Комментари хушас

19 Нарăс, 2015

Раççей Перекет банкĕ компенсаци тÿлет

Совет вăхăтĕнчи сберкнижкăран укçа илме пулать-и? Мĕнле йĕркепе.

Рая ИВАНОВА.

Вăрмар районĕ.

Раççейĕн Финанс министерстви СССР Перекет банкĕнче уçнă кĕнекесемпе халĕ те укçа илме май пуррине пĕлтерет. СССР чухне пуçтарса кассăна хывнă укçашăн компенсаци парассипе Раççей 2021 çулччен татăлса пĕтесшĕн. Тÿлев коэффициенчĕ 4,1 виçепе.

Енчен те вкладчик 2012 çулччен компенсаци илнĕ пулсан вăл урăх компенсаци илме пултараймасть. Кунашкаллисемпе Раççей Перекет банкĕ татăлнă тесе палăртать. Енчен те Перекет банкне хывнă укçана 1992 çултан 2012 çулчченхи тапхăрта хупнă пулсан хăвăр пурăнакан вырăнти - администраци тăрăхĕнчи - Перекет банкĕн уйрăмне кайса компенсаци пама ыйтса заявлени çырмалла. Перекет банкĕнчи вклад халĕ те пур пулсан, анчах çак вкладăн кĕнеки çук пулсан /тĕслĕхрен, çухалнă/ вкладчик хăйĕн тăрăхĕнчи Раççей Перекет банкне перекет кĕнекине шыраттарса çĕнетесси çинчен ыйтса заявлени çырмалла. Çав кĕнекене çĕнетсен /восстановление/ тÿлеве илес йĕркене пăхăнса компенсаци илме май пур.

Хисеплĕ вулаканăмăр! Сирĕн çыруран эсир компенсаци илни паллă. Анчах йăлтах мар пулас. Çавăнпа, енчен те сирĕн СССР Перекет банкĕн кĕнеки пур пулсан /е çухатнă пулсан та/ хăвăр районти Раççей Перекет банкне кайса тĕплĕн тĕрĕслеттермелле. Банк ĕçченĕсем сирĕн вклад пуррине е çуккине, сирĕнпе хăçан татăлнине ăнлантарса пама тивĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.