Комментари хушас

14 Нарăс, 2015

Евчĕ

Юлашки вăхăтра çынсене пĕр-пĕринпе паллаштармалли кĕтес уçас ĕмĕт пуçран кайма пĕлмест. Манран чаплă евчĕ пулас пек туйăнать. Юлташсем те çавнах калаççĕ. Ăнăçать теççĕ. Ара, кун пек шухăшлама сăлтавĕ те пурах. Ахальтен кам сÿпĕлтетет? Кама паллаштаратăп - пурин те пурнăçĕ лайăхланать. Уйрăлакансем пулман-ха.

Акă нумаях пулмасть пĕр ĕçтешĕме пĕлĕшĕмпе явăçтартăм. Иккĕшĕ те - малтанхи мăшăрĕсенчен уйрăлнăскерсем. Кĕтерук та, Çеруш та кампа кăна паллашса пăхмарĕç пулĕ? Кăштахранах урăх савни шыранине систеретчĕç. Хĕрарăмĕ ачаллăскер. Ывăлĕн ашшĕпе пурăнайман вĕсем. Лешĕ айккине чупни, каярах эрех пичкине путни ывăнтарса çитернĕ те Кĕтерук тухса кайнă. Ачине те пĕчченех çитĕнтерчĕ. Сашук пысăклансан хăйĕншĕн пурăнма тытăнчĕ. Паллах, пур хĕрарăмăн та арçын ăшшине туяс килет. Çавăнпах савни шырарĕ те. Урамра та паллашрĕ, Интернетра та... Анчах пĕр хутшăну та нумая тăсăлмарĕ. Е авланнисем çакланчĕç, е, хăй калашле, сÿтĕксем. Çемье пачах çавăрманнисем те пулчĕç вĕсен йышĕнче, анчах пепке çуратма хистерĕç. Кĕтерук вара тепре анне пулма пачах хирĕç.

Çерушран вара арăмĕ икĕ ачипе тухса кайрĕ. Япăха курмасăр ыррине хаклама вĕренейместпĕр пулĕ çав. Упăшки ылтăн пулнине чухламарĕ вăл, лайăхраххине тупас терĕ пуль. Анчах йăнăшрĕ. Пĕр-икĕ çултан каялла та таврăнасшăн пулчĕ, анчах арçын хĕрарăма текех йышăнмарĕ. Ачисене пăрахмарĕ паллах. Вĕсемпе тăтăшах тĕл пулчĕ, укçа-тенкĕпе те пулăшрĕ. Пурăна киле майрасемпе паллашкаларĕ, анчах пĕринпе те ăнăçмарĕ. Е ачисене пулăшнăшăн мăкăртатрĕç, е айккине чупакансем лекрĕç, кăмăлпа май килменнисем те тупăнчĕç.

Евчĕ ĕçне пуçăнса малтанах çак икĕ пĕлĕшĕме паллаштартăм та. Ун чухне кун пек бизнес уçас шухăш пачах çукчĕ-ха. Тусăмсене ырă тăвас, пĕр-пĕрне тупма пулăшас терĕм çеç. Ăнăçрĕ тата. Паянхи кун та килĕштерсе пурăнаççĕ. Шупашкар çывăхĕнче çурт хăпартаççĕ. Шăкăл-шăкăл çеç калаçаççĕ. Ача çеç çуратмаççĕ - хăйсемшĕн, канлĕ кун кунлаççĕ.

Çакăн хыççăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăка пĕрле вĕреннĕ тусăмпа явăçтартăм. Килĕштереççĕ пек-ха. Туй туман-ха, паллах, анчах ура хуçса ташлас шанăçа çухатмастăп-ха.

Вĕсен ăнăçнине кура тепĕр йăмăк та савни тупса пама ыйтать, тусăм та каччă пирки шахвăртать. Тепĕр тесен, енчен те манран пиçет пулсан мĕншĕн ырă тăвас мар? Çынсене телей кÿни сăваплă. Эпĕ вĕсемшĕн тăрăшнине кура хам çинчен епле шухăшлас мар тата? Укçа-тенкĕ ытлашши мар, тĕрĕссипе, çитмест те. Пархатарлă шухăша пурнăçа кĕртесех пулать. Çапла вара бизнес - пĕчченсене паллаштармалли кĕтес - уçатăпах. Евчĕ пулма çуралнă пултарулăхăма мĕншĕн сая ярас?

Сире савни кирлĕ мар-и? Шăнкăравлăр, килĕр - кĕтетĕп. Мана хаçат урлă тупнăскерсенчен хаклă ыйтмăп.

 

МАРЬЯ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.