Комментари хушас

18 Нарăс, 2015

Асанне пахчинчи качака

Пурнăçа ăнланса, унăн тĕшшине курса пурăнма пĕлнĕ çав ĕлĕк чăвашсем. Ырă йăла-йĕркене тытса пынăран ялсем паянхи пек йышсăрланман. Хăнана каймалла чухне парне пама та пĕлнĕ. Пĕлтерĕшлĕ пулнă вăл. Калăпăр, ывăл авланать, ашшĕ-амăшĕн килĕнчен уйрăлса тухать те хăй йăва çавăрать. Малтанах пÿрт лартнă, иккĕмĕш хуралтă - мунча. Çак ятпа хăнасене çĕнĕ пÿрт ĕçкине йыхравланă. Тăванĕсем парнепе пынă.

Хĕр качча кайнă чухне мĕн парнелемелли пирки те малтанах калаçса татăлнă. Выльăх-чĕрлĕх тĕп вырăнта пулнă. Пушмак пăру парсан аван, унтан ĕне пулать. Сурăх-путек, хур-кăвакал та вырăнлă.

Пĕр хур кăна парнелемен, ăна сурăх-путек çумне хушса панă. Мĕншĕн? Хур çара кайăк шутланнă, çавăнпа пурнăç çара пулать имĕш.

Авалтан пыракан йăлапа çемьене мĕнле выльăх тĕсĕ килĕшнине те шута илнĕ. Пĕрне хурапа шурăллă ĕне е ула хур ырăлăх кÿнĕ. Урăхла каласан çак тĕслĕ выльăх ăнăçлă ĕрченĕ. Теприне хĕрлĕ ĕне е шурă чăх парнелесен пурнăçĕ ăннă.

1943 çул аса килет. Пирĕн килти хурапа шурăллă ĕне 16 литр сĕт паратчĕ. Шăрăхра ăна çавăтса асаннепе кунсерен вăрмана утаттăмăр. 80 çултан иртнĕ асанне çул çинче тăрса канатчĕ, ĕне те çак вăхăтра ун çине пăхса тăратчĕ. Пĕр-пĕрне ăнланнă курăнать. 1947 çулта асанне ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйрăлса кайрĕ, ĕне те ватăлчĕ. Аннен аппăшĕ Варвари пурччĕ. Хамăр ялтан 12 çухрăмри Чÿтей ялне качча тухнăччĕ. Ывăлпа хĕр ÿстеретчĕ. Упăшки вăрçăра пуç хунă. Пĕччен хĕрарăмăн пурнăçĕ йывăр. Анне аппăшне хĕрхенсе тына пăрăва парса ячĕ. Тепĕр çултан ĕне пулать. Пăрулать. Пăрушне ÿстерсе пире памалла. Çапла калаçса татăлчĕç те. Варвари аппа пăруламалли хĕрлĕпе шурăллă пушмак пăру çавăтса килчĕ. Эх, савăнтăмăр та эпир, аттесĕр ÿсекен виçĕ ача. Вăрçăран таврăнаймарĕ вĕт атте. Картишĕнче хĕрлĕ шурăллă ĕне çÿрет. Ак пуçларĕ хайхи сурăхсене сĕкме. Анне куççуль юхтарсах ĕне сĕкнĕскерсене пусать. Текех ан сĕктĕр тесе ĕне мăйракине те хупларĕç. Çук, пурпĕрех пире те, сурăхсене те хăмсарать. Çурхи шыв шарласа юхнă вăхăтра унăн чунĕ тухрĕ. "Тĕс килĕшмерĕ ку киле", - терĕç ватăсем çакăн хыççăн.

Ĕне те, сĕт те çук ĕнтĕ пирĕн. Çуллана тухрăмăр. Хамăртан виçĕ çухрăмри Йăнтăрч ялĕнче пурăнакан аннен йăмăкĕ Плаки аппа качака çавăтса килчĕ. Сĕтлĕ пултăмăр та-ха, нуши те нумайланчĕ. Пирĕн картишĕнче пĕчĕк пахча пурччĕ. Асанне пахчи теттĕмĕр ăна. Качака кĕтÿрен таврăнать те унта сиксе кĕрет. Уншăн алăк та алăк мар. Качакана сыхлайманшăн анне пире хулăпа патаклать. Хытах ыраттарнăран макăратпăр. Качака çав вăхăтра, хăй айăплине туйса-ши, пирĕн çине мĕскĕннĕн пăхать. Çилленсе пăхаттăмăр ун çине ăна пула патак çинĕшĕн. Ăнланман çав вĕт-шакăр. Ара, качака пире сĕт çитерес тесе хырăмне тăрантасшăн пулнă-çке.

Кĕркунне çитеспе пурлă-çуклă укçапа анне хурапа шурă тĕслĕ ĕне туянчĕ. Çавăнпа ÿсрĕмĕр эпир. Качакана Плаки аппана каялла парса янишĕн шутсăр савăнтăмăр. Анне патакне çиме пăрахрăмăр вĕт.

Качака, качака... Тăватă качака пĕр ĕне чухлĕ сĕт парать теççĕ. Выльăхне кура пулĕ. Сĕчĕ вара чăнах та çăра та сиплĕ. Мĕн чухлĕ чирлĕ çын унпа сывалман-ши! Пĕрле вĕреннĕ тантăш Борис Иванович Борисов каласа пани асран тухмасть. "1946 çулта атте вăрçăран таврăнчĕ. Хăрса, начарланса кайнă. Çăварĕнчен шыв юхатчĕ. Ĕне пур пирĕн, сĕт тулăх. Анчах асанне аттене сыватма качака туянчĕ. Ирлĕ-каçлă качака сĕтне ĕçетчĕ атте. Çăварĕнчен шыв юхма чарăнчĕ", - терĕ Элĕк районĕнчи Тури Выла ялĕнче çуралса ÿснĕскер.

Чăвашсен паллă писателĕ Илле Тăхти те ÿпке чирĕпе чирлесен Шупашкарта качака усранă. Петĕр Хусанкай Атăл хĕррине уçăлма тухсан вăл качака çитерсе çÿренине курнă. Сывалас килнĕ чирлĕ çыравçăн.

Амăшĕсĕр тăрса юлсан е унăн кăкăр сĕчĕ çук чухне пепкесене те качака сĕчĕ çитереççĕ.

Качака тирĕнчен çĕлетнĕ кĕрĕк пĕр хĕл каçма чăтать тенĕ. Пирĕн, вăрçă ачисен, пурнăç йывăр килнĕ. Хамăртан виçĕ çухрăмри ял шкулне куллен çуран утаттăмăр. Питĕ вĕренес килнĕ çав. Укçук аппан пилĕк ача: виçĕ хĕр те икĕ ывăл. Эпир Улляпа пĕр класра вĕренетпĕр. Унăн ашшĕ Якку пичче вăрçăран таврăнаймарĕ. Уллян качака тирĕнчен çĕленĕ кĕрĕк пур. Уроксем хыççăн киле таврăннă чухне "Ман Анна Ивановна пек учитель пулас килет", - тесе унпа юр çинче йăваланса макăратчĕ. Çук, малалла вĕренме каяймарĕ. Качака сĕчĕпе ÿснĕскерсен укçи пулман.

Качака - лайăх выльăх, ăна тиркеме кирлĕ мар. Çын куçĕнчен ăшшăн пăхать, хуçинчен юлмасть, кил тĕлне пĕлет. Тавах вăл пурришĕн. Ара, ĕне пăхма вăй чаксан ялти ватăсем качакапа йăпанса пурăнаççĕ.

Роза Петрова-Ахтимирова.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.