Комментари хушас

26 Нарăс, 2015

Йывăç – тымарĕпе, этем сывлăхпа çирĕп

Чăвашсем мĕн ĕлĕкрен сывлăха упрама тăрăшнă. Вăрман, уй-хир, хуçалăх ĕçĕсене пĕтĕм вăй-халран тата чуна парса тĕплĕн пурнăçланă. Авалхи çынсем вăйлă, тĕреклĕ пулнă.

Юлашки вăхăтра пурнăçра тĕрлĕ улшăнусем пулса иртрĕç. Наукăпа техника, промышленноç аталаннă май этем сывлăхĕ те улшăнчĕ. Вăл çутçанталăкран аяккарах тăра пуçларĕ. Сывлăха çирĕп-летмелли тĕрлĕ майсене сивлетпĕр хăш чухне, вăрмансене тĕлли-паллисĕр касатпăр, ÿсен-тăрана пĕтерсе пыратпăр. Этем заводсемпе фабрикăсем кăларакан тĕтĕмпе сывлать, ют çĕршывран илсе килнĕ апат-çимĕç туянать, тĕрлĕ чир- чĕрпе чирлет. Сывлăхпа çыхăннă çивĕч ыйтусене этемлĕхе пĕр çын пек кар тăрса шырама хистеççĕ. Çитĕнекен ăру пур енлĕн аталанасси вĕсен ашшĕ-амăшĕнчен те, вĕрентекенсенчен те, патшалăхран та килет.

Çамрăк ăру - пирĕн шанчăк, пуласлăх. Кашни çемье ачана йĕркеллĕ ÿстерессишĕн тăрăшать. Вĕсене вăй-халлă, çирĕп сывлăхлă пулма вĕрентсе пырасси - пирĕн тĕп тĕллев.

Пирĕн те, педагогсен, тĕп тĕллев - çамрăксен сывлăхне упрасси, çирĕп-летесси. Вырăс шкулĕнчи ачасене чăваш чĕлхи программипе сывлăха упрас енĕпе ирттермелли уроксем пурри савăнтарать. Акă, сăмахран улттăмĕшсемпе çак темăсемпе уроксем ирттерме пулать: «Халĕ миçе сехет/», «Канмалли куна планлатпăр», «Хваттере тирпейлетпĕр», «Ăмăртмалла йĕлтĕрпе чупатпăр», «Сывлăхлă пулас килет-и/», «Сывлăх çинчен асаннепе калаçатпăр» тата ытти те.

Ачасене сывлăхлă пăхса ÿстерес ĕçе ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсем пĕр-пĕ-ринпе çыхăнса, тĕллевсем палăртса, вĕсене куллен пурнăçласа пырсан çеç ăнăçу пулать. Унпа вара сывлăх яланах пĕрле юнашар.

Сывă ача ахаль лармасть. Вăл яланах мĕн те пулин тăвать: шашка-шахматла вылять, йĕлтĕрпе ярăнать, велосипедпа чупать, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать. Спортпа туслă çыннăн сывлăхĕ те çирĕп. Çирĕплĕхе аталантарас тесен чăтăмлă пулмалла. Чăтăмлăх çитĕнÿ патне илсе çитерет те ĕнтĕ.

«Сывлăх - çур пурлăх» - тенĕ ваттисем. Ăна мĕн ачаран упрамалла. Сывлăхлă çын кăмăл-сипетрен тарават пулать, хăйне йĕркеллĕ тытать...

Çирĕп сывлăхлă пулас тесен кун йĕркине пăхăнмалла: каçсерен пĕр вăхăтра çывăрма выртса ирхине пĕр вăхăтра тăмалла. Тепĕр кун хăш вăхăт-ра мĕн тумаллине палăртмалла. Кил-çуртра, вĕренÿ заведенийĕнче тасалăхпа йĕркелĕх хуçаланмалла. Кун йĕркипе ĕç йĕркине çирĕп туслаштармалла. Тĕслĕхрен, сĕтел хушшинче 40-45 минут ĕçлесе ларнă хыççăн 10-15 минут канмалла. Эпир, вĕрентекенсем, шкулта канупа хускану саманчĕсене уроксенче пурнăçлатпăр. Шел пулин те, кил-йышра компьютер умĕнче ларакан ачана никам та çакна аса илтермест. Пĕчĕккисен те, пысăккисен те ансат гимнастикăпа е хусканусемпе туслашмаллах. Унсăр пуçне пÿлĕме тăтăшах форточка уçса уçăлтармалла. Ачасене ирсерен физзарядка тума хăнăхтармалла. Хусканусем хыççăн кĕлеткене нÿрĕ алшăллине сăтăрсан та усăллă.

Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă -

Физзарядка тумалла.

Пиллĕк, улттă, çиччĕ, саккăр -

Пирĕн пысăк пулмалла.

Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă -

Физзарядка тумалла.

Пиллĕк, улттă, çиччĕ, саккăр -

Пирĕн вăйлă пулмалла.

Ирхине ирех тăратăп.

Малтан вырăн пуçтаратăп.

Физзарядка та тăватăп.

Çÿç туратăп, çăвăнатăп,

Унтан хăвăрт тăхăнатăп.

Ашшĕ-амăшĕ те ачисемпе физкультурăпа спорт çынна пур енчен те йĕркеллĕ те тĕрĕс аталанма пулăшнине аса илтермелле. Вĕсене шкулти физкультурăпа спорт мероприятине хутшăнма хавхалантармалла. Спорт занятийĕ- сене ирттерме кирлĕ япаласем - йĕлтĕр, ролик коньки, велосипед, спорт тумĕ туянса памалла. Паллах, туянса панипе çеç çырлахмалла мар - унпа усă курма та вĕрентмелле. Шывра ишме пĕлни те сывлăха çирĕплетет.

Анчах та вăл е ку хăнăхтарăва пурнăç-ланă чухне пур правилăна та çирĕп пăхăнса пыма хушмалла. Сăмахран, 4-7 çулти ачасене йĕлтĕрпе 15-20 минут, шкул çулĕнчи кĕçĕн ачасене 30 минут таран, вăтам шкул çулĕнчи ачасене 1-1,5 сехет çÿретмелле. Аслă классенче вĕренекенсене канмалла кунсенче йĕл- тĕрпе ытларах çÿретме те ирĕк памалла.

Велосипедпа чупма, шывра ишме вĕрентнĕ, çавăн пекех тĕрлĕ мелпе кĕрешнĕ чухне те инкек-синкек пуласран ачасене куçран вĕçертмелле мар. Çул çинче çÿремелли йĕркене те аса илтермелле.

Ачасене хĕвелпе, уçă сывлăшпа тата шывпа усă курма хăнăхтармалла. Ку вĕсен шăм-шакне пиçĕхтерме, сывлăхне çирĕплетме пулăшать.

Ачасем шкулта çырнă «Спорт - манăн пурнăçра» сочиненирен илнĕ йĕркесем чуна пырса тивеççĕ: «Спорт пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, вăл сывлăха тата кăмăл-сипете çирĕплетет... Эпĕ виççĕмĕш çул шкулти йĕлтĕрçĕсен секцине çÿретĕп. Кĕркунне эпир тĕрлĕ хускану тăватпăр, футболла та, волейболла та вылятпăр. Организма пиçĕх-теретпĕр. Хĕлле вара кашни кун уроксем хыççăн йĕлтĕрпе чупатпăр.

Эпĕ йĕлтĕрпе ултă çултан пуçласа ярăнатăп. Ун чух мана атте пĕчĕк йĕлтĕр илсе панăччĕ. Эпир аттепе хĕлле час-часах ярăнаттăмăр.

Йĕлтĕрçĕсен секцине вунпилĕк арçын ача, вунă хĕр ача çÿрет. Пурте çирĕп сывлăхлă пуласшăн. Пирĕн команда тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать. Пĕрремĕш вырăнсене час-часах йышăнатпăр, хамăр çитĕнÿсемшĕн савăнатпăр.

Манăн туссем те, Димăпа Кирилл, спортпа туслă. Дима конькипе ярăнма юратать. Пирĕн девиз - «Хăвăн сывлăхна упра та çирĕплет».

Туссем, эсир те хăвăр сывлăхăра упрăр, çирĕплетĕр! Ан чирлĕр!»

Çакăн пек йĕркесен авторĕ спортпа чăнах та тусли куçкĕретех.

«Йывăç - тымарĕпе, этем сывлăхĕпе çирĕп», - тесе ахальтен каламан-çке.

Любовь КУДРЯВЦЕВА,

вĕрентекен.

Шупашкар,

19-мĕш шкул.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.