Комментари хушас

27 Нарăс, 2015

Ял çынни никама та кирлĕ мар-шим?

Сирĕн пата Комсомольски районĕнче Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсем ыйтнипе çыратăп.

Ĕлĕк пирĕн Шурут ял больницинче темиçе уйрăм та пулнă: хирурги, терапи, инфекци уйрăмĕ - пĕр сăмахпа каласан, хальхи район больницинчен те чаплăрахчĕ. Ĕлĕкхи больницăна хупса унчченхи ача садне куçарчĕç. Малтан унта чирлĕ çынсем выртса та сипленме пултаратчĕç. Васкавлă пулăшу машинисем те пурччĕ. Халĕ вара çултан çул çак больницăна «пĕчĕклетсе» пыраççĕ. Васкавлă пулăшу машинисене района куçарчĕç. Район центрĕ пирĕнтен 25 çухрăмра вырнаçнă. Халĕ чылай чухне васкавлă пулăшу машинисем вăхăтра çитеймеççĕ. Ватă çын аптăрасан та килмессе пултараççĕ. Хамăрăн транспорт шырама тивет. Васкавлă медицина пулăшăвĕ вăхăтра парайманнине пула çын пурнăçĕ татăлнă тĕслĕх те сахал мар.

2013 çулта стоматологи пÿлĕмне хупрĕç. Пĕр пухура шăл тухтăрĕ çинчен ыйту хускатсан район больницин тĕп врачĕ: «Ĕçлекен çук, эсир район центрĕнчен инçе пурăннăшăн эпир айăплă мар», - терĕ.

Малтанхи вăхăтра Шурут больницинче виçĕ сестра ĕçлетчĕ, лаборантка та пурччĕ. Ик-виçĕ çул каялла лаборанткăна та района куçарчĕç. «Сокращени ырăлăхне» пула сестран та урăх вырăнта ĕç шырама тиврĕ. Халĕ больницăна кайсан тĕлĕнсе ларатăн: пĕр сестра 2-3 çын ĕçне пурнăçлать. «Три в одном» тени çакă пуль ĕнтĕ вăл!.. Мĕскĕн сестрасем мĕнле чăтаççĕ-ши? Тата вĕсен чирлĕ çынсем патне ял тăрăх çÿремелле вĕт-ха!

Ку кăна та мар. Больницăра педиатрпа ача-пăча медсестри ĕçлетчĕç. Халĕ пĕчĕккисемпе те район центрне çÿремелле те çÿремелле тени хăлхана кĕчĕ. Ача-пăчана сиплекенсене те район больницине куçарас шухăшлă мар пулĕ те пуçлăхсем? Çак улшăнусем пире, ял çыннисене, питĕ хумхантараççĕ. Мĕншĕн ял çыннисен пурнăçне ялан хĕсеççĕ? Çакăн пекех пулсан çитес вăхăтра Шурут больницине пĕтĕмпех хупса хураççĕ пуль. Ялта ытларах ватăсем пурăнатпăр. Чылайăшĕн ачисем инçетре пурăнаççĕ е пачах çук. Ялти больницăна майĕпен кăштăртатса çитме пулатчĕ-ха. Ăна вуçех хупса лартсан чирлĕ çынсен мĕнле пурăнмалла? Нивушлĕ ялсенчи сиплев учрежденийĕсене тытса тăма республикăн укçа-тенкĕ çук?

Вырăнти пуçлăхсем мĕн шухăшлаççĕ-ши? Депутатсем çак больницăна сыхласа хăварас тесе мĕнле ĕçсем тăваççĕ-ши? Юлашки çулсенче ытти ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем уçаççĕ, пирĕн патра вара чипер больницăна пĕтереççĕ. Ял халăхне хăçан çын вырăнне хурĕç?

Пире хумхантаракан ыйту татах та нумай. Кĕрхи, хĕллехи кунсем питĕ кĕске. Каçхине урампа утма хăрамалла. Тĕп урамра та сĕм тĕттĕм, трактор-машина çапса хăварсан е шуса ÿксе ал-урана хуçасран та шикленмелле - нимĕн те курăнмасть. Хулара кашни утăмра çутă çунать. Мĕншĕн ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатма нихăçан та укçа çук-ши?

Ял хушшинче пăру пысăкăш йытăсем çапкаланса çÿреççĕ, никама та нимĕн те кирлĕ мар. Район центрĕнче ĕçлекен ветеринар ялта йĕрке тăвас вырăнне ыттисене «тĕслĕх» кăтартать: хăйĕн йыттине нихăçан та кăкармасть. Çынсен пăшăрханăвĕ витермест пулас. Йытти çынсене тапăнать, çыртнă тĕслĕхсем те пулнă.

Вăт çапла пирĕн ял пурнăçĕ.

М.ВАСИЛЬЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.