Комментари хушас

26 Нарăс, 2015

Тĕлĕнтермĕш куравра

Кĕçех Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитет. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи, унăн салтакĕсем çинчен ытларах пĕлес тесе Шупашкарти 12-мĕш шкулта 4-мĕш класра вĕренекен Анастасия Смеловăпа Евгений Угольников пирĕн хулари урам ячĕсене тĕпчеме шут тытрĕç: чăваш çĕрĕн паттăр ывăлĕсене - Совет Союзĕн Геройĕсене - халалланисем пур-и?

Ачасем пысăк ĕçсем туса ирттерчĕç: Наци библиотекинче кивĕ хаçатсемпе журналсен тĕркисемпе паллашрĕç, Шупашкар карттине тишкерчĕç, В.И.Чапаев тата Çар мухтавĕн музейĕсене çитсе курчĕç, хула администрацийĕнчен урам ячĕсене улăштарни çинчен çирĕп-летекен хутсене ыйтрĕç, Совет Союзĕн Геройĕсен ятне панă сакăр урама çитсе курчĕç, вĕренекенсене «Совет Союзĕн Геройĕсем - Чăваш Ен ывăлĕсем» анкета ыйтăвĕсене хутшăнтарчĕç.

Амăшĕсемпе Руслана Александровна Угольниковăпа Елена Ефимовна Смеловăпа пĕрле вĕсем çакна палăртрĕç:

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Шупашкартан 13632 çынна вăрçа чĕнсе илнĕ, унтан вара 8594 таврăннă*

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ?1941-1945 çç.% Чăваш Енĕн 65 ывăлĕ Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ*

- паянхи кун Шупашкарта 485 урам, вĕсенчен 40 яхăн урама 1941-1945 çулсенчи паллă пулăмсене е паттăрсен ячĕсене халалланă*

- анчах сакăр урамĕ çеç Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Геройĕсен ячĕсене илнĕ.

Вĕсем: А.Я.Анисимов, А.Н.Боголюбов, В.П.Винокуров, А.В.Кочетов, Ф.Н.Орлов, А.М.Осипов, М.А.Сапожников тата В.И.Уруков урамĕсем.

Февралĕн 12-мĕшĕнче, Наци музейĕн çуралнă кунĕнче, тăваттăмĕш «а» класс ачисем Людмила Салмина тата Зинаида Максимова вĕрентекенсем ертсе пынипе хăйсен тĕпчевĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕç. Музее вĕсем икĕ хуçланакан курав ?«Совет Союзĕн Геройĕсем» тата «Вĕсен ячĕсенче - истори страницисем»% тата вăрçă паттăрĕсене халалланă сакăр папка парнелерĕç.

Музей хăнисенчен пĕри, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Н.Г.Морозов хуçланакан кураври сăнÿкерчĕксенчен пĕринче хăйĕн командирне А.Н.Боголюбова палласа илчĕ. Ачасемшĕн ку чăн-чăн кĕтменлĕх пулчĕ. Хăйсен ĕçĕ курăмлă пулнишĕн вĕсем питĕ савăнчĕç! Тата, паллах, нумай шухăшласа тăмасăрах ветерана класс сехетне йыхравларĕç.

Илья КЛОЧКОВ сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.