Комментари хушас

26 Нарăс, 2015

Ĕçре те, вĕренÿре те хастар пике

Сивĕ хĕл çитет, çутă çу çитет,
Шухăш-ĕмĕт вĕт шав малалла.
Пар-ха аллуна, ман ташлас килет,
Мĕн пуласси пур - пурпĕр пулмалла.
Любовь Мартьянова.

Вунпĕрмĕш класра вĕренекен Настя Калинина пур çĕрте те хастар. Çапах та уншăн вĕренÿ пĕрремĕш вырăнта.

- Настя вăл пирĕн пĕртен- пĕрре! Унпа никам та танлашаймĕ. Республикăри олимпиада-ăмăртусенче те вăлах çĕнтерÿçĕсен йышне лекет. Ăслă та тавракурăмлăскер юрра-ташша та ăста. Нимĕнле уяв та пултаруллă пикесĕр иртмест. Аслă Çĕнтерĕве халалланă уявра сăвă вулакансен хушшинче те ăна çитекен пулмарĕ. Маттур вăл, пур çĕрте те ÿсĕмсемпе палăрать, - тет чăваш чĕлхине вĕрентекен Надежда Викентьевна Максимова хăпартланса.

Хастарлăхне кура ЧР Пуç-лăхĕн стипендине те тивĕçрĕ Настя.

- Маншăн кĕтменлĕх пулчĕ ку. Ара, кунашкал хисеп малашне те ÿсĕмсем тума пулăшĕ. Умра - анлă çул... Ĕнтĕ кашни кун ĕмĕт-шухăшпа пурăнатăп. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытса аслă шкула вĕренме кĕресчĕ. Хăвăртрах алла пĕрремĕш ĕç укçи тытса курас килет. Ун чухне аннепе аттене парнепе савăнтарăп. Халĕ пушă вăхăт сахалтарах. Экзаменсене çине тăрса хатĕрленетĕп, - тет вĕренÿ отличници Настя Калинина.

...Настя чĕринче хăватлă кĕвĕ янăраса кайрĕ. Шавларĕç, кĕрлерĕç шалта, чун тĕпĕнче... Ку кĕвĕ ăна пурнăçра ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума йыхăрчĕ...

- Савăннă чухне çут-çанталăк та илемлĕ. Авă умра - йывăçсем... Кашни вулли çутçанталăк скульптури. Тĕрлĕрен юмахри тĕлĕнтермĕш кĕлеткесене сăнарлаççĕ вĕсем. Тĕнче илемĕ - ĕмĕрлĕх япала! Ах, мана та çак илем пурнăçра хавхалану парнелетĕрччĕ, - терĕ Настя тавралăха тинкернĕ май.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Канаш хули,

11-мĕш шкул.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.