Комментари хушас

30 Кăрлач, 2014

Абхазин кĕрхи сăнĕсем

И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Анатолий Даниловăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Кунта юмахри пек: çутă сăрăсем, илемлĕ сăнсем чуна тыткăнлаççĕ. Кашни картина - хăйне уйрăм тĕнче.

«Çĕнĕ Афон мăнастирĕ» картина поэзипе, илемлĕхпе сывлать. Сăрт çинчи сулахаялла сулăннă чиркÿ сăнарĕ - кĕвĕлĕх палли. Картина çут çанталăкăн хитрелĕхне мухтакан кĕвĕ сапаланăн туйăнать.

«Рица кÿлли»... Тÿпе те, кÿлĕ те, йывăç-курăк та - пĕтĕмпех çутатать. Картинăра талăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнчи илеме сăнарланă. Унра - тĕнче мăнаçлăхĕ. Апшар çĕр хăвăлĕ Рица кÿлли патне илсе пырать. Илемлĕ çак вырăнсем художника тĕлĕнмелле хитре темиçе картина çырма хавхалантарнă. Акă пуç çийĕн усăннă, халь-халь пусарса хурас пек тăракан сăрт сакăлтисем. «Апшар çĕр хăвăлĕ çывăхĕнчи шурăм пуç» картина пачах урăхла. Вăл Абхази çĕрĕнче пурнăç вĕресе тăнине ĕнентерекен туйăмсем вăратать.

«Гумиста шывĕ» картинăра тапса тăракан юхăм тусем çинчен анать. Çĕр хăвăлĕнчен талпăнса тухса ирĕкелле васкать, сарăлса юхать. Ту юхан шывĕ сивĕ, витĕр курăнать. Пĕр çырана тепринпе эрешлĕ кĕпер çыхăнтарать. Айлăмра - кулленхи пурнăç вĕрет. Аякра - шурă юрпа витĕннĕ мăнаçлă тусем, чикĕсĕр тÿпери пĕлĕтсем. Ĕмĕрлĕх паллиллĕ курăмсем чун-чĕрене çавăрса илеççĕ.

«Тусем çинчи ир». Ирхи сывлăмпа çăвăнса тасалнă тĕнче шухăша путнă. Туйăмсен шайлашулăхĕн кĕввине тимлесе тĕлĕрет. Тусемпе юхан шыва çăмăл тĕтре карса илнĕ. «Сухуми хĕрринче» картинăра художник ту айĕпе тăсăлакан çуртсене пĕрин çумне теприне илемлĕн вырнаçтарнă. Нумаях пулмасть çак вырăнсенче хаяр çапăçусем пынă. Халĕ кун пирки хирсене мина хунине пĕлтерекен хăмасем кăна аса илтереççĕ. «Кăвак тусем». Кăн-кăвак тÿпе, тусем те çавăн тĕслех. Хăвна вĕçсĕр-хĕрсĕх кăвак тĕнчере вĕçнĕнех туятăн. Çак илеме тем чухлĕ сăнасан та киленĕç чиккине тупаймастăн.

«Сухуми. Причал çывăхĕнче», «Ту айĕнчи ял», «Сухуми çывăхĕнчи тусем», «Рица хĕрринчи кĕрхи сăрăсем», «Сухуми таврашĕнчи Хура тинĕс», «Сухуми паркĕнчи коллонада», «И.Сталин дачинчи сăнсем»... А.Данилов художник кăнтăрта ÿкернĕ живопиç картинисен ярăмĕ питĕ пуян.

- Анатолий Васильевич, сире çак экспозицие хатĕрлеме мĕн хавхалантарчĕ?

- Çакă пĕтĕмпех Пĕтĕм тĕнчери I «Абхазин кĕрхи сăнĕсем - 2013» арт-пленэрти ĕçсем. Мероприятие республика никама пăхăнманлăх статусне илнĕренпе 20 çул çитнине халалланă.

- Конференцие камсем хутшăнчĕç? Мĕн кăсăкли пулчĕ?

- Пленэра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, ют çĕр-шывсенчен килнĕ 40 ытла çын хутшăнчĕ. Вĕсем - ÿнер педагогикинчи ĕçтешсем, ÿнер академийĕсен, аслă шкулсен ÿнер-графика факультечĕсен представителĕсем. Пире Сухуми хулинчи Абхази патшалăх университетĕнче ăшшăн кĕтсе илчĕç. Конференцире хальхи вăхăтри ÿнер педагогикинчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрăмăр. Кашни кун Абхазири илемлĕ вырăнсене илсе çÿрерĕç, авалхи йăла-йĕркепе, историпе, культурăпа паллаштарчĕç.

- Анатолий Васильевич, тăваттăмĕш çул сирĕн пултарулăха сăнатăп. Хальхи курав хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Кăмăла çĕклет, хаваслăх çуратать. Мĕнпе çыхăннă çакă?

- Кавказăн пуян çут çанталăкĕ хавхалантарчĕ. Тĕлĕнмелле хитре, асамлă кунта. Хыр тата каштан Хура тинĕс çыранĕсене çавăрса илнĕ. Çулталăкăн тĕрлĕ вăхăтне илсе каякан тусем: аялта çулла пулсан çÿлерех ĕмĕрхи юр сарăлса выртать. Юман, пихта, чăрăш вăрманĕсен чикки çук. Рица шывĕ тата мĕне тăрать? Шыв сиккисем... Çĕнĕ Афон тăвĕсен тăррине хăпарсан хăвна çĕр çийĕн вĕçнĕнех туятăн. Унсăрăн епле-ха? Ура айĕнчех пĕлĕтсем ишеççĕ-çке...

- Тусем маншăн хăрушă вырăнсем пек туйăнаççĕ. Кавказра пурнăçшăн инкек кăларса тăратнă самантсем пулмарĕç-и?

- Пĕтĕм айăп - этемре хăйĕнче, тем те пĕр пĕлес килни тепĕр чухне пысăк инкек патне илсе çитерет. Манăн та ту çине хăпарас, çĕр хăвăлне анас килчĕ. Çĕнĕ Афон тăррине çитсе курас туртăма вара çĕнтереймерĕм. Вырăна çитме икĕ сехетрен кая мар кирлĕ. Ĕмĕт-тĕллев мĕн тăвать? Çула 33 минутра парăнтартăм вĕт.

- Анатолий Васильевич, çул çÿрев мĕнпе асра юлчĕ?

- Абхазире çак çĕр-шыв историйĕ, халăхăн хăйне евĕр йăли-йĕрки, мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ пирки çĕннине сахал мар пĕлтĕм. Художниксен хушшинче çĕнĕ туссем тупрăм. Тата унта курнă тусенчен лайăхраххи эпĕ ÿкерменнисем çеç пулма пултарнине ăнлантăм...

А.Данилов Абхазире пĕр эрне пулнă. Çак вăхăтра 30 ытла картина, вун-вун этюд, ÿкерчĕк тунă, икĕ хутчен ăсталăх класĕ ирттернĕ. Тăватă картинине пленэра йĕркелекенсене парнеленĕ. Çав ĕçсем ÿнер галерейине никĕслеме хавхалантарнă. Пĕтĕм тĕнчери I «Абхазин кĕрхи сăнĕсем - 2013» пленэра хутшăннисен ĕçĕсен куравĕнче чăваш художникне çĕнтерÿçĕ дипломĕпе чысланă.


Людмила КУТЬИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.