Тĕллев тÿрре тухнă
Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев медицина каяшĕсене централизациленĕ майпа тирпейлекен участока хута яма хутшăнчĕ. Сăмах май, унашкалли Раççейре халĕччен пулманччĕ-ха.
Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - медицина каяшĕсене тирпейлекен предприяти тумашкăн бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕпе усă курас ыйтăва вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашне иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕнче янă Çырурах хускатнă. Тĕллеве ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пурнăçа кĕртнĕ.
Каяшсене çапла майпа тирпейлени сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен ĕçне палăрмаллах çăмăллатать, мĕншĕн тесен халĕччен вĕсене алă вĕççĕн уйăрма тата сиенсĕрлетме тивнĕ.
Михаил Игнатьев шухăшĕпе - çĕнĕлĕхĕн малашлăхĕ пысăк: çывăх вăхăтра кунта республикăри медицина учрежденийĕсенче пухăннă çакнашкал япаласене тата биоматериала тирпейлеме тытăнĕç. Унсăр пуçне сиенсĕрлĕх ыйтăвне татса панă: халĕччен вĕсене хулари çÿп-çап вырăнне турттарнă, унта мĕн пулса иртнине пĕлместпĕр. Медицина учрежденийĕсен дезинфекци хатĕрĕсем туянмашкăн та тăкакланмалла пулмĕ, малтанласа шутланă тăрăх çакна валли бюджет икĕ хут сахалрах укçа уйăрĕ.
Асăннă учреждени Васкавлă медицина пулăшăвĕн больниципе юнашар вырнаçнă. Унăн проектне ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствипе «Киль» ГМК» /Мускав хули/ акционерсен хупă обществин уйрăм çын - патшалăх партнерлăхĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртнĕ. Пĕрремĕш тапхăрти техника оборудованийĕ валли хывнă инвестици 40 млн тенкĕпе танлашнă.
Каяшсене - «Б» тата «В» ушкăнрисене, çав шутра биологи тĕлĕшĕнчисене - вĕтетмешкĕн тата сиенсĕрлетмешкĕн Италире туса кăларнă пысăк технологи оборудованийĕпе автомат циклĕпе усă кураççĕ.
Асăннă участокра вырнаçтарнă техникăн уйрăмлăхĕ ĕç тухăçлăхĕ пысăккипе /хăвачĕ - 150 кг/сехет/ тата экономика эффективлăхĕпе кăна мар, экологи тасалăхĕ енĕпе унпа танлашаканни пулманнипе те уйрăлса тăрать, вăл СанПиН ыйтнине туллин тивĕçтерет тата тăван тавралăхшăн сиенсĕр шутланать.
Ĕç-хĕлĕн принципĕ ансат: стерилизациленĕ герметика камерăра куçакан тата куçман çĕçĕсемлĕ хăватлă ротор пулăшнипе каяша вĕтетсе çăра пăсра 151 градус вĕрире тытаççĕ.
Тирпейленĕ хыççăн кăларнă япалана экологи тата тулаш енчен хаклас тăк вăл таса, вĕтĕ, пĕр тĕслĕ, шывсăр, шăршăсăр. Пÿлĕм температури таран сивĕтнĕскер каяшсен 4 ушкăнĕпе /сахал сиенлисемпе/ пĕр килет. Ăна çунтарма е йăлари хытă каяшсен полигонне турттарма, асфальт тата тротуар плитки тумашкăн яма юрать.
ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова çирĕплетнĕ тăрăх - пирĕн хутлăхри медицина учрежденийĕсенче çулталăкра 6 пин тонна çакнашкал каяш пухăнать. Оборудовани хăвачĕ пĕр çаврăмра /вăл 30-60 минута тăсăлать/ 150 кг тирпейлеме май парать.
Иккĕмĕш тапхăр валли 100 млн тенкĕ кирлĕ пулать, кунта хăватлăрах тата тепĕр конвертер вырнаçтарма палăртнă. Ун чухне республикăри мĕн пур медучрежденин каяшне тирпейлеме май килĕ. Тен, кÿршĕ регионсем те çак пулăшупа усă курас тейĕç.
Михаил Игнатьев Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин стационарне çитсе курнă, электрон регистратура, физиотерапи, неврологи, ультрасасă диагностикин уйрăмĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Паллах, çитменлĕхсене те асăрханă: республика Пуçлăхĕ пандуссене чăнкă вырнаçтарни кÿмепе çÿрекен сусăрсемшĕн мелсĕррине аса илтернĕ. Вăл пациентсемпе тĕл пулнă, хăйсене епле сипленипе, апатлантарнипе интересленнĕ, хăвăртрах сывалса тухмашкăн ăнăçу суннă.
Валентина СМИРНОВА