Ĕçченĕн кĕреки пушă мар
Сиккелесе чупать «Олимпиада», мăш-мăш тăвать «Сочи»
"Раççейре хĕллехи Олимпиада пуçланнă кун куман качаки икĕ путек пăранласа панă. Вĕсем валли ят шырать хайхискер. Ара, мĕн пуçа ватмалла? Пĕри - Олимпиада, тепри Сочи ятлă пултăр терĕм", - каласа парать Алманчă ял тăрăхĕн ?Патăрьел районĕ% пуçлăхĕ Георгий Михайлович Фомин. Пĕлтерĕшлĕ ятсем тупса панăран-ши кумăшĕ "Олимпиадăна" Фоминсене парнеленĕ. Унччен малтан качакана юратсах кайманнине тунмасть Георгий Михайлович. Анчах пĕрремĕш хут витене кĕрсен качака путекки ун çумне тăрса мăшлатнă та арçыннăн чунĕ çемçелнĕ. Иккĕмĕш хутĕнче хăйне курсан çĕнĕ выльăх тринкки-тринкки сиккелесе чупнă. Тата ытларах кăмăллама пуçланă ăна кил хуçи.
Алманчăсем качакана хисеплеççĕ. Кутăн, тиркевлĕ, чăркăш выльăх вырăнне хунă пулсан йышлă усрамĕччĕç. Кунашкалах пулсан качака шучĕ ялта, тен, сурăхăннинчен те иртĕ.
Кунти халăх йышлă выльăхсăр пурăнма хăнăхман. Ĕлĕкренпе пурнăç улшăнман темелле. Акă Ираида Алексеевна Карсаковăн çемйи вырăнти ялхуçалăх предприятийĕнче тăрăшсах тата выльăх усраса таса уйра çурт çĕкленĕ. Çулсерен 5-шер сысна ами çăвăрлаттарнă. Сакăр çул пĕр татăлмасăр икшер ĕне тытаççĕ. Пăрăвĕсем те пур. Хур, кăвакал, кăркка тепĕр чух 100 пуçа та çитет.
Вĕсене тăрантарма апат пайтах кирлĕрен хăйсен çĕр пайĕсене çемье хуçалăха арендăна панă. Çакăншăн тырă, утă-улăм илет. Пысăк лаптăк çинче техникăсăр ĕçлеме йывăр. Карсаковсем лашапа усă кураççĕ. Ял тăрăхĕн çĕрĕ çинче унпа хăйсем тăрăшаççĕ.
Лашана вĕсем нимĕнле тракторпа та, мотоблокпа та улăштармаççĕ. Кăмăл пулсан техника туяннă пулĕччех ĕнтĕ шухăшларăм кил хуçи хĕрарăмĕ трактор туянма хулăн укçа кирлĕ тесен. Карсаковсем пĕлтернĕ тăрăх - лаша çумĕнче пĕр çын пулсан укçа тума пулать. Чĕлхесĕр янавар нихăçан та ĕçсĕр тăмасть. Хăйĕн хакне кăларать. Ахальтен-и ялта лаша усракансем татах пур.
Карсаковсем пек икĕ-виçĕ е ытларах та ĕне тытакан йышлă. "Зоя Волкова, Сергей Осипов, Владимир Павлов, Валерий Петров, Андрей Пахомов, Герман Фомин...", - пÿрне хуçса шутлама тытăнчĕç ял тăрăхĕн администрацийĕнче. 124 килхуçалăхĕнче ĕне усраса пурнăç тытса пыраççĕ. Андрей Пахомов акă паян кун та 4 ĕне усрать.
Чăх çăмартине эпир пурте хăнăхнă, Алманчăсем вара цесаркăннипе те усă кураççĕ-мĕн. Çăмарти шултра та усăллă, кайăкĕ те илемлĕ, кил картишре утса çÿренине сăнама кăмăллă. Петр Иванов, Андрей Петров, Владимир Павлов çемйисем цесаркăпа çывăх туслашнă.
Выльăх усрасах ял çыннисем ачисене хулара вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Мĕнле тетĕр-и? Килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредит илеççĕ. Унпа, калăпăр, вăкăрсем туянса самăртаççĕ. Кĕркунне темиçе çĕр пинлĕх сутса укçа тăваççĕ те хулара е пÿлĕм, е хваттер туянаççĕ.
Ăшши тарсан хăваласа кĕртеймĕн
"Кун пек ял пĕтесси патне çитсе тухмăпăр-ши?" - ыйтатăп Ираида Алексеевнăран. "Унашкал калас килмест, анчах юлашки вăхăтра çамрăксем яла юлманпа пĕрех. Çĕр ĕçĕнчен хăраççĕ, кахалланаççĕ теместĕп. Хулара аталанма майсем ытларах", - тет вăл.
Йăпăртлăха пирĕн пÿлĕме кĕнĕ хĕрарăм калаçăва илтрĕ те васкаса çапла пĕлтерчĕ: "Ватăлать çав ял. Ав, пĕлтĕр çемье çавăрнă мăшăрсенчен пĕри кăна ялта юлнă терĕç".
