленĕ. Çакăн хыççăн 28 çулти хĕрарăм сарăмсăр вилнĕ. Упăшки те туй хыççăн нумай пурăнайман. Еркĕнĕ Джулиано Медичи ÿпке чирĕпе çĕре кĕнĕ. «Джокондăран» çуралнă ывăлне наркăмăш парса вĕлернĕ.

Халĕ те историксем картина çынсене сиенлĕ витĕм кÿнине çине-çинех палăртаççĕ. Чи малтан çакна Лувр /картина унта упранать/ ĕçченĕсем асăрханă. Вĕсем картина умĕнче чарăнса тăракансем тăнсăр пулса ÿкнинчен тĕлĕнме пăрахнă ĕнтĕ. Музей чылай вăхăт ĕçлемен чухне Мона Лизăн пичĕ-куçĕ тĕксĕмленет иккен. Ун çине пăхса тăракансем йышлансан вара картина чĕрĕлет, çуталса каять, хĕрарăмăн кулли те вăйлăрах палăрма пуçлать.

«Джокондăпа» çыхăннă тĕлĕнтермĕшсем çакăнпа кăна вĕçленмеççĕ-ха. Ыттисем пирки - çитес номерте.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.