Комментари хушас

25 Нарăс, 2015

Ултавçăсенчен сыхланăр!

Раççей потребнадзорĕн Чăваш Енри управленийĕн тĕп тĕллевĕ - апат-çимĕç пахалăхне тĕрĕслесси. Надежда Луговская ертсе пыракан коллектив республикăра пурăнакансен умĕнчи пысăк яваплăха туйни сисĕнет. Управлени ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçлама тăрăшаççĕ. Анчах потребительсене сутма юраман çимĕç пайтах. Потребнадзорта вăй хуракансем ăна туянмашкăн тăхтама, ултавçăсенчен сыхланма сĕнеççĕ.

Управлени 2014 çулта пахчаçимĕçе санитари-хими тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеме 2379 тĕслĕх илнĕ. Гигиена нормативне 13-шĕ тивĕçтермен /0,5%, 2013 ç. - 0,2%/, вĕсенче нитрат шайĕ кирлĕ виçерен иртнĕ. Наркăмăшлă элементсем гигиена нормативĕн шайĕнчех пулнă.

Физика-хими тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеме 2681 тĕслĕх илнĕ, 98-шĕ /3,6%, 2013 ç. - 3,2%/ - сиенлĕ.

«Пулă тата унран хатĕрленĕ çимĕç» кăтартăвĕ - чи япăххи - 28,1%. Тăварпа çăра пылак хутăшĕн тата нÿрĕк шайĕ кирлĕ виçерен пысăкрах пулнă.

Лабораторире шăнтнă пулла тĕрĕслесен глазурь нормативран 36,3% ытларах пулнине пĕлнĕ, çав шутра 7-рен 4-шĕ - ют çĕршывран кÿрсе килнĕскер.

«Сĕт юр-варĕ» ушкăнра белокпа çу шайĕ йĕркеллĕ мар. Туса кăларнă предприяти ятне палăртман тавар этикеткинче ÿсентăран çăвĕн хисепне улталаса çырнă. Çакă 464 тĕслĕхрен 34-шĕнче /7,3%/ палăрнă. Вăл шутра иккĕшне хамăр республикăра туса кăларнă, ыттине - урăх регионсенче.

Тĕрĕсленĕ аш-какайăн 3,1% ытлашши тăварлă тата унта нÿрĕк нормативра пăхнинчен нумайрах. Чĕрĕ аш кăшт пăсăлма пуçласанах ултавçăсем тăвара хĕрхенменнине пурте пĕлетпĕр.

15172 тĕрĕслевре микробиологи кăтартăвĕ пулăпа промышленноçпа çыхăнмасăр хатĕрленĕ сĕткенсĕр пуçне ытти ушкăнра 1,6 хут чакнă. Санитари тата потребитель правине хÿтĕлекен саккунсене пăснă 1500 ытла тĕслĕхпе тĕл пулнă. 1883 протокол çырнă, 1466-шне административлă майпа 5 млн ытла тенкĕлĕх штрафланă. Апат-çимĕç таварĕ сутнă чухне йĕркене пăснипе çыхăннă 500 ĕçе суда панă. Упрамалли вăхăчĕ иртнĕрен 4 тонна апат-çимĕçе сутма чарнă.

Кăçалхи январьте надзор 2014 çулта тĕрĕсленĕ апат-çимĕç пахалăхĕн кăтартăвне федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕпе Геннадий Федоровпа, ЧР ĕç тăвакан влаç органсен ертÿçисемпе иртнĕ координаци канашлăвĕнче, ЧР апат-çимĕç рынокĕнчи хаксене мониторинг тăвакан, вĕсем улшăннине хăвăрт палăртса тивĕçлĕ ĕç пурнăçлакан штаб ларăвĕнче, ЧР Пуçлăхĕ кашни эрнере ирттерекен канашлура тишкерсе сÿтсе явнă.

В.КУДРЯШОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.