Ял социаллă объектсенчен пĕртте чухăн мар. Мĕн кирли пурте пур. Пурне те хăй вăхăтĕнче вырăнти ялхуçалăх предприятийĕ шучĕпе тунă. Чиркÿ таранах. Ĕçлекенсене çурт-йĕр çавăрма е ытти ĕç валли процентсăр ссудăпа тивĕçтернĕ. Кайран çав суммăна колхозниксем ĕçлесе татнă. Пĕтĕм ял тенĕн Ленин ячĕллĕ хуçалăхра тăрăшнă. Юлашки çулсенче вăл "йăвашланнă". Çавăнпа нумайăшĕ ĕç çухатнă темелле. Тăван ялта урăх ăçта кайăн? Коллективлă хуçалăх вăйлă пулнăран фермерсем "хунаман". Вĕсем халĕ тин пуç çĕкленĕ. Ял çыннисен пай çĕрĕсемпе Н.Федоров ?вăл та пулин Патăрьелĕнче регистрациленнĕ% тата вырăнти Н.Павлов фермерсем усă кураççĕ.
"Николай Павлов фермер хуçалăхĕпе чылай çул тăрмашать. Пĕчĕккĕн техникине те туянчĕ. Аталанма пурпĕр йывăртарах çав. Чиперех ĕçлесе кайĕ тейĕпĕр. Анчах 20-25 çултан вăл тытса пыракан лав тилхепине ачисем туртса пырĕç-ши? Пултарсан темĕн пекехчĕ", - палăртать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Шанчăклине коллективлă хуçалăхпа танлаштарма хăнăхнă Алманчăсене пĕр енчен ăнланмалла. Колхозăн тени вăл - халăхăн. "Çавăнпа коллективлă хуçалăха ертсе пыракан каçхине çывăрма выртас умĕн те, ир тăрсан та халăх çинчен шухăшлать. Пысăк чунне çухатсан хуçалăх та пĕтме пултарать. Халăх енчĕкĕнчен 10 тенкĕ ил-ха, çакă пуçран çитмĕл хут пырса çапать.
Пуласси йăлт хамăртан килет. Вырăнти лару-тăрушăн Раççей е Чăваш Ен ертÿçисене айăплама кирлĕ мар. Хамăр патра вĕсем мар, хамăрах ĕçлетпĕр", - хушса хурать Георгий Михайлович.
"Республика Пуçлăхне ларсассăнах Михаил Игнатьев "Ĕç ветеранĕ" ят пама Указ кăларни çĕр ĕçченĕсемшĕн ырра кайрĕ, - тет вăл. - Пирĕн ял тăрăхĕнчен кăна 30 яхăн çын çав ята тивĕçсе çăмăллăхсемпе усă курма пултарчĕ. Апла эпир тÿлекен налук укçи хамăр патах çаврăнса çитет. Çур çултан ĕç ветеран ята тивĕçмелли стаж тата пĕчĕкленет".
Георгий Михайлович шухăшĕпе ĕçлекен валли халĕ алăк уçă. "Колхозсем йĕркелениччен халăх ăçта ĕçленĕ?" - кĕтмен çĕртен ыйтрĕ вăл манран. Эпĕ шухăша путнине курса хăех хуравларĕ: "Вăл вăхăтра та инçете, ют хуласене çÿренĕ. Кайран ялсене чăнах та коллективлă хуçалăхсем тăрантарнă. Паян çын ирĕклĕ. Çаврăнăçуллă пулсан укçасăр лармĕ".
Темиçе çул каялла Алтайра пулма тÿр килнĕ унăн. Шукшин çуралнă тăрăхра та çынсем инçете ĕçлеме çÿреççĕ. Анчах унти çурт-йĕр Алманчăсеннинчен самай япăх курăннă. Юсаманран юхăннă. Инçе каймасăр республикăн хăш-пĕр районĕпе те танлаштарчĕ Алманчăсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. "Ял хĕрринче çурчĕсем чаплă, шала кĕрсен чăлăш-чалăшши пайтах", - терĕ.
Ялта паян ĕç вырăнĕ сахаллишĕн ытла кулянмаççĕ типтерлĕ пурăнма хăнăхнă Алманчăсем. Хĕлле выльăх пăхаççĕ. Ытларах - хĕрарăмсем. Ара ку вăхăтра чылайăшĕн упăшки шапашра. Çулла сахалтан та 70-80 çын Çĕнĕ Ахпÿрте севок сухан йăранне çумлама çÿреççĕ. Ĕç кунĕшĕн 600 тенкĕ тÿлеççĕ. Çу каçипе икĕ-виçĕ хут çумлаççĕ. Кайран сухана кăларма, типнĕ хыççăн çулçине касма каяççĕ. Тĕрĕсрех, Алманчăсене машинăпах килсе илеççĕ. Сортланă вăхăта лексен тата ытларах тÿлеççĕ иккен. Май уйăхĕнчен пуçласа июль пĕтиччен тăрăшаççĕ. Шупашкартан та килеççĕ-мĕн укçа ĕçлесе илме. Ĕçчен çыншăн ĕç пĕтмест тени тĕрĕсех çав.
Ирина ПАВЛОВА.